Паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли кӑнтӑрлахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Лагерь ытти ҫулти пекех 4 сменӑпа ӗҫлӗ. Кашни смени 21 кунтан тӑрӗ.
Ачасене каникул ҫитнӗ тата лагерьти смегна пуҫланнӑ ятпа центрӑн директорӗн ҫуме Альбина Данилова ВННИРан гендиректорӗ Сергей Антонов саламланӑ. Асӑннӑ организаципе тата «АБС Электро» ыркӑмӑллӑх фончӗпе социаллӑ учреждени тахҫантанпах туслӑ. Хальхинче те хӑнасем пушӑ алӑпа килмен, кашни ача валли парне хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем аниматорсене те илсе килнӗ. Хавасла ертӳҫӗсем ачасене юрлаттарса ташлаттарнӑ, чунтан савӑнтарттарнӑ. Супӑнь кӑпӑкӗнчен йӗркеленӗ шоу тата еплерех хавас иртнӗ!