Ӗнер Валерий Андреев (16.02.1956–07.08.2023) чӗлхеҫӗ куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Валерий Васильевич Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шуртан ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл – чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
Валерий Андреев 1990 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУӗн чӑваш чӗлхи кафедрин доценчӗ пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл хӑй йывӑр чире кайичченех тӑрӑшнӑ.
Валерий Андреева аван пӗлнисем вӑл «лекцисемпе семинарсене яланах чунри ҫӗкленӳпе, чӗлхери тӗлӗнтермӗшле тӗслӗхсемпе «пуянлатса» ирттернине» палӑртаҫҫӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ чи лайӑх аслӑ шкулсен танлаштарӑмӗнче чи малти вунӑ теҫеткене лекнӗ. ЧПУ 70-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Танлаштарӑма пӗтӗмпе 411 аслӑ шкул кӗнӗ.
Ӑна хатӗрленӗ чухне вӗренӳ пахалӑхне, аслӑ шкула хальхи йышши техникӑпа тивӗҫтернине, пӗтӗм тӗнчери аккредитаци пуррипе ҫуккине шута илнӗ. Кашни критерипе аслӑ шкулсем 0 балран пуҫласа 100 таран пухма пултарнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ, профессор, техника наукисен докторӗ, Геннадий Свинцов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Петрович 75 ҫулта пулнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ҫуралнӑ.
Эпир маларах асӑннӑ аслӑ шкулта Кӳкеҫ ҫынни 1972 ҫултанпа ӗҫленӗ. 1980 ҫулта техника наукисен кандидачӗ ята хӳтӗленӗ, унтан ӑна преподаватель пулма шаннӑ. Малтан ассистентра тӑрӑшнӑ, тепӗр виҫӗ ҫултан кафедра доцентӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Геннадий Свинцов ӗҫленӗ те, хӑйӗн пӗлӗвне те пӗрмай тарӑнлатса-анлӑлатса пынӑ. Вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ, профессор, техника наукисен докторӗ, Геннадий Свинцов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Петрович 75 ҫулта пулнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ҫуралнӑ.
Эпир маларах асӑннӑ аслӑ шкулта Кӳкеҫ ҫынни 1972 ҫултанпа ӗҫленӗ. 1980 ҫулта техника наукисен кандидачӗ ята хӳтӗленӗ, унтан ӑна преподаватель пулма шаннӑ. Малтан ассистентра тӑрӑшнӑ, тепӗр виҫӗ ҫултан кафедра доцентӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Геннадий Свинцов ӗҫленӗ те, хӑйӗн пӗлӗвне те пӗрмай тарӑнлатса-анлӑлатса пынӑ. Вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ паян алӑ пуснӑ хушура 11 номинацие пӑхса хӑварнӑ.
Литература, культура тата ӳнер енӗпе премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене Ольга Ермолаевӑна, Екатерина Ивановӑна, Артём Самонова, Егор Темяшкина «В движении» (чӑв. Хусканура) Пӗтӗм Раҫҫейри VIII ташӑ проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн панӑ.
Журналистика енӗпе премие «Чӑваш Ен» ПТРКн информаци программисен службин корреспондентне Вероника Павловӑна
«Герои среди нас» (чӑв. Паттӑрсем пирӗн хушӑра) кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрленӗшӗн парас тенӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Чӑваш чӗлхин шкулӗ ӗҫлӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлӗ. Унта чӑваш халӑх культурипе, чӗлхипе, йӑли-йӗркипе паллашас кӑмӑллисене хапӑл тӑвӗҫ.
Аслӑ шкулӑн чӑваш тата вырӑс филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, «университет преподавателӗсемпе пӗрле чӑвашла вӗренни, «Еткерлӗх» этнокультура центрӗнче чӑваш сувенирӗсем ӑсталани, Чӑваш Енри илемлӗ вырӑнсенче пулса курни чылайлӑха асра юлӗ».
Шкула хутшӑнас кӑмӑллисем discurs2020@mail.ru почтӑна ҫырса пӗлтерме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн заместительне Александра Бочкаревӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
37 ҫулти Александра Сергеевна министрӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
ЧР архитекторсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Сергей Лукиянов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл йывӑр чир хыҫҫӑн сывлама пӑрахнӑ. Сергей Пантелеймонович 64 ҫулта пулнӑ.
Вӑл 1958 ҫулта Комсомольскинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн ӗҫ биографине «Чӑвашгражданпроектра» пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Сергей Пантелеймонович Чӑваш Енри ял-хула валли, ҫав шутра – Шупашкар та, пӗлтерӗшлӗ проектсем хатӗрленӗ. Вӑл тӑрӑшнипе И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультетӗнче архитектура кафедри йӗркеленнӗ.
Сергей Лукияновпа ыран 10-11 сехетсенче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
Кӗҫех «Чӑваш Ен мисне» палӑртӗҫ. Финал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр «Чӑваш Ен мисӗ» Анна Будаева пулнӑ. Кайран вӑл «Раҫҫейӗн пӗрремӗш вице Миссӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.
«Раҫҫей мисӗ» конкурса 1994 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 1996 ҫулта – Александра Петрова, 2018 ҫулта Юлия Полячихина «Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗ, Чӑваш наци радиовӗ, «Тӑван радио», Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акци ирттерӗҫ.
Диктант текстне 105,0 FM (Чӑваш Республикинче), 95,9 FM (Шупашкарта), 72,41 УКВ тата 100,3 FM радиохумсем ҫинче тӳрӗ эфирта вуласа паӗҫ. Диктант бланкне https://chrio.rchuv.ru/ сайтра вынаҫтарӗҫ.
Унсӑр пуҫне диктанта тӗрлӗ учрежденире пухӑнса ҫырма май туса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |