Республикӑра
![]() Муркаш тӑрӑхӗн пилӗк гражданне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗсене Муркаш районӗн Хисеп Кӗнекине кӗртесси пирки Свидетельствӑсем панӑ. Вӗсенчен пӗри — Татьяна Огандерова (Моисеева) — Раҫҫей биатлонистки. Спорт мастерӗ, биатлон енӗпе тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, вӑл ҫамрӑксен хушшинче биатлон енӗпе тӗнче чемпионки, ҫуллахи биатлонта тӗнче чемпионки, Чӑваш Енри, Раҫҫейри тата Европӑри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи, тӗнче ӑмӑртӑвӗнче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ ятсене ҫӗнсе илнӗ. Биатлон енӗпе Тӗнче Кубокӗн тапхӑрӗн кӗмӗл призерӗ, Раҫҫейри хӗрарӑмсен команди йышӗнче эстафетӑра тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ шутланать. Спортсменка хӑй ҫапла пӗлтернӗ: «Муркаш район администрацийӗ мана ҫакӑн пек чыс туни кӗтмен ҫӗртен пулчӗ, ҫакӑ вара питӗ кӑмӑллӑ». Чӑваш Республикинчи — Чӑваш Енри — Раҫҫей УФСИНӗ хӑйӗн ӗҫтешне саламласа ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, ыранхи кун пирки пӑшӑрханмасӑр пурӑнма тата вӑрӑм ӗмӗр сунать, ҫывӑх ҫыннисем ӑна пулӑшса та тимлӗх уйӑрса тӑрассине шанать! |
Ҫутҫанталӑк
![]() www.grani21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Экомаршрутка» каллех ҫула тухӗ. Хула тӑрӑх вӑл ӗнер те ҫӳренӗ, паян вӑл каллех хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ. Ку проекта Президент гранчӗсен фончӗн укҫипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӗҫе ирттерекеннисем – «Чистая ЭкоСреда» общество организацийӗн хастарӗсем. Тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен машини Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен темиҫе вырӑна ҫитсе чарӑнӗ – халӑхран хут, кантӑк, пластик, ҫипуҫ, батарейка, пластмасса хупӑлча, шӑл тасатмалли щётка, лампочка, дозаторсемпе распылительсем, фломастерсемпе маркерсем тата ыттине йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sorochinsk.info сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗри машинӑпа кафе ҫине пырса кӗнӗ. Йӗрке хуралҫисем тытса чарсан вӑл тухтӑр тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен. Ҫав вӑхӑтрах 18 ҫулти ҫамрӑк ӳсӗр курӑннӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупса хунӑ. Кӑштахран тата ҫакӑ паллӑ пулнӑ. «ВАЗ-2114» автомобиль ҫыннӑн пулнӑ. Хӗрӗнкӗ каччӑ машина алӑкне питӗрменрен унта кӗрсе ларнӑ, водитель прави ҫуксер педальсене пӑтраштарса янӑ – Ашмарин урамӗнчи кафе ҫине пырса кӗнӗ. Ӳсӗр ҫамрӑка ҫывӑхри пӗр арҫын тытса чарнӑ. Вӑлах ӑна йӗрке хуралҫисен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() k-kompas.ru сайтри сӑн Кӑҫал ака уйӑхӗнче Куславкка районӗнчи 42 ҫулти арҫын, цемент турттараканскер, полицие пырса ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗ. Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл строительство организацийӗн пуҫлӑхӗ-мӗн, Куславккара социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект хута ярать имӗш. Вӑл цемент илсе килме ыйтнӑ. Ку вара ӗненнӗ. Цемент илсе килнӗ чухне ҫав арҫын патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ӑна телефон номерӗсем ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Куславкка арҫынни каланине пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 6200 тенкӗ хунӑ вӑл. Стройка вырӑнне ҫитсен тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "ДТП Чувашии Аварком21" сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра чи ҫӳлти хутра пурӑнакан арҫын пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫак пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла пулнӑ. Юрать, кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсемех пушарнӑйсене чӗннӗ. Сӳнтермен пирус тӗпне пула матрас хыпса илнӗ. Кил хуҫи тухтӑрсем пульницӑна кайма сӗнсен килӗшмен. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш хулинче пурӑнакан арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. 52 ҫулти арҫын тӑван пиччӗшне вӗлернӗ. Вӑл 84 ҫулти амӑшӗпе тата 59 ҫулти пиччӗшӗпе пӗрле пурӑннӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫав арҫын пиччӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Малтан вӑл ӑна хӗнесе пӗтернӗ, кайран аллине икӗ ҫӗҫӗ ярса илсе 6 хутран кая мар чикнӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ. Сӑмах май каласан, пиччӗшне икӗ ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ этем унччен те судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти пӗр усламҫӑна налук тӳлеменрен суд тунӑ. 55 ҫулти арҫын сӑран тата тир япала ҫӗлессине йӗркелесе янӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтрах налук тӳлеме васкаман. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 198-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑ 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен ятарлӑ налук режимӗ – налук хурассин патентлӑ тытӑмӗ – ҫине куҫнӑ. Анчах саккунпа килӗшӳллӗн унӑн апла тума ирӗк пулман. Суд арҫынна 150 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тӳлемен налук парӑмне – пурӗ 4,5 миллион тенкӗ ытла тата пение тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашбройлерӗнче» ӗҫленӗ ҫынсем тинех ӗҫ укҫине илнӗ. Прокуратура пулӑшнипе вӗсен умӗнчи парӑма - 3 миллион тенке - татнӑ. Пӗтӗмпе 40 ҫын шалу илнӗ. Предприяти панкрута тухнине Арбитраж сучӗ 2018 ҫултах ҫирӗплетнӗ. Унти ӗҫченсен умӗнчи парӑма вара кӑҫал ака уйӑхӗнче татма шантарнӑ. Анчах ку тӳрре тухман. Организацие тата ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Ертӳҫине уголовлӑ майпа та явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Анатолий Кипеч Ҫулсерен Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине палӑртасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ку ята тивӗҫессишӗн 3 ҫын кӗрешӗ. Сасӑлава утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен "Уҫӑ хула" порталта хутшӑнма пулать. Пӗрремӗш кандидат - Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева. Иккӗмӗш ҫын - Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч. Вӑл ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Канаш районӗн хисеплӗ ҫынни. Виҫсӗмӗш кандидат - "Отделфинстрой" строительство организацийӗн тӗп директорӗ Александр Черкунов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питрав кунӗнче, Пӗрлехи фольклор кунне ирттерме Комсомольскинчи культурӑпа кану паркне пуҫтарӑннӑ. «Несӗлсен сӑвапӗ» ятпа унта йӑла-йӗрке фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие 14 фольклор коллективӗ пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартнӑ: «Ҫӑварни», «Мӑнкун», «Ниме», «Учук пӑтти», «Хӗр сӑри», «Улах», «Салтака ӑсатни», «Туй», «Ҫӑнӑхта», «Ача пӑтти», «Тӑла ҫапни», «Сӗрен». Фестивальте хӑна юррисем тата чӑваш такмакӗсем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |