Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ хӑш-пӗр троллейбус маршрутне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш маршрутсене пырса тивет. Ҫавӑн пекех 5-мӗш троллейбуса каллех ҫӳреттерме пуҫласшӑн. Тӗслӗхрен, 8-мӗш троллейбуса Чукун ҫул вокзалӗнчен Роза Люксембург урамӗ таран ярасшӑн. Ҫапла Алькешре пурӑнакан ҫынсем Трактор тӑвакансен проспектне ҫӑмӑллӑнах ҫитме пултараҫҫӗ. 6-мӗш троллейбус ҫулне улӑштарсан Ленин Комсомолӗн урамне ҫитме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче Семён Ислюкова асра тытнине палӑртса палӑк лартӗҫ. Халӗ хула мэрийӗн архитектурӑпа градостроительство управленийӗ проектсен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ проектсемшӗн преми парӗҫ. Премин пӗтӗмӗшле фончӗ – 100 пин тенкӗ. Семен Ислюков пирӗн республикӑна 30 ҫул – 1955-1985-мӗш ҫулсенче – ертсе пынӑ. Чӑваш АССРӗн Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗн заместителӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Семён Ислюков республикӑна ертсе пынӑ ҫулсенче Шупашкарта Агрегат тата Трактор завочӗсем, Пир-авӑр тата хими комбиначӗсем, гидроэлектростанци туса лартнӑ. Шупашкарта Семён Ислюков урамӗ тата вӑл пурӑннӑ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче микроавтобус КамАЗпа ҫапӑнса иртсе кайнӑ. Никам та шар курман. Апла пулин те пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Форд Транзит» микроавтобус водителӗн права та пулман, машини те хӑйӗн мар иккен. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем. 27 ҫулти ҫамрӑк Шупашкарта хӑналаннӑ, ир енне килне кайма тухнӑ. Ҫула май вӑл хӑй унччен ӗҫленӗ автосервиса кӗнӗ, унта ларакан микроавтобуса хускатса ҫула тухнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле пӗр ӗҫ, административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, пурӑнакансене пыл хурчӗсем тапӑннӑ. Пӑтӑрмаха хулари Университет тата Граждан урамӗсенче пурӑнакансем ҫакланнӑ. Аптӑранипе вӗсем Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Специалистсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Хӳтлӗх тумӗ тӑхӑннӑскерсем пыл хурчӗсен ҫемйине пуҫтарнӑ, вӑрмана илсе кайса янӑ. Специалистсем пыл хурчӗсен ушкӑнне курсан ҫывӑха пымалла мар тесе ҫирӗп асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Ӗнер 21 сехет те 58 минутра ҫӑлав службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Октябрь кӗперӗ ҫинчен хӗр сикесшӗн-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Вӗсем аялалла сикме хатӗрленнӗ хӗрпе психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскер ҫӑлавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫак ӑссӑрла утӑма тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла вӑл лӑпланнӑ та киле кайнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти кӗпер ҫинчен ҫамрӑк арҫын ӳкнӗччӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ, урине ҫеҫ хуҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chfila.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ пулма Максим Матросова шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Филармонире илемлӗх ертӳҫи пулса Николай Казаков тӑрӑшать. Максим Юрьевичӑн заместителӗсем иккӗн: Татьяна Фролова пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлет, Ирина Фролова – экономика тата финанс енӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ишлей тӑкӑрлӑкӗнче пушар пулнӑ. Унта "Аврора" тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗ ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет. Складра упраннӑ эрех-сӑра ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн пекех шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Хальлӗхе тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутламан. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 9 пушар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Етӗрне районӗнче прокурор пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Вӑл - Вадим Захаров. 2017 ҫултанпа ку должноҫе Юрий Фуражников йышӑннӑ. Вадим Захарова ку тивӗҫе 5 ҫуллӑха шанса панӑ. Вадим Юрьевич 1982 ҫулта Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Шупашкарти право тата управлени академийӗн юридици факультетне пӗтерсен Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӗҫ вырӑнне темиҫе те улӑштарнӑ, Мари Элта та ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() jur24pro.ru сайтри сӑн Кӑҫал ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын подьездри 36-ри кӳршӗ хӗрарӑмне тӗл пулнӑ. Лешӗ упӑшкипе пулнӑ. Хайхискерсем унчченех пӗр чӗлхе тупайман. Лавккара тӗл пулсан та ҫак арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне сутуҫӑ умӗнчех сӑмахсемпе кӳрентерме пуҫланӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() novostivl.ru сайтри сӑн Раҫҫейре упӑте шатра чирӗпе аптӑранӑ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак чир Европӑран таврӑннӑ ҫамрӑк ҫынна ернӗ. Вӑл ют ҫӗршывран килсен кӗлетки ҫине шатра тухса тулнӑ тесе пульницӑна пынӑ. Ҫамрӑк ҫыннӑн чирӗ ҫӑмӑллӑн иртет. Роспотребнадзор хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна сарӑлма паман. Сӑмах май, упӑте шатра чирӗ - вирус инфекцийӗ. Унччен вӑл Африкӑра ҫеҫ тӗл пулнӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӗҫӗнче тӗнчипе сарӑлма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |