Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине ҫамрӑксем мотоциклпа ярӑнса инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ. Мотоциклист вӑрмантан чупса тухнӑ хир сысни ҫине пырса ҫапӑннӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн транспорт тӳнсе кайнӑ. 14 ҫулти пассажир йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Улатӑр районӗнчи «Шупашкар-Сурское» автоҫул ҫинче машина пӑшипе ҫапӑннӑ. Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти ҫамрӑк «Хендай-Солярис» автомашинӑна тытса пынӑ. Водительпе 18 ҫулти хӗр-пассажир кӑштах суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Банкран илекен ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑпа ҫынсем ҫурт хӑйсен вӑйӗпе туса лартайӗҫ. Раҫҫей Правительстви иртнӗ уйӑхӑн 31-мӗшӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программи ӗҫлеттерсе яма йышӑннӑ. Малашне ун пек кивҫенпе ҫынсем ҫурта хӑйсен вӑйӗпе хӑпартма пултарӗҫ. Унччен подрядчик тытма тивнӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотекӑн процент ставки 9 процентран ытла пулмӗ. Салука ҫӗр лаптӑкне е туса лартнӑ ҫурта пама пулать. Ипотека кредичӗ иличчен малтанхи взнос 20 процент пулмалла. Ҫурта 12 уйӑхра туса пӗтермелле. Чӑваш Енре пурӑнакансем 6 млн тенкӗ таран илейӗҫ; Мускав, Питӗр хулисенче, Мускав тата Ленинград облаҫӗсенче пурӑнакансем — 12 млн тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра пӗтӗм чӑвашсен X «Акатуйӗ» иртӗ. Ӑна Республика кунне халаллӗҫ. Уява йӗркелеме республикӑн Культура министерстви, национальноҫсемпе культура пӗрлешӗвӗсем тата ытти организаци пулӑшӗҫ. «Акатуй» тӑван халӑхӑмӑрӑн тата Чӑваш Енре тӗпленсе пурӑнакан ытти халӑхӑн тӗрлӗ енлӗ пуян культурипе паллашма май парӗ. Шупашкарти уява Пушкӑртстанри, Крымри, Красноярск крайӗнчи, Оренбург, Пенза, Сарту, Самар, Тӗмен, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Чулхулари тата Питӗрти йӑхташӑмӑрсем килсе ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(Митрофан Дмитриев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине асӑнса) Тӑван килӗнчен Ломоносов пек тухса тарнӑ чӑваш ачиКушлавӑш салинче 1860‑1863 ҫулсенче Патшалӑх пурлӑх министерствин икӗ шкулӗ ӗҫленӗ, унта арҫын ачасемпе Н. Близновский (1825‑1887), хӗр ачасемпе унӑн мӑшӑрӗ (Дария Акрамовская – Очӑккассинче 1801 ҫулта ҫуралнӑ Осип Максимович Акрамовскин хӗрӗ. Ун амӑшӗ Чӗмпӗр купсин хӗрӗ пулнӑ пулсана та вӑл чӑвашла лайӑх калаҫма пултарнӑ) тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ. Вӗсем Хусана куҫса кайнӑ хыҫҫӑн (Н. Близновские В. Вишневский пулӑшнипе Хусанти Успени чиркӗвне куҫараҫҫӗ, кӗҫех вӑл тӗн консисторийӗн пайташӗ пулса тӑрать, протоиререй сане тивӗҫет) шкул хупӑннӑ, вӗренекенсен ҫирӗм ҫухрӑмра ларакан Хапӑс шкулне ҫӳреме тивнӗ. И. Оточев, чӑваш ачисем валли ятарлӑ шкул уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗскер, ҫӗнӗ вырӑнта хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама пуҫӑннӑ. Хапӑс шкулне ҫӳрекен пӗр вӗренекене ‑ Пӗчӗк Упакассинчи Митрофана ‑ ятарласа хатӗрлеме тытӑннӑ. 1867 ҫулта Кушлавӑш пупӗ Н. Золотницкипе паллашать, унтан 25 экземпляр «Чӑваш кӗнеки» илет. |
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра Атӑлҫи Пӑлхар патшине Катрака халалланӑ палӑк лартнӑ. Унӑн авторӗ - Николай Кондрашкин скульптор. Катрак - Аслӑ Пӑлхар ханӗн Кубратӑн пилӗк ывӑлӗнчен пӗри. Вӑл ашшӗ вилсен хӑйӗн ҫыннисемпе Хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ, Атӑлҫи Пӑлхарӗ ятлӑ патшалӑх йӗркелесе янӑ. Ку патшалӑх 10-13-мӗш ӗмӗрсенче пулнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yamal-media.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре 7 тата ытларах ҫул ҫитмен ачасене воспитани паракан ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсене анлӑлатасшӑн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Кунашкат ҫемьесене хваттер илме е ҫурт ҫӗклеме субсиди пама тытӑнасшӑн. Анчах ҫемьен ҫурт-йӗр илмелли черетре тӑмалла. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх кунашкал пулӑшупа республикӑри 85 ҫемье усӑ курма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Атӑлҫи транспорт прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ Атӑл ҫинче катер инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнипе вӗҫленнӗ. Инкек тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Катер баржӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 23 сехет те 50 минутра, Шашкар поселокӗ тӗлӗнче пулнӑ. «Voyager 67» катер гипс турттаракан баржӑпа пырса ҫапӑннӑ. Катерти 4 арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Катер баржа умӗнчен иртсе каяс тенӗ-мӗн, анчах ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Сантӑр Савкилта. «Контактра» страницӑри «Хавал» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш чӗлхин «Хавал» клубӗн ҫуллахи уйлӑхне кӑҫал та йӗркелеме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна 12-мӗш ҫул ӗнтӗ пухаҫҫӗ. Уйлӑх Етӗрне районӗнчи «Сурские зори» кану базинче ӗҫлӗ. Уйлӑхӑн пӗрремӗш лекторӗ пулса Сантӑр Савкилта (Александр Савельев) тухса калаҫӗ. Маттур чӑваш арӗ — уйлӑха йӗркелекенӗсенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫей наукисен академийӗнче уралпа алтай чӗлхисен пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать, филологи наукисен кандидачӗ. Сантӑр Савкилта чӑвашсен этносӗпе чӗлхе историйӗ ҫинчен каласа кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() mdn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, иртекен Акатуя Чӑваш Енри артистсем те хутшӑнӗҫ. Уяв Ҫӗнӗ Басманнӑй урамри 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш строенийӗнче (унта ҫитес тесен «Красные ворота» метрора тухмалла) 11 сехетрен 17 сехетчен пырӗ. Уяв программине Мускавра пурӑнакан артистсем: Валерий Иванов, Елена Соловьева, Григорий Вакку, Ирина Шоркина, Алена Савельева, Валентина Попова, Ирина Музыкантова, Ксения Гришина, Ольга Абрамейцева, Виталий Воронов — илем кӳрӗҫ. Чӑваш Енрен Акатуя Алина Варна, Сергей Лекерев, Тамара Ишмуратова, Валентина Семенова, Олег Залогин пырса ҫитӗҫ. Коллективсенчен Мускаври сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Атӑл» хор, «Ентеш» тата «Шевле» ансамбльсем, Чӗмпӗртен «Укӑлча» коллектив, Шупашкартан «Хӗлхем» тата «Азамат» ушкӑнсем тухӗҫ. Мускаври чӑвашсен уявне Якут Республикинчен, Пушкӑртстанран тата Удмурт Республикинчен хӑнасем пырса ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та вилмест. Ҫапла пӗлтерет Стопкоронавирус.рф сайт. Ҫӗртме уйӑхӗ пуҫланнӑранпа республикӑра 6 ҫын ҫак каварлӑ чире пула вилнӗ. Ӗнер 45 ҫын чирленине палӑртнӑ, паян - 39. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 430 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Кунашкал пӗчӗк кӑтарту кӑҫал пулман-ха. Пандеми пуҫланнӑранпа 80445 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 75372-шӗ сывалнӑ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче республикӑра ____коллектив иммунитечӗ 53 процентпа танлашнӑ пулсан халӗ - 25 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |