Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

АКА
28

Чӑваш тумӗн уявӗ
 Alina.Sosayeva | 28.04.2007 12:26 |

Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче 11 сехетре Чӑваш тумӗн уявӗ уҫӑлчӗ. Программа тӑрӑх Чӑваш тумӗн тӗсӗсемпе чӗрӗ сцена ҫинче тата экрантан паллаштарма палӑртнӑ. Е.И.Ефремова, М.В.Симакова, Е.Н.Жачева ӳнерҫӗсемпе тӗрӗ ӑстисен ӗҫӗсемпе; Т.В.Петровапа Т.В.Шаркова ӳнерҫӗсем илемлетсе хатӗрленӗ тумсен пуххипе; З.И.Вороновапа Л.Г.Смирнова ӑстаҫӑсен ахах-мерчентен илемлетнӗ тухьяпа хушпу пуххисемпе; В.А.Минеева, Г.А.Степанова, М.Ф.Сырова ӑстаҫӑсем тӗрӗлесе тӗртнӗ илемпе паллаштараҫҫӗ. Вӗҫӗнче Н.Болтаев, З.Маштанова, Н.Ильина, А.Андреева ӑстасен чӑваш костюмӗсен пӗтӗмӗшле коллекцийӗсене курма май пур.

Уяв-курава юрӑҫсем-сӑвӑҫсем илемлетӗҫ.

Уява май килнӗ таран чӑваш тумӗпе килме ыйтнӑ. Куракансен хушшинче чӑваш тумлисем пулнӑ-пулнах... Чӑваш тумӗ авалтан паянлӑха аталанса пынине илемлӗ, музыкӑллӑ-ташӑллӑ кӑтартнӑ пирки пӗлтерчӗҫ...

 

Паян Чӑваш чӗлхин кунӗ. Тата ҫавӑн пекех ку уява йышӑннӑранпа 15 ҫул иртрӗ. Уява чӑаш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ, вӑл 1848 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑнах та питӗ паллӑ ҫын пулнӑ вӑл, питӗ кирлӗ ӗҫ хӑйӗн пурнӑҫӗнче туса хӑварнӑ — чӑвашсем валли 1917-мӗш ҫулхи революцичченех ҫыруллӑх шутласа кӑларнӑ.

 

Пирӗн пӗрлӗ те алӑ усса лармасть. Эпир 2005 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче чӑваш чӗлхине интертетелте сарма пуҫларӑмӑр. Унччен пӗр ҫур ҫул маларах Википедин чӑваш уйрӑмӗ хӑвӑрттӑн аталанма пуҫларӗ. Ӗҫӗсем хуллен-майӗпен пыраҫҫӗ: Википедин чӑваш уйрӑмӗнче 6000 статья патнелле ҫывхаратпӑр, темиҫе сайт уҫса (канашлу, сӑмахсар, уйрӑм ялсен сайчӗсем, шкулсен сайчӗсем, тата ыттисем те), тӗрлӗ тӗслӗ кӗнекесене сканерласа пӗтӗм тӗнче паллашмашкӑн вырнаҫтартӑмӑр, Mozilla Firefox программин интерфейсне чӑвашла куҫартӑмӑр! Тата чӑваш кунӗ тӗлне тепӗр парне — Л.П. Сергеев хатӗрленӗ справочнике вырнаҫтарма пуҫларӑмӑр. КУ уйрӑмах чӑваш чӗлхине вӗренекенсене пулӑшӗ.

 

Юлашкинчен тата ҫакна каласа хӑварасшӑн: ан манӑр хӑвӑр тӑван чӗлхӳне! Ку вӑл пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесен чӗлхи!

Малалла...

 

Ака уйӑхӗн 23-пе 29-мӗшӗ хушшинче Чӑваш чӗлхин кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑ кунне халалласа Чӑваш наци музейӗнче Чӑваш ҫырулӑхӗн эрни иртӗ.

Программа тӑрӑх «Асанне сунтӑхне уҫатпӑр» вӑйӑ, «Чӑваш халӑх тумтирӗ» ятлӑ куҫса ҫӳрекен лекци, тата X - XIII ӗмӗрти чӑваш ҫырулӑхӗ ҫинчен каласа паракан ытти лекцисемпе калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш тӗррипе, пир тӗртмелли мелсемпе паллашма май пулӗ. Рунӑллӑ ҫырулӑх ҫинчен те нумай каласа парӗҫ.

 

Ҫавӑн пекех 8-11 классенче вӗренекенсем хушшинче ирттернӗ «Пӗр чӗлхе лайӑх, иккӗ вара лайӑхрах» конкурс ҫӗнтерӳҫисене парне парӗҫ. Пӗрремӗш турти ыйтусене прессӑра пичетленӗ, ытти мелсемпе сарнӑ. Конкурса 200 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ: хуравламашкӑн тӗрлӗ сӑнӳкерчӗк усӑ курнӑ, ӗҫӗсене илемлетсе ярса панӑ. Иккӗмӗш турӗ ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн канашлу пӳлӗмӗнче иртӗ. Унта 18 ача хутшӑнӗ. Вӑл кунах финала тухнисене парне тата тӗрлӗ пичет продукцийӗ парса чыслӗҫ. Мероприятине Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле ирттереҫҫӗ.

Малалла...

 

Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗ Самарӑри «Агни» издательство ҫурчӗпе Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи «Ӑс-хакӑл культурин центрӗ» обществӑллӑ организаци, РФ-ри Ирланди посольстви сире пурне те Шупашкарта Ирланди культурин Кунӗ уҫӑлни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ирланди кунне уҫнине курмашкӑн сире ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Асамат кӗперӗ» ККЦ-на 14 сехете чӗнетпӗр!

Мероприятийӗн тӗп вырӑнӗнче «Ирланди Раҫҫей ҫыннисен куҫӗпе» ятлӑ сӑнӳкерчӗксен куравӗ пулӗ. Унта хӑйсен ӗҫӗсене 82 фотограф кӑтартӗ.

Унта эсир Ирландине мӗншӗн изумрудлӑ утрав тени, Ньюгрэндж чул ӗмӗрӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен, авалхи кармансен вӑртӑнлӑхӗсем ҫинчен, Европӑри чи чаплӑ яппун сачӗсем ҫинчен тата ытти япала ҫинчен пӗлме пултаратӑр! Куравра ирланди кӗвви шӑранӗ.

 

«Асамат кӗперӗ» ККЦ-ӗн адресӗ: Шупашкар хули, Элмен урамӗ, 4а ҫурт

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Мускавра ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче (шӑматкун) каллех дискотека иртӗ! Пуҫламӑшӗ 19 сехетре. Ертӳҫи — С. Лукиянов.

Дискотекӑн ячӗ «Ман мисси вӗҫленчӗ».

 

Ку каҫ сире шоу-программа, такмаксен конкурсӗ, ӑшӑ тӗлпулусем, бар, бильярд кӗтет! Ан манса кайӑр, пӗтӗм каҫ тӑрршӗпе сире чӑваш юррисем те савӑнтарӗҫ!

Дискотекӑна «Мускав чӑваш пики-2007» конкурса ҫӗнтернӗ Юлия Кириллова килӗ.

 

Дискотека ҫак адреспа иртӗ: «КОММУНА» КК, Тульская метро,

Аслӑ Тула урамӗ, 44 ҫурт.

 

2007 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 17.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен Шупашкар хулинчи Ҫеҫпӗл палӑке кутӗнче чӑваш чӗлхин кунне паллӑ тума митинг пуҫтарӑнмалла. Унта паянхи кун чӑваш чӗлхи тата чӗлхепе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки уҫҫӑн та ним суясӑр шухӑшлама тата калаҫма пултаракан та хӑякан ҫынсем пухӑнма палӑртнӑ. Митинга йӗркелекенсем вӑл темле альтернативӑллӑ та влаҫа хирӗҫле япала пулмассине пӗлтерчӗҫӗ. Чӑнах та, уҫҫӑнлӑхпа суясӑрлӑх ӑҫтан влаҫа хирӗҫ пулччӗр вара. Апла пулсан, ҫавӑнта хутшӑнас текеннисем ним хӑрамасӑрах унта пыма та, хӑйсем калас тенине, кӳтсе ҫитнине тухса калама та пултарӗҫӗ. Йеркелекенсем уншӑн никама та ним те пулмасса шантарсах каларӗҫӗ :)

 

Пирӗн Chuvash.Org пӗрлӗх паян пурне те темиҫе уйӑх пынӑ ӗҫ вӗҫленни ҫинчен пӗлтересшӗн — Mozilla Firefox интерфейсӗ халӗ чӑвашла та пур! Интерфейсне чӑвашла куҫармалли хушӑма (локализацине) кунта тупма пултаратӑр: Firefox-cv-1.0.zip (йывӑрӑшӗ 230 Kb)

 

Чӑвашла локализаци лартас тесен (Firefox интерфейсӗ чӑвашла пултӑр тесен) сирӗн ҫак ӗҫсене тумалла:

* Чӑвашлатакан файла хушӑм пек лартмалла. Ун валли сирӗн менюри File (Файл) ҫине куҫмалла, кайран Open File: пункта суйламалла. Ҫӗнӗ чӳречере сирӗн cv.xpi файла тупса кӗртмелле.

* Locale-Switcher Extension хушӑма лартмалла (архивра пур, «locale_switcher-2.0-fx+tb.xpi» ятлӑ)

* Firefoxa хупса ҫӗнӗрен ямалла.

* Чӑвашла интерфейс ҫине Менюри ҫак пунктра куҫатпӑр: Tools - Languages (вырӑсла: Инструменты - Локализации).

* Каллех Firefoxa хупса ҫӗнӗрен ямалла.

* Пулчӗ те.

 

Ҫавӑн пекех ытти мелсемпе архиври vula.txt файлта паллашма пултаратӑр.

 

Чӑвашла интерфейсне Chuvash.Org хатӗрленӗ. Куҫарма Г. Дегтярёв пулӑшса.

 

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пукане театрӗсен «Юмахсен каруҫелӗ» ятлӑ гастрольсем пуҫланаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче тӗрлӗ пукане театрӗсем (Мари Элтен, Мордовинчен, Чӗмпӗр облӑҫӗнчен тата Тутарстанран) 4 куна яхӑн хӑйсен спектаклӗсене кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

АКА
07

"Парне" пӗр ҫул тултарчӗ
 Юман_Ăраскал | 07.04.2007 15:26 |

Санкт-Петербург Чӑваш Пӗрлӗхӗн «Парне» ятлӑ фольклор ансамбльне йӗркелесе янӑранпа 1 ҫул ҫитрӗ. Пуш уйӑхӗн юлашки кунӗнче СПб Национальность ҫуртӗн банкет залӗнче «Парне» ансамблӗ Питӗрте пурӑнакан йӑхташсем валли концерт йӗркелерӗ.

Питӗрте пурӑнакан чӑвашсен историйӗнче, хӑй вӑхӑтӗнче, тӗрлӗ пултаруллӑх ушкӑнӗсем йӗркеленсе хӑйсен ӗҫне кӑтартнӑ. Ҫавнашкал «Нарспи» ятлӑ юлашки ушкӑнӑн ертӳҫи В. Исакова пулнӑ.

Т. Ильинанӑн йӗртсе пыракан «Парне» ушкӑнӗн шучӗ, паянхи кунпа, 13 ҫын. Ушкӑн юрӑ шӑратса тата ташӑ ташланипе кӑна ҫитӗнместь, сцена ҫинче тӗрле кӑтартусем (сӑмахран, мода кӑтартӑвӗ, А.Кӑлканӑн «Харавҫӑ мулкач» юптарине лартса пани) те кӑтартса куракансене савӑнтарать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Санкт-Петербург Чӑваш Пӗрлӗхӗ

 

Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Хусанкай Академийӗн черетлӗ конференцийӗ иртрӗ.

 

Регионти наукӑпа практика конференцине ирттерекенсем - Этнопедагогика наукӑпа тӗпчев институчӗ. Ку институт Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 2003-мӗш ҫулта Геннадий Никандрович Волков академик тӑрӑшнипе уҫӑлчӗ. Унӑн директорӗ — педагогика наукисен докторӗ Г.Н. Волков -РАО академикӗ, директор ҫумӗ — педагогика наукисен докторӗ Людмила Васильевна Кузнецова профессор.

 

Конференци ячӗ — «Этнопедагогическая пансофия Хузангая» (Хусанкай пултарулӑхӗн этнопедагогика пансофийӗ). Ӗҫлӗ калаҫӑва НИИЭ директорӗ — Г.Н.Волков академик, Вера Кузьминична КузьминаП.П. Хусанкай мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки, Атнер Петрович Хусанкай — филологи наукисен кандидачӗ, Раиса Сарпи — сӑвӑҫ, Викторов Геннадий Александрович (Мускавран) — «Сыны Отечества» ертӳҫи, Валеев Ильяс Иштуганович (Ӗпхӗрен) — педагогика ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Арсалиев Шавади Мадов-Хаджиевич (Чечняран) — педагогика наукисен докторӗ тата ытти тӗпчевҫӗсем хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3997, 3998, 3999, 4000, 4001, 4002, 4003, 4004, 4005, 4006, [4007], 4008, 4009, 4010, 4011, 4012, 4013, 4014, 4015, 4016, 4017, ... 4026
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 10

1896
129
Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1969
56
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1977
48
Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...