Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кишлӗ

Кишлӗ урамне юсаҫҫӗ
Кишлӗ урамне юсаҫҫӗ

«Пирӗн ял урамне пушар машини те, васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсем те кӗрсе тухаймӗҫ», — тесе ҫынсем пӑшӑрханса калаҫнине кӗркуннепе ҫуркунне уйрӑмах чылай илтме тивет. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче урамсене йӗркеллӗ тытма тӑрӑшаҫҫӗ, шӑтӑк-путӑклисене ҫӗр типсен юсаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Атнарти пӗр урама юсаса пӗтернӗ ӗнтӗ. Юсав ӗҫне Кишлӗ тата Ҫӗнӗ Туканаш ялӗсенче те тытӑннӑ. Вырӑнтисем ытти яла та пӑрса хӑвармасса шантараҫҫӗ.

«Халӑхӗ пирӗн маттур. Халӗ вӗт чылайӗшӗн килтех техника пур: камӑн — самосвал, камӑн — экскаватор. Ҫавсене эпир ҫунтармалли-сӗрмелли материал туянса паратпӑр. Вӗсем вара ал айӗнче пур техникӑпа ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ», — ырлать хастарсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов. «Пӗвесем тасатнӑ хыҫҫӑн хӑйӑрпа тӑм хутӑшӗ юлать те ӑна урапа ҫулне хытарма яратпӑр», — пӗлтерет Александр Николаевич.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 23

1931
95
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та