Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Паян, юпан 7-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницине уҫнӑранпа 75 ҫул иртнӗ ячӗпе Трактор тӑвакансен культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртӗҫ. Мероприятисем пуҫламӑшӗ 16 сехетре.

 

ЮПА
06

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 06.10.2005 19:40 |

Юпа уйӑхӗн 6 ирхине Чӑваш Енре туса кӑларнӑ таварпа тиенӗ 50 машина Мускава ҫула тухса кайнӑ. Мускав ҫыннисем валли Чӑваш Енри 11 районта вырнаҫнӑ 40 предприятипе организаци пахча ҫимӗҫӗсемпе ҫырламсем, аш консервисем, пыл, пылак ҫимӗҫсем, швея тата трикотаж изделисем хатӗрленӗ.

Суту-илӳ ярмарки Мускаври Ладога урамӗнче 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-пе 9-мӗшӗчен ӗҫлӗ. Ярмаркӑна ял-хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ валли халалланӗ, ӑна "Раҫҫейри агропромышленность эрни" иртернӗ вӑхӑтра иртереҫҫӗ.

 

ЮПА
05

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 05.10.2005 23:56 |

Ҫӗнӗ движок ҫине куҫма пуҫларӑмӑр. Пӗтӗмпех куҫарса пӗтереймен пулӗ пулсан та хӑш пӗр уйрӑмсем ӗҫлеҫҫӗ. Уйрӑмах Канашлӑва кайса пӑхма сӗнетпӗр. Унта эсир канашлӑвсене хутшӑнма пултаратӑр.

Каштахран кунта хыпарсене кӑларса тӑма пуҫлӑпӑр.

 

Персона
Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк
Cod21.ru порталти сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ.

Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ.

 

Экономика
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн
«Промтрактор» парӑмпа татӑласшӑн

«Трактор савучӗсем» концерн ӗҫ укҫи парӑмне ҫулталӑк пуҫланиччен татма шантараҫҫӗ. Ырӑ хыпара предприятин пресс-служби пӗлтерет.

Сӑмах май, Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑри тӗрлӗ организацире темиҫе уйӑх пуҫтарӑнса пынӑ ӗҫ укҫи парӑмне темиҫе кунта тӳлесе таттарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Трактор савучӗсен пресс-релизӗнче ӑнлантарнине ӗненсен, концерн шалӑва тӳлеме ӑнтӑлни пысӑкрах шайрисем ҫине тӑнипе ҫыхӑннӑ. Унта: «Ку вӑл Раҫҫей Федерацийӗн, Внешэкономбанкӑн тата «Трактор савучӗсем» концернӑн ертӳҫисем пӗрле тӑрӑшнин кӑтартӑвӗ», — тесе ҫырнӑ. Вӗсем холдинга финанс енчен сыватассипе программа хатӗрленӗ-мӗн.

«Ҫулталӑк вӗҫӗччен эпир ӗҫ укҫин парӑмне пӗтӗмпех татӑпӑр. Компани счечӗ ҫине 675 миллион тенкӗ килчӗ», – ӑнлантарнӑ пулӑма концерн президенчӗ Михаил Болотин.

 

Страницӑсем: 1 ... 4006, 4007, 4008, 4009, 4010, 4011, 4012, 4013, 4014, 4015, [4016]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 24

1910
115
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
105
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
104
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
84
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
35
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...