Пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑракан пулса кайрӗ те унсӑр пӗр утӑм тӑваймӑн. Халӗ, ав, пӗчӗк ачаллисене шиклентерекен хыпар пӗлтереҫҫӗ — ача пахчишӗн тӳлев кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пилӗк хут ӳсме пултарать имӗш. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Людмила Швецова саккун кӑларакансен президиумӗн паянхи ларӑвӗнче каланӑ иккен.
Кун пек хӑрушлӑх вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн сиксе тухать иккен. Тӗпренчӗкӗсем ача пахчине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ вӗренӳ пулӑшӑвӗшӗн мар, шӑпӑрлансене пӑхнӑшӑн тӳлеме ӳлӗмрен пуҫлӗ. Ку вӑл ылмашусем кӗртнӗ саккунпа килӗшӳллӗн. Унта ҫӑмӑллӑхҫӑсен категорине палӑртасса палӑртнӑ мӗн-ха. Сӑмахран, тӑлӑхсене, сусӑрсене асӑннӑ. Анчах федералсем регионсенче ҫӑмӑллӑхҫӑсен йышне кӗртнӗ хӑш-пӗр йыша та сирсе хӑварнӑ иккен. «Нумай ачаллисем пирки те асӑнман», — тенӗ тӗлӗнсе вице-спикер. Ҫапла вара вӑл татӑклӑ йышӑну тӑвиччен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма сӗнсе чӗнсе каланӑ.