Мӑн Шетмӗ шкулне уҫнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ. Халӗ вӑл хӑйсен ентешӗ — Совет Союзӗн Геройӗ В.В.Васильев — ячӗпе хисепленет. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑтам шкул юбилее пӗрле паллӑ тума кунтан вӗренсе тухнисемпе ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парассишӗн ырми-канми вӑй хунисене, хӑнасене йыхравларӗ. Вӗсене (200 ытла ҫынна) ачасем ҫӑкӑр-тӑварпа, хавас юрӑпа кӗтсе илчӗҫ. Пухӑннисем малтанах шкулпа, вӗренӳ пӳлӗмӗсемпе, ал ӗҫӗсен куравӗпе паллашрӗҫ. Уява Р.Г.Герасимовӑпа И.Н. Петрова йӗркелесе пычӗҫ. Шкул директорӗ, район Пухӑвӗн депутачӗ А.И.Васильев вӗрентӳ учрежденийӗн 175 ҫулхи историйӗпе паллаштарчӗ, шкул халӗ мӗнле пурӑнни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл ресурс центрӗ шутланать, унта 138 ача вӗренет. Пурлӑхпа техника никӗсӗ пуян. Шкулта 26 компьютерлӑ класс пур, 5 учитель хӑйӗн сайтне уҫнӑ. Мӑн Шетмӗсем Чӑваш Республикин Президенчӗн 200 пин тенкӗлӗх грантне тивӗҫнӗ. Шкул коллективне сумлӑ юбилейпе район пуҫлӑхӗ С.А.Николаев саламларӗ. Ку уяв сирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шкул пуянлӑхӗ — учительсемпе вӗрҫнекенсем тата кунта пӗлӳ илсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнисем. | ||
|
Самар облаҫӗнче «Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ» йӗркеленнӗ. Раҫҫей Федерецийӗпе ун тулашӗнче ӗҫлекен наципе культура пӗрлешӗвӗсене шута илсен вӑл 80-мӗш пулӗ. Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Валентина Петровна Ивановӑна суйланӑ. Пӗрлешӳ хӑйӗн тӗллевӗсем шутне Самар облаҫӗнчи чӑвашсен культурине, йӑли-йӗркине аталантарассине, Самар тӑрӑхӗпе Чӑваш Ен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетессине лартать. Ку пӗрлешӳ ҫумӗнче «Хӗвел» ансамбль ӗҫлет. Халӑх юррисемпе вӗсем Самар облаҫӗпе Самарта иртекен чылай мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ, халӑха чӑваш юрри-ташшисемпе паллаштараҫҫӗ. Пирӗн пӗрлӗх ҫӗнӗ пӗрлешӗве ӗҫре ӑнӑҫу сунать, пуҫланӑ ӗҫ ӑнса пырасса шанать! | ||
|
Ҫуткӳлпе Вырӑскасси ялӗсем пысӑках мар пулин те ҫак ялсенчен нумай паллӑ ҫынсем тухнӑ. Вӗсем хушшинче Елен Нарпи ҫыравҫӑпа Мария Горшкова юрӑҫӑ та. Елена Петровна пирӗн шкулта час-часах пулать. Хальхинче те вӑл ачасене хӑйӗн шыв юххи пек пӗр тикӗс сассипе, тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвӗпе савӑнтарчӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи факультечӗн доценчӗ пулнӑ май вӑл ачасене чӑваш культурине аталантарас тесен мӗн тумаллине каласа ӑнлантарчӗ. ЮНЕСКО тӗпчевӗпе пирӗн чӑваш чӗлхине пӗтекен чӗлхесен шутне кӗртнипе пӑшӑрханчӗ. Мария Александровна Горшкова Вырӑскассинчи Петровсен йышлӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Тӑххӑрмӗш ача, чи кӗҫӗнни. Ашшӗ, Александр Сергеевич Петров, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӑмлӑ ҫулӗсемпе утса тухнӑскер, Маша 15 ҫулта чухне ҫӗре кӗнӗ. Амӑшӗ, Зинаида Маркеловна, халӑх юррисене питӗ илемлӗ юрланӑ. Аслӑ пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсем те уҫӑ саслӑ, юрлама юратаҫҫӗ. Мария вара мӗн пӗчӗкрен искусство тӗсӗсене пит ӑнлансах кайман пулин те телевизорпа опера, балет, оперетта пӑхма кӑмӑлланӑ. | ||
Кӑҫал ҫуркунне кая юлса ҫитрӗ пулин те хайӗн ҫинчен пӗлтерме манмасть. Ак Мӑн Ҫавал шывӗ те ейӗве кайрӗ. Паян, ирхине, юханшыв 7 метр та 60 сантиметр таран хӑпарчӗ. Чӑваш Республикинчи ГУ МЧС уйрӑмне вӑхӑтлӑха ертсе пыракан Олег Андреевпа район пуҫлӑхӗ Юрий Николаев паян район ейӗве епле хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ. Олег Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫавал 8 метр та 70 см ҫитсен ҫеҫ ялсемпе хуласене хӑрушлӑх кӳме пултарать. Район пуҫлӑхӗ паян тепӗр хут ейӗве лекме пултаракан ялсене ҫитсе курчӗ — вырӑнти яваплӑ ҫынсемпе курса калаҫрӗ.
| ||
|
Ӗмпӗрт Туҫа культура ӗҫченӗсем 28 мартра дискотека вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем хушшинче «Тавралӑха тирпей илем кӳрес» темӑпа калаҫу ирттернӗ. Ӗмпӗрт Туҫа клуб заведущи Васильева Елена территорисенче тирпей-илем кӳрес тата санитарии тӗлӗшӗнчен тасатас енӗпе ӗҫлеме, ҫамрӑксене нимелле ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.
| ||
Ҫӗнӗ кӗнеке «Елчӗк ен» хаҫат вулаканӗсем Валентина Кириллова ҫыравҫӑн статйисене, корреспонденцийӗсене, калавӗсене аван пӗлеҫҫӗ темелле. Ял ҫыннисем унӑн хайлавӗсене юратса вулаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хӑйӗн сӑнарӗсене вӑл пурнӑҫран тупать. Этем кун-ҫулӗн кукӑр-макӑрӗсене витӗрех курса тӑнӑран ку е вӑл персонажа калӑпламашкӑн вулаканшӑн ҫывӑх та ҫӑмӑл чӗлхепе, пурне те кӑсӑклантармалла ҫырать. Нумаях пулмасть В.Кириллован Елчӗкри типографире «Савӑнӑҫ куҫҫулӗ» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унӑн пултарулӑхне хаклакансемшӗн ку парне вырӑнӗнчех пулчӗ. Валентина Алексеевна Кириллова (Смирнова) 1963-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Кӳршӗллӗ Кипеҫ шкулӗнче вӗреннӗ. Валентинӑн илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ сочиненийӗсене шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен В.П.Ермаков та яланах ырланӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Пулас ҫыравҫӑ хайлавӗсем, аслисем хавхалантарнине кура, «Каҫал ен» («Октябрь ялавӗ») хаҫатра, республикӑра тухса тӑракан «Самант» («Хатӗр пул») журналта, «Тантӑш» («Пионер сасси») хаҫатра кун ҫути курнӑ. | ||
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ҫак куна халалласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ иртрӗ. Кил-йыш вулав центрӗн ӗҫченӗсем Татьяна Уразаева ертсе пынипе «Великая магия театра» ятпа пысӑк курав хатӗрлерӗҫ. Ку выставкӑра хулари театрсен пултарулӑхӗпе тата историйӗпе паллашма пулать. Уяв ирттерме палӑртнӑ пӳлӗмре чӑн-чӑн театрти пекех туйӗнчӗ. Пултарулӑх тӗпелне Чӑваш академи драма театрӗн СССР халӑх артистки Вера Кузьмина уҫрӗ. Вӑл театрӑн историйӗпе тата пултарулӗхӗпе паллаштарчӗ. Борис Чындыков драматург ҫырнӑ «Хура Чӗкеҫ» моноспектаклӗн сыпӑкне вуласа пачӗ. Ку хайлава драматург ятарласа Вера Кузьминан 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне ҫырнӑ. Малалла сӑмах ҫамрӑк артистсене – Валерий Карповпа Надежда Кузьминана – пачӗ вӑл. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем - Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павловпа Надежда Садовникова артистка - «Ромеопа Джульетта» спектаклӗн сыпӑкне тӗлӗнмелле илемлӗ выляса пачӗҫ. | ||
Пысӑк ҫухату 2009 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче «Суварӑн» штатра тӑман корреспонденчӗ, Тутарстанри чӑвашсен «Ҫичӗ ҫӑл», каярах «Салам» радиокӑларӑмсене пуҫарса ертсе пынӑ Петр Михайлович Миров (Сандимиров) вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ. П.М.Миров Нурлат районӗнчи Салтакьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. Якаелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Самар облаҫӗнчи ял хуҫалӑх техникумне кайса кӗнӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Самар облаҫӗнчи Пестровка районӗнче колхоз председателӗн тивӗҫӗсене туса пынӑ. Салтака кайсан Львоври аслӑ политучилищӗре вӗреннӗ, ӑна пӗтерсен 25 ҫул ҫар журналисчӗ пулса тӗрлӗ хаҫатсенче ӗҫленӗ. Хӗвел Анӑҫ Украина, Кавказ, Германи, Венгри, Ҫӗпӗр, Байкал леш енӗ, Атӑл тӑрӑхӗ – таҫта та ҫитнӗ журналист, нумай чӗлхепе калаҫма вӗреннӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗ панӑ тӑван чӗлхене темӗнле аякри ют ҫӗршыва ҫитсен те манман. Отставкӑна тухсан Петр Михайлович чӑваш культурине «вӑратса» аталантарас ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Хусан радиохумӗнче 1992 ҫулта чӑвашла «Ҫичӗ ҫӑл» передача эфира тухма пуҫлать, каярах вӑл «Салам» ятпа тухма тытӑнчӗ. | ||
Тин ҫеҫ Ҫӗрпӳри 1-мӗш ПВПШ-ра «Туслӑх хӗлхемӗ» ятлӑ наци культурин фестивалӗ иртрӗ. Шкула чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен, олимпиадӑсенче мала тухнӑ ачасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 68 шкул ачи хутшӑнчӗ. Вырӑсла вӗрентекен шкулсенчи ачасен пилӗк утӑм урлӑ тухмалла пулчӗ:«Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Савнӑ ҫӗр — чӑваш ҫӗр-шывӗ», «Халӑх сӑмахлӑхӗ», «Пирӗн пултарулӑх», «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ». 7-10 классенче вӗренекен ачасем хӑйсен пултарулӑхне «Асамат — 2009» ятлӑ тӑван ен культурин олимпиадинче кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен Ҫӗр ӗсченӗн ҫулталӑкне халалланӑ «Алран кайми…» ӑмӑртура, «Асамат – 2009» ӳнер конкурсӗнче ӑмӑртма тиврӗ. Вырӑсла вӗрентекен шкулсем хушшинчи «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурсра Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул чи Екатерина Михайлова пӗрремӗш вырӑна тухрӗ, 1-мӗш шкулта вӗренекен Елена Фадеева — иккӗмеш пулчӗ. Ял шкулӗнче вӗренекен ачасем хушшинче ку ӑмӑртура мала Тавӑшкасси шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Екатерина Пудова, иккӗмӗш вырӑна Патӑрьел шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Людмила Петрова тухрӗ. «Шевле-2009» конкурсра Первомайски шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Елена Николаевӑран пултаруллӑраххи пулмарӗ. | ||
Паян, пушӑн 24-мӗшӗнче, Кӑркӑстанра халӑх ҫыравӗ пуҫланчӗ. Ку вӑл, патшалӑх ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн, иккӗмӗш ҫырав пулать. Пӗрремӗшӗ 1999 ҫулта иртнӗ. Хальхи ҫырав акан 2-мӗшӗччен пырӗ. Кӑҫал чӳк уйӑхӗнче вара ӑна пӗтӗмлетме палӑртаҫҫӗ. Анкетӑна пурӗ 18 ыйту кӗртнӗ. Ҫырава хутшӑнакансен хӑйсен арлӑхне, миҫе ҫула ҫитнине, мӗнле пӗлӳ илнине пӗлтермелле пулӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен тупӑш ҫӑлкуҫӗсене, хӑш патшалӑх ҫынни пулнине, мӗнле халӑх шутне кӗнине палӑртмалла пулӗ. Кӑркӑстан саккунӗсем тӑрӑх ҫырава пурин те хутшӑнмалла — патшалӑх гражданӗсем кӑна мар, ҫак вӑхӑтра унта лекнӗ ют патшалӑх ҫыннисен те. Ҫырава хутшӑнассинчен хӑтӑланакансен штраф тӳреме тивӗ. Вырӑнти влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх пухнӑ информацине ҫырава хутшӑнакансене хирӗҫ усӑ курмӗҫ. Раҫҫейре халӑх ҫыравне 2010 ҫулта ирттерме палӑртнӑ.
| ||
