Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ — фашистсен пусмӑрӗнчен хӑталнӑ ҫынсен кунӗ. Ҫак кун Бухенвальд ятлӑ нимӗҫсен вилӗм лагерӗнчи ҫынсем пӑлхав пуҫланӑ, пусмӑрҫӑсене ҫапса аркатнӑ, ҫӑлӑнса ирӗке тухма пултарнӑ.
Фашистсен тыткӑнне лексе лагерьсенче муритленнисем Чӑваш Енре те пур. Улатӑрта вӗсем пиллӗкӗн пурӑнаҫҫӗ. Ганна Павловна Иржевская Украинӑра ҫуралнӑ, ӑна, 13 ҫулхискерне, нимӗҫ фашисчӗсем Германие хӑй ирӗксӗр тарҫа илсе кайнӑ. Тӗрлӗ вилӗм лагӗрӗсенче Ганна икӗ ҫул та тӑхӑр уйӑх нуша курнӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫех совет салтакӗсем хӗрачана ирӗке кӑларнӑ.
Каччӑсенчен пӗрне Украина хӗрӗ юратса качча тухнӑ, пӗрле Чӑваш Ене килме килӗшнӗ. Упӑшкипе юнашар Улатӑр хулинче пурӑнма пуҫланӑ, ҫакӑнтах ӗнтӗ ӗмӗрне ирттернӗ те. Вӑрҫӑра нуша курни ахаль иртмест ӗнтӗ — упӑшки нумай ҫул хушши чирлесе ҫӗре кӗнӗ. Халӗ Ганна Павловна ачисемпе тата мӑнукӗсемпе пӗр йыш пулса йӑпанать, вӗсене хӑйӗнчен пӗр самантлӑх та уйӑрасшӑн мар. Ӑна час-часах хула шкулӗсенче курма пулать: вӑрҫӑ ветеранӗ ҫитӗнекен ӑрӑва хӑй пурнӑҫӗ пирки каласа парать, тискерлӗхпе нихӑҫан та килешмелли марри ҫинчен асӑрхаттарать.