Ӗнер, акан 8-мӗшӗнче Шупашкарта зоологи шкулне пуҫаракан, паллӑ ӑсчах-зоолог Иван Михайлович Олигер пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.
Иван Олигер 1909 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районне кӗрекен Каменка ялта ҫуралнӑ. Вӑл зоологие вӗренмелли кӗнекесен авторӗ пек паллӑ. Ҫавӑн пекех чылай статья, чылай ӑслӑх кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ.
Унӑн вӗрентӳ сукмакӗ 1939 ҫулта Ленинградри патшалӑх университечӗн биологи факультетӗнче пӗлӳ илнинчен пуҫланнӑ. Чи малтанах вӑл Мӑкшӑ патшалӑх заповедникӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран, вӑрҫӑран таврӑнсан (1946-1951), кун-ҫул сукмакӗ Вологдӑпа Ярӑслав облаҫӗсен тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Дарвин ячӗллӗ заповеднике илсе ҫитернӗ. 1951 ҫулта Иван Михайлович Шупашкара лекнӗ, кунти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче зоологи кафедрин заведующийӗ ӗҫне тума пуҫланӑ. Кунта вара вӑл мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрмашнӑ — 1979 ҫулчченех.
Иван Михайлович Олигерпа ыран, акан 10-мӗшӗнче сывпуллашӗҫ, 12-14 сехетсем хушшинче. Хусанкай ячӗллӗ КК пымалла (ҫапла пулас).