Культура
![]() Анатолий Мрясов видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Тунтикун Ҫӑварни эрни пуҫланчӗ. Халӗ ӑна ӗлӗкхиллех уявламаҫҫӗ, чылай чухне икерчӗ пӗҫерсе ҫинипех ҫырлахаҫҫӗ пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте йӑла-йӗркене тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Самар облаҫӗнчи Чатӑрлӑ ялӗнчи чӑвашсем Ҫӑварнире савӑннӑ. Кун пирки асӑнни тӑрӑхри Анатолий Мрясов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уява епле ирттернине видео ӳкерсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ шӑматкун Йӗпреҫ райӗнӗнчи Пучинкере иккӗмӗш хут «Туркай вулавӗсем. Чӑваш эп. Эп пулӑп чӑваш ӗмӗрех» ятлӑ поэзи уявӗ иртнӗ. Пуҫласа ӑна ҫак ялта пӗлтӗр йӗркеленӗччӗ. Пӗлтӗр те унта вун-вун пултаруллӑ ача хутшӑннӑ пулнӑ, ял халӑхне те, жюри пайташӗсене те хӑйсен пысӑк ӑсталӑхӗпе тата хавхаланӑвӗпе, тӑван чӗлхемӗре чунтан юратнипе савӑнтарнӑ. Кӑҫал вара ҫак уява, ҫак ӑмӑртӑва Йӗпреҫ, Улатӑр, Комсомольски тата Вӑрмар районӗнчи шкулсенче вӗренекен 64 ача хутшӑннӑ. Тӗпренрен илсен вӗсем Валери Туркайпа Раиса Сарпи сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ. Жюри пайташӗсен йышӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш наци конгресӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геронтий Никифоров т.ыт.те пулнӑ. Пилӗк сехете яхӑн тӑсӑлнӑ ҫивӗч ӑмӑртура ҫӗнтернисене чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн ертӳҫи Валери Туркай ятарлӑ дипломсем тата хаклӑ парнесем парса хавхалантарнӑ. |
Культура
![]() Анатолий Хмытӑн ҫӗнӗ романӗн презентацинче. Фото: авторӑн Анатолий Хмыт чӑваш ҫыравҫи ЧР Наци библиотекинче «Турай» ҫӗнӗ романа презентацилерӗ. Унта ӗҫтешсем, ентешсем, критиксем, филологсем, Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ пӗр полкри ҫынсем, хӗсметри юлташӗсем, журналистсем, библиотекарьсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев, Чӑваш радио (ЧГТРК) тӗп редакторӗ Ольга Туркай, Чӑваш профессиллӗ ҫыравҫӑсен правленийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Куликова (Улькка Эльмен), Чӑваш кӗнеки издательствин редакторӗсем Галина Антонова, Владимир Степанов, Хусанти паллӑ чӑваш журналисчӗ Константин Малышев, Шупашкарти 18-мӗш шкулӑн малтанхи директорӗ Александр Григорьев; ЧР Обществӑллӑ палатӑн членӗ, ЧНК президиум пайташӗ Тимӗр Тяпкин, тата ыттисем пулчӗҫ. Пухӑннисем ҫӗнӗ романа, А. Хмытӑн пултарулӑхне ҫӳтсе яврӗҫ, ӑна ырӑ сунса сӑмах каларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ. Автор хӑнасене хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине парнелерӗ, лару хыҫҫӑн хӑнасене, чейпе сӑйларӗ. |
Культура
![]() Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль 6 кун мар, пӗр эрне пулӗ. Ку хушӑва нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ. Ҫапла кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланса 31-мӗшӗнче вӗҫленмест, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче кӑна хупӑнӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ номинаципе ӗҫсем йышӑнаҫҫӗ: «Вӑйӑ киновӗ» тата «Этника тата регион киновӗ». Суйлав ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкара Мускаври П.И. Чаковский ячӗллӗ квартет килӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухӗ. Асӑннӑ коллектива 10 ҫул каялла йӗркеленӗ. Петр Чайковский, Николай Рубинштейн тата Сергей Танеев композиторсем музыкӑна ӑнланакан итлекенсем пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫавна май халӑх хушшине тухса концертсем лартни, тӳлевсӗр ӑсталӑх сехечӗсем ирттерни питех те паха ӗҫ тесе шухӑшланӑ. Унта халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне кӗрекенсем, пурлӑх енчен тӗрлӗ шайрисем хутшӑнайччӑр тесе ӑнтӑлнӑ. П.И. Чаковский ячӗллӗ квартет ҫав тӗллевпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа ҫыравҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, поэт, прозаик, драматург Лидии Сарине; ача-пӑча ҫыравҫи Алевтина Корочкова; Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова пулнӑ. Вӗсем тата вулавӑш тусӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса библиотекӑна 1200 ытла кӗнеке парнеленӗ. Ҫав шутра илемлӗ литература ҫеҫ мар, аслисем валли те. Кӗнеке пуххине 10 ҫемьери ачасене парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗпе Вӑрнар муниципалитет округӗн администрацийӗ пӗрле пулса ирттернӗ «Шӑпӑр-кӗсле, ай, янра!» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе калама пӗлекенсем хутшӑннӑ. Конкурса чӑваш музыка инструменчӗсем хатӗрлекен ӑста пулнӑ Владимир Михайлова асра тытса йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи тӑххӑрмӗш хутчен иртет. Унта хутшӑнакансен йышӗ нумайлансах пырать. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӑҫал та темиҫе номинаципе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Надежда Мясникова 91-мӗш ҫула кайнӑ ӗнтӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ кинемей питех те юрлама юратать. Паян Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери кун пулнӑ май социаллӑ ӗҫченсем ӑна чӑвашла юрӑсен пуххине парнеленӗ. Кинемее Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн соцаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать. Ваттисен прунӑҫӗ интереслӗрех те тӗрлӗ енлӗрех пултӑр тесе унта тӗрлӗ проект пурнӑҫӑ кӗртеҫҫӗ. Ҫавсенчен пӗри — «Мобильлӗ вулавӑш». Ҫавна май ватӑсене вӗсен юратнӑ кӗнекисемпе тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ. Кӗнеке вулама юратакан кинемейсемпе мучисене хӑйсем вулама юратакан кӑларӑмсене парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян Кӗнеке парнелемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа пуҫтарӑннӑ. Музыкӑпа поэзи каҫне социаллӑ учрежденири стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан кинемисемпе мучисем валли йӗркеленӗ. Ваттисем хӑйсем юратса вулакан кӗнекесем пирки каласа кӑтартнӑ. 72 ҫулти Галина Борзунова, сӑмахран, Вячеслав Шишковӑн «Угрюм-река» романне кӑсӑкланса вулать. Унччен вӑл ҫав хайлавпа ӳкернӗ фильма пӑхнӑ-ха, анчах ватӑ ҫын унпах ҫырлахман — автор еплерех ҫырнине хаклас тенӗ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ «Ивушки» хор (вӑл стационарта пурӑнакан ватӑсенчен тӑрать) концерчӗпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци музейӗ эндаумент-фонд йӗркелеме палӑртса хунӑ. Пирӗн ҫӗршыври чылай музее патшалӑх тытса тӑрать. Асӑннӑ учрежденисем тӗрлӗ проект валли грантсем ҫӗнсе илме ӑнтӑлҫҫӗ, меценантсем шыраҫҫӗ. Анчах ку вӑл — яланхи тупӑш мар. Эндаумент текен япала вара ялан тупӑш илсе тӑма май парать иккен. «Музейра эндаумент-фонд йӗркелесси – калӑпӑшлӑ тӗллев. Унпа маларах «Эрмитаж», Вырӑс музейӗ, Третьяков галерейи йышши паллӑ музейсем ҫеҫ ӗҫленӗ. Регионсенчисенчен эндаумента тӑватӑ регионта ҫеҫ, вӗсем пурте Урал леш енче, йӗркеленӗ: Омскра, Томска, Красноярскра, Владивостокра. Раҫҫейӗн Европа пайӗнчи регионсенчен эпир пӗрремӗш пулӑпӑр, краеведени музейӗсенчен ҫӗршывра — иккӗмӗш», – тенӗ музей директорӗ Ирина Меньшикова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |