Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра Мускаври театр критикӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Ене чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ. Раҫҫейри театр критикӗсен коллегийӗн пирӗн тӑрӑха килнӗ пайташӗсен йышӗнче — «Сцена» журналӑн тӗп редакторӗ, «Федерация» наци театрӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн илемлӗх канашӗн пайташӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ преми лауреачӗ Дмитрий Родионов, ҫавӑн пекех паллӑ театроведсем Полина Богданова тата Анастасия Ильина. Сумлӑ хӑнасем Ҫамрӑксен театрӗн, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн ӗҫӗсене хаклӗҫ. Республикӑна килсе ҫитнӗ кунхине критиксем Ҫамрӑксен театрӗн «Кошкин дом» тата «Чапаев» ӗҫӗсене пӑхнӑ, ӗнер — «Куккук куҫҫулӗ» фантазие. Чӳк уйӑхӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш академи драма театрӗнче «Шуйттан чури» драмӑпа «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикомедие хаклӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрне ҫитсе «Мертвые души» фантасмагорие, «Виртуальные приключения Сони и Вовы» кибер-юмаха тата «Братья Карамазовы» драмӑна пӑхӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Надежда Павлова. gctm.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2023 ҫулта «История Нарспи» балет спектаклӗ лартма палӑртнӑ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет валли Анисим Асламас чӑваш композиторӗн музыкипе усӑ курӗҫ. Постановка валли Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне уйӑрмалла. Спектакле пирӗн ентешӗмӗре, СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халаллӗҫ. Аса илтерер: Надежда Павлова 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнчи ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Вера Архипова. soyuzveteranov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Сумлӑ йышра — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри библиотекарь Светлана Акшарова, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ Анна Апатина, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн илемлӗ литературӑпа ӳнер пайӗн тӗп библиотекарӗ Вера Архипова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртри культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи Анна Николаева, Шупашкарти агрегат завочӗн «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Павлов, Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ вулавӑшӗн пай заведующийӗ Ольга Соколова, Улатӑр хулинчи культура керменӗн халӑх драма театрӗн ертӳҫи Галина Сурова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/novpulatov сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти "Атӑл" кинотеатра юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ. Кинотеатра юсама пӗтӗмпе 40 млн тенкӗ кирлӗ. Проектпа смета документацийӗ экспертиза витӗр тухнӑ. Тепӗр 20 млн тенкине Финанс министерстви уйӑрӗ. Аса илтерер: кинотеатра 4 ҫул каялла хупнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫнӑ, кайран - каялла. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, хула харпӑрлӑхӗнче чухне ҫынсем кинотеатр шӑпине хӑйсем татса пама пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова республика парламенчӗн депутачӗсем умӗнче тухса калаҫнӑ. «Правительство сехечӗ» форматпа йӗркленӳ калаҫу вӑхӑтӗнче «халӑх тарҫисем» министр докладне итленипех ҫырлахман, ыйтусем те панӑ. Игорь Моляков депутат, акӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Сурский рубеж» спектаклӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Парламентари палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл шкулта музыка пӗлӗвне ҫичӗ ҫул вӗреннӗ, унсӑр пуҫне унӑн килӗнче музыка хайлавӗсен пуян коллекцийӗ упранать. Игорь Моляков шухӑшланӑ тӑрӑх, опера пахалӑхӗ пысӑк мар. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ӗҫ пахалӑхӗ начар тесе шухӑшлани пирки унччен «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та ҫырса кӑтартнӑччӗ. Ӳнер ӑсталӑхне ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, оперӑна лартма 5 миллион тенке тухӑҫлӑ усӑ курман. Светлана Каликова вара урӑхларах шухӑшлать. Игорь Молякова вӑл хуравланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ музыка хайлавӗсене пур чухне те ырласа йышӑнмаҫҫӗ. Пётр Чайковскин «Лебединое озеро» балетне халӑх 20 ҫултан ҫеҫ йышӑннӑ тесе ӑнлантарнӑ министр. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Шостаковича «Леди Макбет» оперӑшӑн тиркенине те, Ж. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пирӗн республикӑра отрасльсем хушшинчи «Чувашия туристическая» (чӑв. Туризм Чӑваш Енӗ) пӗрремӗш форум иртӗ. Унта вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хӑйсен маршручӗсемпе 9 лапамра паллаштарӗҫ: «Чӑваш Ен – реабилитаци центрӗ», «Нумай сӑнлӑ Чӑваш Ен», «Промышленность туризмӗ», «Чӑваш Ен ачасен куҫӗпе», «Туризм валли кадрсем», «Аслӑ Атӑл», «Хуласен туризм вӑй-халӗ», «Агротуризм» — «Ял туризмӗ» тата «Регионсенчи туризма аталантарма турист картти». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Василий Казанцев архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри Культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне уявланӑ. Ку хыпара Елизавета Долгова «Контактра» вырӑнти хастар Василий Казанцев пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Мероприяти пирки ҫак самантра тӗплӗнрех пӗлме май килмерӗ. Вырӑнти ял администрацийӗн сайтӗнче ун пек хыпар вырнаҫтарманччӗ. Те пӗлтерӗшлех мар тесе шухӑшланӑ, те сайт валли хыпар ҫыраканни васкас темен. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, уява ачасем те, аслисем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Виталий Сергеевӑн бенефисӗ иртет. Ӑна паян сумлӑ самай ҫын саламлать, Хисеп грамотисемпе чыслать. Мускаври чӑвашсемпе унти офицерсен пӗрлӗхӗн хастарӗсем таранах килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ вара «Чӑваш Ен» санаторие кайса 10 кун канма путёвка парнелерӗ. Аса илтерер: Виталий Сергеев 1972 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен, филологипе культура факультетӗнчен, вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл филологисӗр пуҫне театр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхне те ӑша илнӗ. Ҫамрӑксен театрӗнче 2000 ҫултанпа тӑрӑшать. 2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. |
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн преподавателӗсем, ӗҫченӗсем тата студенчӗсем районсемпе хуласенче пултаруллӑ ачасене шыраҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗрпӳ хулисене, Ҫӗрпӳ районне, Патӑрьеле ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗн коллективӗпе, акӑ, культура колледжӗн халӑх инструменчӗсен «Крещендо» ансамблӗ тӗл пулнӑ. Пултаруллӑ йыш ачасем валли ятарлӑ музыка программи хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ачасене культура учрежденийӗ, унта епле специальноҫсене алла илме май пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Герои спорта» (чӑв. Спорт паттӑрӗсем) хореографи спектаклӗ хатӗрленӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫӗн сюжетне спортӑн тӗрлӗ енӗсене халалланӑ: ишесси, конькипе ярӑнни, бокс, ҫӑмӑл атлетика... Юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем спортсменсен ӑсталӑхне кӑтартни килӗшӳллӗ пулса тухнӑ. Ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи — тӗп дирижёрӗ Кирилл Кассович хореографи спектакль ӳсекен ӑрушӑн та усӑллӑ пуласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |