Вӗренӳ
![]() Кӑҫал шкул пӗтернисенчен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухайманнисем е экзамена начар тытнисем пӗлӗве ҫак уйӑхра тепӗр хут тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Вырӑс чӗлхипе экзамен тытайманнисем мӗнпур йышран 0,15 процент, математикӑпа — 0,92 процент. Ытларикун, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тата вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменне тытма пулать. Эрнекун, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, математикӑн никӗс шайне патшалахӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ тата ҫак предметпа вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменӗ тыттарса пахалӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр ушкӑн пӗлӗве авӑн уйӑхӑн 16-мӗшӗнче тӗрӗслейӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «композици» специальноҫа алла илме вӑтамран миллиона яхӑн тухса кайнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ. Кӑҫал ЧПУра хысна вырӑнӗсене 900 ытла пӑхса хӑварнӑ. Анчах вӗсен шутӗнче медицина факультетӗнчи специальноҫсем ҫук. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫурла уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫавӑн пек хыпарпа ашшӗ-амӑшне Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков "савӑнтарнӑ". Кун пирки вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнипе килӗшӳллӗн, муниципалитетӑн хушма пӗлӳ паракан организацийӗсен тӳлевлӗ пулӑшусен хакне палӑртнӑ чикӗрен ытлашши хӑпартма юрамасть. Ҫапла майпа вокал пӗлӗвне илме, хорпа юрлама, музыка инструменчӗсем калама вӗренмешкӗн, театр тата ташӑ искусствисене алла илмешкӗн авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ашшӗ-амӑшӗн кружока ҫӳрекен ачисемшӗн ытларах расхутланма тивет. Акӑ, сӑмахран, музыка инструменчӗсем калама хӑнӑхмашкӑн уйӑхсерен - 1630, хореографи кружокне ҫӳренӗшӗн - 1210, театр уйрӑмӗнче ӑсталӑха туптанӑшӑн - 1650, сӑнарлӑ искусство енӗпе пӗлӳ илмешкӗн 2000 тенкӗ каларса хума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Филармонири уява пухӑннисем Ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем валли Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уяв туса панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти «Юрай» ансамбль пултарулӑхӗпе киленнинчен пуҫланнӑ. «Корпорация Добра» (чӑв. Ырӑлӑх корпорацийӗ) волонтер организацийӗпе, ЧППУн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрячӗн музейӗн экспозицийӗпе, «Королевство снов» (чӑв. Ыйхӑ патшалӑхӗ) мода театрӗпе паллаштарнӑ. Уява Владимир Иванов ректор уҫнӑ. Аслӑ вӗренӳ заведенине пуҫласа ура ярса пуснисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл вӗренӳ отрасльне хыснаран укҫа нумай уйӑрнине ҫирӗплетсе кашни виҫҫӗмӗш тенке ҫак отрасле янине пӗлтернӗ. Унтан вӑл федерацирен шкулсем юсама тата тума «кӗмӗл» уйӑрнине те асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче тӳлевлӗ вӗренме май пуррине пирӗнтен кашниех пӗлет ӗнтӗ. Ачисем хисеплӗ ҫын пулччӑр тесе пӗрисем пур-ҫук кӗмӗлне кӑларса тыттараҫҫӗ, теприсем кӗсьери тупрана ниҫта чикме аптӑранипе вӗрентеҫҫӗ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачамӑрсем специальноҫпа ӗҫлессине вӑхӑт кӑна кӑтартӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӳлевлӗ пӗлӳ илме пуринчен ытла пулас композиторсен тӑкакланмалла. Ҫакна прейскурана тишкернӗ Александр Белов журналист асӑрханӑ. Ҫапла, унччен хӑнӑхнӑ пек юристсен е мануаллӑ терапевтсен мар. «Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элтепер урокне министрпа ректор та тӑнланӑ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем тата Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем валли уҫӑ урок ирттернӗ. «Россия, устремленная в будущее» (чӑв. Малалла талпӑнакан Раҫҫей) ят панӑ Элтепер урокне. Унӑн ячӗ, сӑмах май, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Ярославльте «Проектория» форумра ирттернипе пӗр пек пулнӑ. Уҫӑ урокра Михаил Игнатьев Чӑваш Ен тата Раҫҫей пуласлӑхӗ пирки калаҫнӑ. Элтепер ҫӗршывра тата регионта ачасемпе ҫамрӑксем валли условисем туса панине, ҫӗршывӑн ыранхи кунӗ, пуласлӑхӗ вӗсенчен килнине палӑртнӑ. Уҫӑ урока Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев тата ЧППУ ректорӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулне тӗпрен юсасшӑн. Юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ тесе ачасем авӑнӑн 1-мӗшӗнче уявсӑр тӑрса юлмӗҫ. Ыран унта савӑнӑҫлӑ линейка иртӗ. Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вара шкула вӑхӑтлӑха хупӗҫ. Юсав вӑхӑтӗнче ачасем ҫывӑхри шкулсенче ӑс пухӗҫ. Шӑпӑрлансене унччен Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицей интерначӗ вырӑнӗнче уҫӑлнӑ 4-мӗш лицей, Мускав энергетика институчӗ йышӑнма хатӗр. 4-мӗш лицейра ачасем пӗрремӗш сменӑра вӗренӗҫ. Аслӑ шкулта вара уроксем расписанипе иртӗҫ. Кадет шкулне авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Подрядчике палӑртнӑ ӗнтӗ. Строительсем канмалли виҫӗ сменӑпа, кунсенче те ӗҫлӗҫ. Шкул тӑррине, умне улӑштарӗҫ, чӳречесем лартӗҫ, туалетсемпе спорт зала ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Сергей Лесков журналист Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Ӗҫлӗ хутра сӑмах вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки пыратчӗ. Саккун проектне хатӗрлекенсем муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк парасшӑн. Йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла-мӗн. Халӗ кӑна ОТР каналпа Сергей Лесков тишкерӳҫӗ, журналист калаҫрӗ. Телеертӳҫӗсене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата аслӑлӑх министерстви саккун проектне хирӗҫ пулнине татӑклӑнах палӑртнӑ иккен. Мӗнех, проекта депутатсем РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухӗҫ. Унччен ӑна профиль комитечӗнче сӳтсе явасси каламасӑрах паллӑ. Унтан та ытларах: халӑхпа та сӳтсе явассӑн туйӑнать. |
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти В.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче ӑс пухакан ачасем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗнчен тӳлевсӗрех апатланӗҫ. Анчах пурте мар, сахал тупӑшлӑ ҫемьере пурӑнакансем ҫеҫ. Ачасене тӳлевсӗр ҫитермешкӗн республика хыснинчи укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Кадет корпусне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче республикӑна панӑ, ҫавна май ачасем тӳлевсӗр апатланма пӑрахнӑ. Унччен ку ҫӑмӑллӑхпа муниципалитет тивӗҫтернӗ. Тӳлевсӗр апатлантарассишӗн 9 уйӑх кӗрешнӗ. Кайран саккун йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем тӳлевсӗр ҫиме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне сусӑрсем, тӑлӑх ачасем, квалификациллӗ рабочисене тата служащисене хатӗрлемелли программӑпа вӗренекен шӑпӑрлансем тӳлевсӗр апатланаяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем аслӑ шкултах шӑл сиплеме пултараҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта стоматолог пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Унта хальхи йышши хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Стоматолог сипленине радиовизиограф сӑнаса тӑрӗ. Стоматолог пӳлӗмӗнче терапевт та ӗҫлӗ. Кирлӗ пулсан ортопедпа ортодонт та килӗҫ. Студентсен тухтӑр патне кайма, черете ҫырӑнма вӑхӑт та ҫук. Малашне вӗсем аслӑ шкултан тухмасӑрах специалист патне лекейӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енри нихӑш аслӑ шкулта та хальлӗхе стаматолог пӳлӗмӗ ҫук. Тахҫан вӗренӳ учрежденийӗсенче тухтӑр пӳлӗме пулнӑ. Кунашкал йӗрке вӗренӳ тытӑмне ҫӗнӗрен таврӑнма пуҫланӑ. ЧППУра стоматолог пӳлӗмне уҫма сахал мар укҫа тӑкакланнӑ. Ҫапах университет инвестицисем тӑкака саплаштарасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |