Вӗренӳ
![]() Молодой учёный Дмитрий Кирьянов. Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем те ӑслӑлӑх ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ, пуҫаруллисем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме Раҫҫей шайӗнче грантсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Халӗ республикӑра «Ҫулталӑк аспиранчӗ — 2017» конкурс пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗрентӳ министерстви тата республикӑри ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗ аспирантсене пулӑшас, вӗсен хавхаланӑвне ӳстерес тата ӑсталӑхне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Енре пурӑнакан, аслӑ шкулсен аспирантуринче пӗлӗвне тарӑнлатакан е унтан кӑҫал вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен конкурса гумантари, техника тата ҫут ҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен енӗпе наука ӗҫӗсем ҫырса кӑҫал ҫитӗнӳсем тунине ӗнентермелле. Палӑртса хӑварар, документсене аспирантсен Вӗрентӳ министерствине раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен леҫсе памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |