Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк Ҫӗкӗ пулӑ
Ҫӗкӗ пулӑ

Ыран Атӑла черетлӗ хутчен вӗтӗ пулӑ ярӗҫ. Хальхинче – осетр йышши паха пулӑ, ҫӗкӗ, 15 пин штук. Ку вӑл Шупашкар шыв управҫине пулӑпа пулӑхлатма иртерекен экологи акцийӗ пулӗ.

Вӗт пулла виҫӗ уйӑх хушши ӳстернӗ, ятарлӑ комбикормпа тӑрантарнӑ. Юлашки вунӑ кунне ҫӗкӗне Атӑлти шыв температурине хӑнӑхтарнӑ тесе хула мэрийӗнче пӗлтернӗ.

15 пин ҫӗкӗне Йӑлӑмри Октябрьски поселокра ярӗҫ. Ҫакна тума «Атӑл» ача-пӑча уйлӑхӗнче канакансене шанӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк Комплекс туса хурассине сӳтсе явнӑ самант
Комплекс туса хурассине сӳтсе явнӑ самант

Кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура палӑртнӑ.

Тытӑма Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районӗ кӗрӗ. «Каяшсене тирпейлесси» ятлӑ Мускаври предприяти утӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствипе ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта сӑмах йӑлари хытӑ каяшсене муниципалитетсем хушшинче тирпейлемелли тытӑм туса хурасси пирки пырать.

Тытӑма виҫӗ ҫулта йӗркелемелле. Мускав компанийӗ проекта 750 миллион тенкӗпе хакланӑ. Комплекса йӑлари хытӑ каяша ҫулталӑкра 100 пин тонна вырнаҫтармалли полигон, ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар каяш уйӑрмалли комплекс тата ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар ҫӳп-ҫап тиесе уйӑракан станцирен тӑмалла. Йӑлари хытӑ каяшӑн 80 процентне тирпейлесшӗн тата сиенсӗрлетесшӗн.

 

Ҫутҫанталӑк Сасӑлав кӑтартӑвӗсем
Сасӑлав кӑтартӑвӗсем

РФ Ҫутҫанталӑк министерстви тата «Ҫутҫанталӑк» фонд «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кӑҫал ҫулла ҫӗршыври регионсенче сасӑлав иртет, унпа килӗшӳллӗн кашни тӑрӑх хӑйӗн симӗс паллине палӑртӗ.

Симӗс паллӑ край, республика, облаҫ ҫутҫанталӑкӗпе, историпе, культурипе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӳсен-тӑран та пулаять: йывӑҫ, тӗм, чечек.

Раҫҫей аллейине Севастопольти Ҫӗнтерӳ паркне вырнаҫтарӗҫ. Чӑваш Республикин симӗс паллишӗн ruspriroda.ru сайтра сасӑлама пулать.

 

Ҫутҫанталӑк Тӑрӑшсан ӗҫ каять
Тӑрӑшсан ӗҫ каять

Шӑматкунлӑхсене ытларах чух ҫуркунне йӗркелеҫҫӗ те, анчах ӳркенмен ҫын валли тирпейлемелли ҫулла та тупӑнсах тӑрать. Тата тепӗр предприяти-организаци тата уйрӑм ҫын ӑҫта кирлӗ унта ҫӳп-ҫап, йӑлари хытӑ каяша тухса тӑкать те вӗсем хыҫҫӑн ирӗксӗрех пуҫтарса ҫӳреме тивет.

Ӗнер, ав, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче вырӑнти информаципе культура центрӗнче ӗҫлекенсене такамсем пырса тӑкнӑ ҫӳп-ҫап вырӑнне пуҫтарма кӑларнӑ. Алла кӗреҫе, кӗрепле, шӑпӑр тытнӑскерсем ҫине тӑрсах ӗҫленӗ.

Ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе ҫине тӑрса тума хистени — Автомобиль кросӗ енӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн Пӗтӗм Раҫҫей шайӗпе йӗркелекен ӑмӑртӑва асӑннӑ тӑрӑхра ирттерни.

 

Ҫутҫанталӑк Шырасан тупӑнать
Шырасан тупӑнать

Экологи хӑрушсӑрлӑхне хирӗҫле тӗллевпе республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттернӗ. Ют чӗлхерен кӗнӗ селфи сӑмах фотоавтопортрет тенине пӗлтерет.

Ҫӳп-ҫапа хирӗҫ акцие йӗркелекенсем пӗр-пӗр ҫӗрте ҫӳп-ҫап купаланса выртнине курсан ӑна ӳкерсе илсе министерствӑн электрон адресӗпе ярса пама ыйтнӑччӗ. Акци пӗр уйӑх тӑсӑлнӑ вӑхӑтра ҫынсем пурӗ 120 ытла сӑнӳкерчӗк ҫитернӗ. Фотосем саккуна пӑсса йӗркеленӗ 51 ҫӳп-ҫап вырӑнне тупса палӑртма пулӑшнӑ. Вӗсенчен ҫуррине халех пӗтернӗ ӗнтӗ. Ыттисене тавралӑха тирпейлемелли кӗрхи шӑматкунлӑх вӑхӑтӗнче пуҫтарма палӑртаҫҫӗ.

Акцие шкул ачисемпе студенстем уйрӑмах хастар хутшӑннӑ. Районсенче вара пуҫару ушкӑнӗсем те йӗркеленӗ. Вӗсем экологи тӗпчевӗсене тухса ҫӳренӗ.

Акцие хутшӑннисене пурне те «Сӑрҫум» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие илсе кайма палӑртнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк gov.cap.ru сайтри сӑн
gov.cap.ru сайтри сӑн

Юлашки эрнере Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ.

Шупашкар ҫывӑхӗнче ав хир сыснине ҫапса кайнӑ. Улатӑр районӗнче пӑши кустӑрма айне лекнӗ. Муркаш районӗнче вара тӳрех икӗ пӑши урапа айне лексе вилнӗ.

Пӗтӗмпе ҫӗртмен 10-мӗшӗ тӗлне ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула тискер ҫичӗ чӗрчун кустӑрма айӗнче вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал виҫӗ тӗслӗх нумайрах.

Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха ҫакӑ? Вӑрманти чӗрчунсем, ҫамрӑккисем, куҫаҫҫӗ. Тата шӑрӑх ҫанталӑк та витӗм кӳнӗ ахӑртнех. Чӗрчунсем хурт-кӑпшанкӑран ҫӑлӑнса уҫӑ вырӑна тухаҫҫӗ. Ведомство водительсене асӑкрханулларах пулма ыйтать. Ҫул ҫинче паллӑсене асӑрхамаллах.

 

Ҫутҫанталӑк

Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр вӑйлӑ пулнине ватӑсем калатчӗҫ-ха. Вӗсен сӑнавӗ тӗрӗсех ахӑртнех. Акӑ республикӑра шӑрӑх самай аптӑратрӗ. Кун хыҫҫӑн хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр кӗрлеттерчӗ. Ҫумӑр ял ҫынннишӗн паха-ха. Анчах ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи аслатие, ҫиҫӗме пула вӑрманта пушар тухнӑ тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ.

Ҫак кун Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче икӗ пушар тухнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те — ҫиҫӗме пула. Ҫавна май вӑрманти ҫӗр ҫийӗ ҫунма тытӑннӑ. Ӑна сӳнтермешкӗн 5 техника тата 21 ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 0,52 гектар шар курнӑ. Телее, ку пушарсем вӑрман хуҫалӑхне сӑтӑр кӳмен.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче 7 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 19,86 гектар сиенленнӗ. Иртнӗ ҫул вара республикӑри вӑрмансенче пушар тухман.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑха 5-мӗш класс тесе палӑртнӑ. Республикӑри чылай районта вара — 4-мӗш класс.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал шӑрӑх ҫанталӑк ҫӗртмен 9-мӗшӗччен тӑрӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи шӑрӑх Чӑваш Енри тӑватӑ района шар кӑтартнӑччӗ: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Ун чухне, утӑ уйӑхӗнче, 21 районта инкеклӗ режима палӑртнӑччӗ.

Шӑрӑх ҫанталӑка пулах хӑвӑрт утас енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне те каярах куҫарнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулакансем пульницӑна самай пыраҫҫӗ. Чылайӑшӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах йӑран ҫинче чакаланать-мӗн.

 

Ҫутҫанталӑк

Патӑрьел районӗнче «Чи лайӑх вӑрман касакан — 2014» професси ӑсталӑхӗн республикӑри VII конкурсӗ иртнӗ.

Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн темиҫе министерстви тата предприяти пӗрле пулса йӗркеленӗ. Ҫав шутра — Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн, унсӑр пуҫне Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствисем, «Инструментсен тӗнчи» тулли мар яваплӑ общество тата вӑрман хуҫалӑхӗн предприятийӗсем.

Конкурса вӑрман хуҫалӑхӗсен предприятийӗсенче тата Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем, пурӗ 11 ҫын, хутшӑннӑ.

Ӑмӑртӑва икӗ тапхӑрпа йӗркеленӗ. Шӑмӑршӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче йывӑҫа касассипе тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрне йӗркелеме Патӑрьеле куҫнӑ. Унта вӑрман касакансен пӑчкӑ сӑнчӑрне ылмаштарас, тӗрлӗ майпа тата тӗрӗс касас енсемпе, турат иртессипе тупӑшма тивнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Метерологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуллахи пӗрремӗш кун шӑрӑх пулмалла.

Раҫҫейӗн Гидрометцентрӗн ертӳҫи Роман Вильфанд уйӑхӑн пӗрремӗш эрнинче ҫӗршывӑн вӑтам тӑрӑхӗнче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам виҫене ҫывӑх е кӑшт пысӑкрах пулать тесе пӗлтернӗ иккен. Ҫу вара шӑрӑх пулмалла-мӗн.

Чӑваш Енре сывлӑш температури паян ӑшӑ пулчӗ. Каҫхине сывлӑш температури +12…+16 градуспа танлашӗ. Ыран вара самай ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла +21…+26 градуса ҫитӗ. Каҫхине +13…+17 ӑшӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ. кун каҫипех ыран уяр та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑмалла. Ҫил кӑнтӑр енчен, ҫеккунтра 4–9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле.

Ҫӗртмен ҫурри таранах Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, пушар хӑрушлӑхӗ енчен асӑрханмалла. Апла пулин те ҫӗршывӑн тӗп синоптикӗн шучӗпе пушарпа ҫыхӑннӑ 2010 ҫулхи евӗр пӑтӑрмахсем сиксе тухмалла мар.

 

Страницӑсем: 1 ... 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, [73], 74, 75, 76, 77, 78, 79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын