Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Республикинче эпизооти лару-тӑвӑвне йӗркелесе тӑрас, республикӑна сыснасен Африка мурӗ тата кайӑк грипӗ ан килччӗр тесе харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланас тӗллевпе республикӑри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлӗхӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти сунар хуҫалӑхӗнче 14 улакурака персе антарнӑ. Ҫак кайӑксен юнне илсе лабораторие тӗрӗслевсем ирттерме ярса панӑ. Унсӑр пуҫне эпизооти лару-тӑрӑвне кирлӗ пек тытса тӑрас тӗллевпе Чӑваш Енре юлашки пилӗк уйӑхра 700-е яхӑн тилле тата 21 кашкӑра тӗп тунӑ. Сыснасен Африка мурӗ те самаях калаҫтарать. Унран сыхланса республикӑра нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 56 хир сыснине тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӳкеҫри йытӑсем Шупашкар район центрӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакансем урамра йытӑсем йышлӑ чупса ҫӳренишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Этем тусӗ текен ҫав чӗрчунсене унта, чӑн та, час-часах курма пулать. «Кам кама тытнӑ унта? Ҫак йытӑсене-и? Мӗн кӗтетпӗр? Шкултан килнӗ чух ман ачана кӗрт йыттисем тапӑнсан кам явап тытӗ?» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӑн халӑх канашӗ) ушкӑнра. Кӗрт йыттисем иртӗхнишӗн тарӑхакансем поселок администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 33 йытӑ тытнӑ тенине шанмаҫҫӗ иккен. Калаҫӑва хутшӑннисенчен тепри тата: «Ку вӑл пайталлӑ услам. Кашни йытта тытма хыснаран 2 пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Тытнӑ хыҫҫӑн вакунӗ-вакунӗпе тепӗр парти йытӑ илсе килсе яраҫҫӗ-им?» — тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре хир сыснисене тытнине специалистсем вӗсене ӗрчеттерсе ярас маррипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вӑрманти тискер чӗрчун ял-хулана иленсен тем амакӗ курса ларӑн. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ветеринарсем Африка мурӗллӗ сыснана асӑрханӑччӗ. Каярах республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви хир сыснисене тытма ирӗк паракан хушу кӑларнӑччӗ. Ҫак тапхӑр ака уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех тӑсӑлӗ. Хир сыснисене «Дирекция по охране и использованию животного мира и особо охраняемых природных территорий» (чӑв. Чӗрчун тӗнчине тата уйрӑмах сыхламалли ҫутҫанталӑк территорийӗсене асӑрхассипе тата усӑ курассипе ӗҫлекен дирекци) хысна предприятийӗн ӗҫченӗсем персе пӑрахаҫҫӗ. Сунарҫӑсем те тискер ҫак чӗрчунсене тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра сунарҫӑсем 23 хир сысни тытнӑ, маларах асӑннӑ дирекцин специалисчӗсем — 25. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Тепӗр икӗ эрнерен «Птицы Чувашии» кӗнекен иккӗмӗш томӗ сутлӑха тухмалла. Паян издательствӑра сигнал экземпляра кӑтартрӗҫ. Кӗнекере ҫерҫи мар йышши 85 тӗс ҫинчен, шыв чӑхинчен пуҫласа улатакка таран, ҫырса кӑтаитнӑ. Авторӗсем — Исаков Г.Н., Глушенков О.В., Яковлев А.А., Яковлев В.А.», — ҫапла хыпарланӑ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Контактра» халӑх тетелӗнче авторсенчен пӗри, Геннадий Исаков. «Кӗҫех... Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне», — хакланӑ хыпара кӗнекене хатӗрленӗ тепӗр автор, Александр Яковлев орнитолог. Аса илтерер, «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ кӗнекен пӗрремӗш томӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче кун ҫути курнӑччӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шупашкарти ҫулсем / Н.Плотников тунӑ сӑн Ӗнер пирӗн республикӑра тинех юр ҫуса кайрӗ. Кӑнтӑрла ӳкме пуҫланӑччӗ те паянхи ир тӗлне ун хулӑнӑшӗ вунӑ сантиметр таран ҫитнӗ теме пулать. Пӗрремӗш пысӑк юр хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ уйрӑмах канмалли кунсене лексен юра тасатасси тивӗҫлӗ шайра иртмест. Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар хулинчи лару-тӑрӑва сӑнаса тухнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хак пама пултарать — ҫул тасалӑхӗшӗн яваплисем тӗпрен илсен хатӗр пулнӑ. Тӗп ҫулсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ, хуларан тухаканнисем кӑна тап-тасах мар. Вӑрнар ҫулӗн айӑккине, сӑмахран, тасатни курӑнмарӗ. Шупашкарта вара тротуарсене та тракторпа хырса тухнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫеҫ юр ашса ҫӳреме тивет. Канмалли кунсем пулин те чылай тирепейҫӗсем (дворниксем) хӑйсене шанса панӑ лаптӑксене юртан тасатнӑ. RP5 портал тӑрӑх юр эрнипех ҫӑвӗ. Ырансене каҫхинелле ҫил вӑйланӗ, кассӑн-кассӑн ҫил хӑвӑртлӑхӗ 13 м/ҫ ҫитме пултарӗ. Ҫанталӑк ытларах пӗлӗтлӗ пулӗ, юнкун кӑна кӑшт уяртса илӗ. |
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк сивӗтрӗ, пурте юр ҫуса лартасса кӗтеҫҫӗ ахӑртнех. Ара, хуласемпе районсенче чӑрӑшсене те капӑрлатма тытӑннӑ вӗт. Анчах тӑхтӑр-ха. Хӗл пирӗн пата килме васкамасть. Синоптиксем эрне вӗҫне каллех ӑшӑтасса пӗлтереҫҫӗ. Раштавӑн 2-3-мӗшӗсенче сывлӑш температури 0-2 градус ӑшӑ пулӗ. Кунашкал ҫанталӑк раштавӑн 5-мӗшӗччен тӑма пултарӗ. Унтан ҫанталӑк 10 градус таран сивӗтессе шантараҫҫӗ. Канмалли кунсенччен паянхи пек ҫанталӑк тӑрӗ: кӑнтӑрла – 1-6, каҫхине 4-9 градус сивӗ. Унтан республикӑра циклон хуҫаланӗ. Раштав уйӑхӗнче мӗнлерех ҫанталӑк пулассине пӗлес килет-и? Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуран иртмӗ: 10-15 градус сивӗ. Ҫӗнӗ ҫулта мӗнлерех ҫанталӑк пуласси тӗппипех паллӑ мар. Ҫапах ҫав кунсенче шартлама сивве кӗтмелле мар теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра юр хулӑнӑшӗ вырӑнӑн-вырӑнӑн 5 сантиметра ҫитнӗ. Анчах савӑнма ан васкӑр: вӑл та ирӗлсе кайӗ. Сӑмах май, кӑҫал юр виҫҫӗмӗш хут ҫуса лартать, унтан ирӗлет. Хальхинче вӑл ҫитес тунтикун ирӗлме пуҫлӗ. Канмалли кунсенче вара йӗпе юр ҫукалӗ. Сывлӑш температури 0 градус пулӗ. Ку нормӑран 4 градус ӑшӑрах. Тунтикун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк 5 градус таран ӑшӑтӗ. Ытларикун та ҫумӑр ӳккелӗ. Икӗ талӑкра пӗр уйӑхри нормӑн ҫурри ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун каллех юр ҫуса савӑнтарӗ, эрнекун кӑштах шӑнтӗ. Ҫапах хӗл ларасса кӗтмелле мар. Чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен юр ҫуса лартмӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вӗҫӗнче каллех ӑшӑтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫак самантра Чулхулара кӑштах юр ҫума тытӑннӑ. Унта Нума 1 циклон иртет. Чӑваш Ене те килӗ вӑл, анчах пирӗн патра юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ. Синоптиксем асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ. Паян ҫумӑр каҫ енне ҫума пуҫлӗ, ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ чарӑнӗ. Шупашкарта сывлӑш температури 7 градус ӑшӑ таран хӑпарӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май атмосфера пусӑмӗ улшӑнӗ. Пӗр талӑкра вӑл 10 пункт чакӗ: 738 миллилитр таран анӗ. Унтан каллех йӗркене кӗрӗ. Ҫил вӑйланӗ. Паян ҫӗрле вӑл ҫеккунтра 19-24 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ыран республикӑра Япрак ятлӑ антициклон хуҫаланӗ, ҫанталӑк лайӑхланӗ, ҫил лапланӗ. Термометр каҫ енне 0 градусран сахалрах кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пӗлтӗр ку тапхӑрта юр ҫунӑччӗ, ирӗлменччӗ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑрах. Хӗл хӑҫан ларать? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрне нормӑпа килӗшсе тӑнӑ. Вӑтамран 1 градус сивӗ пулнӑ. Хушӑран юр ҫуса хура ҫӗре шуратать, анчах вӑл кӑштахран ирӗлет. Эппин, хӗл вӑхӑчӗ ҫитмен-ха. Раҫҫей Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра кӗркуннехи ҫанталӑк пулӗ. Чӳкӗн 8-17-мӗшӗсенче ытти ҫултинчен 3 градус ӑшӑрах пулӗ. Ҫанталӑк юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчипе пӗр килӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче антициклон килӗ. Ҫак кунсенче юр та, ҫумӑр та ҫумӗ ахӑртнех. Тен, хӗвел тухӗ. Сывлӑш температури 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус ӑшӑ пулӗ. Чӳкӗн 13-мӗшӗнчен ҫумӑр пуҫланать, вӑл 3-4 куна пырӗ. Сывлӑш температури 8 градус таран та ӑшӑтӗ. 17-мӗшӗнчен антициклон хуҫаланӗ, 0 градус таран сивӗтӗ. Ҫапах чӳк уйӑхӗ валли ку та ӑшӑ-ха. Синоптиксем хальлӗхе хӗл ларасси пирки каламаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑкҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине сывлӑш температури 3-4 градус таран анать, ҫӗрле вара 1 градус сивӗ пулать. Канмалли кунсенчен пуҫласа сывлӑш температури 1-4 градус сивӗ тӑрӗ. Шӑматкун республикӑри хӑш-пӗр тӑрӑхра йӗпе юр ҫума пултарӗ. Вырсарникун кӑштах ашӑрах пулӗ, нимӗн те ҫумӗ. Ҫитес эрнере Чӑваш Енре юр ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑрпа хутӑш ҫӑвӗ, тепӗр вырӑнта вара юр выртӗ. Каҫхине термометр 0 градусран анӗ, кӑнтӑрла та питех ӑшӑ пулмӗ. Ахӑртнех, кунашкал ҫанталӑк юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑрӗ. ИӖМ водительсене хӗллехи шина ҫине куҫма сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |