Ҫутҫанталӑк
![]() «Правде ПФО» сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула вӑл тӑрӑхра экологи ыйтӑвӗ самай ҫивӗчленнӗ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм темиҫе кун каялла унта «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин пайташӗпе Игорь Моляковпа тата Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗпе Владимир Офариновпа вырӑнта пулса курнӑ та ним ыррине те асӑрхаман. Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма ӑнтӑлакансене ҫурт-йӗр ҫавӑрма сооруженирен инҫех мар ҫӗр уйӑрса панине те асӑрханӑ вӗсем. Сооружение ыррӑн ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли районти хыснаран 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Вырӑнтисем ӗҫ-пуҫа ҫулталӑк вӗҫне ҫеҫ йӗркене кӗртме шантарнӑ. Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратура апла хуравпа килӗшмен: кӑлтӑка пӗтерме хистес тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ, унтисем те надзор органӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() МЧС каллех асӑрхаттарать: Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил алхасма пултарать. Ведомствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче пӑсӑлӗ. Ҫил ҫеккунтра 22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Чӑваш Ен гидрометцентрӗ вырӑнӑн-вырӑнӑн аслати авӑтма, пӑр ҫума пултарасси пирки пӗлтерет. Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗрен электричество, ҫыхӑну линийӗсем татӑлма, ҫирӗп мар конструкцисем ӳкме, кивӗ пӳрт тӑррисем сиенленме, транспорт япӑх ҫӳреме пултарӗ. Ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ тӗк 01 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Кӗсье телефонӗнчен 112 номерпе шӑнкӑрав ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарасси пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пӑр пахча ҫимӗҫе, тыр-пула шар кӑтартнӑ. Елчӗк районӗнче ав тӑкака шутлаҫҫӗ. Уйрӑмах Яманчӳрел ялӗ шар курнӑ. Унта вӑйлӑ ҫумӑр ҫулсене юхтарса кайнӑ, ҫил йывӑҫсене йӑвантарнӑ. Путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Вӑл пахча ҫимӗҫе кӑна мар, тыр-пулӑн пӗр пайне те сиенлетнӗ. «Яманчӳрел» агрофирмӑн уйӗсенче 350 гектара яхӑн тухӑҫ пӗтнӗ: пӑрҫа, тырӑ сиенленнӗ. Шел те, вӗсене страхламан пулнӑ. Пӑр ҫунӑ вырӑнсенче тыр-пул тек ҫитӗнеймӗ. Ӑна сенажа хывасси ҫеҫ юлать. Кун пирки район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ӗнер ҫулталӑкри чи ӑшӑ кун пулнӑ. Шупашкарта термометр 30 градус кӑтартнӑ, Патӑрьел тӑрӑхӗнче вара сывлӑш 32 градус таран ӑшӑннӑ. Сывлӑш нӳрӗк пулнӑран тата шӑрӑх пек туйӑннӑ. Ҫитес кунсенче те шӑрӑх тӑрӗ. Анчах вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Юрать-ха, ҫил вӑйлӑ пулмӗ. Ҫумӑр ҫусан та термометр 30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун та хӗвел пӑхӗ, ҫил ҫӳрҫӗр енчен вӗрнӗрен, сывлӑш нӳрӗклӗхӗ пӗчӗкленнӗрен шӑрӑх чакӗ. Шӑматкун ҫумӑр ҫумӗ, вырсарникун вара каллех аслатиллӗ ҫамӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарӗ. Сывлӑш температури ҫавах 35 градус таран хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ан пӑшӑрханӑр: ҫил нумаях алхасмӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑна шӑрӑх ҫанталӑк, чӑн-чӑн ҫулла, килӗ. Чӑваш Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр пӗр кун ҫумӑр ҫукалӗ, унтан термометр кӑтартӑвӗ ҫӳлерех хӑпарӗ. Паян ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил хушӑран ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Кӑнтӑрла 13 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫӗрле – 9-14, кӑнтӑрла 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Шӑматкун ҫумӑр ҫумӗ, сывлӑш температури 27-32 градус пулӗ, ҫӗрле 12-17 градус. Республика кунӗнче те шӑрах ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрла 28-33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле вара – 14-19 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян каллех ҫил вӑйланнӑ, Шупашкарта самай алхаснӑ. Вӑл хӑш-пӗр япалана илсе ывӑтнӑ, йывӑҫсене тӳнтернӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче ҫынсем Шупашкарта вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑнхи сӑнӳкерчӗксене вырнаҫтарнӑ. «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ патӗнче йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ. Граждан урамӗнчи 62\1 тата 64-мӗш ҫуртсен ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап контейнерне вӗҫтернӗ. Кадыков урамӗнчи 24-мӗш ҫурт патӗнче те йывӑҫ тӳнсе аннӑ. Вӑл хӗрарӑма кӑштах лекнӗ, унӑн ҫулне пӳлнӗ. Ытти чухне МЧС япӑх ҫанталӑк пулассине систерсе телефон ҫине СМС-ҫыру яраканччӗ. Чылайӑшӗн паян кунашкал СМС килмен. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫил вӑйланиччен темиҫе минут маларах кун пирки пӗлтернӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Батарейка килсе пар та ҫутҫанталӑка упра!» - ҫакнашал ятпа ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттерет. Ведомство усӑ курнӑ батарейкӑсене пуҫтармашкӑн ятарлӑ контейнер лартнӑ. Ӑна Шупашкарта Ленинград урамӗнче 33-мӗш ҫуртра 1-мӗш хутра вырнаҫтарнӑ. Батарейкӑсене ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен килсе пама пулать. Усӑ курнӑ батарейкӑсене «Экологи» НПО» тулли мар яваплӑ обществӑра экологи стандарчӗсене тата хӑрушлӑх мерисене тӗпе хурса тӗп тӑвӗҫ. Палӑртмалла: тухса пенӗ пӗр батарейка 20 тӑваткал ҫӗр лаптӑкне, 300 литр шыва тасамарлатма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ыран ИӖМ каллех асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, юнкун, республикӑра хӑрушлӑх «сарӑ» шая хӑпарӗ. Синоптиксем ҫанталӑк пӑсӑласса пӗлтереҫҫӗ. Ыран ҫил кассӑн-кассӑн ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫил вӑйланнине пула транспорт япӑх ҫӳреме пултарать, электропередачӑсен линийӗсем тата ҫыхӑну татӑлас, кивӗ ҫуртсен тӑррисем ишӗлсе анас хӑрушлӑх пур. ИӖМ ҫил вӑйланнӑ вӑхӑтра электропралуксенчен, реклама щичӗсенчен, ҫӳллӗ строительство техникинчен айккинче тӑма сӗнет, вӗсен ҫывӑхне автомобиле лартмалла марри пирки асӑрхаттарть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Ен ҫӗршыври таса регионсен шутне кӗнӗ. Экологи танлаштарӑмне пирӗн ҫӗршывра 2007 ҫултанпа хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна ҫулталӑкра тӑватӑ хутчен пӗтӗмлетеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫуркунне пирӗн республика ҫӗршывра экологи енӗпе чи таса 10 регионтан тӑххӑрмӑшне йышӑннӑ. Танлаштарӑмра пӗрремӗш йӗркере тӑраканни — Тамбов облаҫӗ. Алтай Республикипе Алтай крайӗ малти иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Вӗсем хыҫҫӑн Курск, Белгород, Мурманск облаҫӗсем, Питӗр, Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑваш Республики тата Крым Республики пыраҫҫӗ. Свердлов облаҫӗнче экологи тӑрӑмӗ пуринчен начарри. Челепирсене те ӑмсанмалла мар — вӗсем 84-мӗш вырӑнта. Мускав облаҫӗ — 83-мӗш йӗркере. Ҫӗршывӑн тӗп хули — Мускав — 23-мӗш йӗрке йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян Чӑваш Енре каллех вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна пула хӑш-пӗр ҫӗрте машинӑсем шар курнӑ, ҫуртсен ҫивиттине сирсе кайнӑ. Ҫил ҫеккунтра 20 метртан кая мар хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫил Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнче уйрӑмах алхаснӑ. Улатӑрта йывӑҫсем ӳкнипе уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Автомобильсем шар курнӑ, нумай хваттерлӗ 8 ҫурт ҫивиттине сӳнӗ. Ахматово, Алтышево, Чуварлей ялӗсенче пилӗк пӳрт ҫивиттине илсе кайнӑ. Чӑвашэнерго бригадисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫине тӑрса ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ. Вӑрнар, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи ҫичӗ ялта та ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнче трансформаци подстанцийӗ шар курнӑ. Ҫил алхаснӑ районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ыран ирпе 8 сехетре видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ мелӗпе канашлв ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |