Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Канашри 6-мӗш шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.

Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 31 114 540 тенкӗ. Тӗллевлӗ субсидисене республика тата муниципалитет хыснисенчен уйӑрӗҫ. Тӗпле юсава кӑҫал ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 18-мӗшӗччен тума палӑртнӑ: урая, стенасене, маччана, алӑксене, тӑррине, фасада, сантехникӑна, электроҫутӑсене улӑштармалла.

Палӑртмалла: шкула 1976 ҫулта хӑпартнӑ, унта 1280 ача вӗренме пултарать. Паянхи кун тӗлне пӗлӳ ҫуртне 1 пин ытла ача ҫӳрет.

 

Вӗренӳ

Кӗҫех республикӑра «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурс иртмелле. Муниципалитетсенче унта хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ, чи лайӑх педагогсене суйлаҫҫӗ.

Шупашкарта ҫак ята кам тивӗҫни паллӑ ӗнтӗ. Конкурс финалӗ ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, иртнӗ. Комисси ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкарта «Ҫулталӑкри вӗрентекен» ята 4-мӗш лицейре обществознанипе экономика предмечӗсене вӗрентекен Наталья Иванова тивӗҫнӗ.

Иккӗмӗш вырӑна 45-мӗш шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Юдина тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – 1-мӗш гимназин математика вӗрентекенӗ Ксения Коллэ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56196
 

Вӗренӳ

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсем пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ – ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тытӑнӗҫ. Кӑҫал республикӑра 6219 ҫын экзамен тытӗ, пӗлтӗр 6068-ӑн пулнӑ.

Чылайӑшӗ кӑҫал обществознани предметне суйланӑ: 3,4 пин ҫын. Физикӑна – 2 пин ытла, ют чӗлхе предметне – 709, вырӑс литературине – 441, географие 340 ҫын тытӗ. Палӑртмалла: кӑҫал ют чӗлхесен йышӗнчен китай чӗлхине те суйласа илме ирӗк пур. Ӑна Раҫҫейри 43 регионти 289 ҫын суйланӑ. Чӑваш Енре вара ку предметпа пӗр ҫын пӗлӗвне тӗрӗслӗ. Предмет комиссийӗн председателӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ аспирантки, Китай ҫынни пулӗ.

Каласа хӑвармалла: ҫу уйӑхӗнче географипе тата литературӑпа экзаменсем пулӗҫ.

 

Вӗренӳ

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри ачасене ҫуллахи вӑхӑтра канма кайма путёвкӑсем пама пуҫлӗҫ.

Республикӑн Вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявленисене пӗрлехи автоматизациленӗ тытӑм урлӑ йышӑнӗҫ. Ҫак ӗҫ тӑватӑ тапхӑрпа пулса пырӗ.

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче социаллӑ центрсем йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчен заявленисем йышӑнма пуҫлӗҫ. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче тата Канаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ывӑл-хӗрӗ пурӑнакан шкулсенче ыйтса ҫырайӗҫ; ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен Шупашкар хулинчисен заявленийӗсене шкулсенче йышӑнӗҫ; ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн — ытти мӗнпур районпа хулара.

Хула тулашӗнчи уйлӑхра 21 кну канма 14 962 тенке ларать, санатори-уйхлӑхра талӑкри хак — 935 тенке, хула тулашӗнчи уйлӑхсенчи профильлӗ сменӑсенче пӗр талӑкшӑн — 784 тенке. Ашшӗ-амӑшне путёвка хакӗ пӗр пайне ҫеҫ тӳлеттерӗҫ. Тупӑша кура — 5 процентран пуҫласа 50 процент таран.

 

Вӗренӳ

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӑнара — Германинчи Вайльбург хулинчи гимназистсем. Вӗсене Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем кӗтсе илнӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ачасен ушкӑнӗн проекчӗ Гёте-институтӑн Раҫҫей нимӗҫӗсене пулӑшакан программинче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май 5-мӗш гимназири ҫӗнтерӳҫӗсене 2 эрнелӗхе Германие чӗнсе илнӗ. Нимӗҫ чӗлхи вӗрентекен Людмила Антонова ертсе пынипе 12 гимназист ют ҫӗршывра пурӑннӑ. Вӗсем Майн ҫинчи Франфуртри семинара хутшӑннӑ, Вальбург гимназийӗнчи занятисене ҫӳренӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ.

Халӗ нимӗҫ ачисем Шупашкара килсе ҫитнӗ. 5-мӗш гимназире пулнӑ май вӗсене пуринчен ытла электрон журнал тӗлӗнтернӗ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти ача Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче иртекен олимпиадӑна хутшӑнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври ӑслӑ ачасем, тата тӗрӗсрех каласан, химие лайӑх пӗлекенсем, пухӑнӗҫ.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамраксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗ хими предметӗнчен пуҫланать.

Хими предметне лайӑх пӗлекен ачасем малтан муниципалитет тата регионсем шайӗнчи ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, кайран ҫӗршыв шайне тухма тивӗҫнӗ. Ӗпхеве Раҫҫейӗн 51 регионӗнчен 9-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш классенче вӗренекен 200 ытла ача пухӑнмалла.

Чӑваш Енрен Ӗпхӳри олимпиадӑна Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан Артем Евдокимов (вӗрентекенӗ – Валентина Павлова) хутшӑнӗ.

 

Вӗренӳ

Пушӑн 12-мӗшӗнче Халӑх вӗренӗвӗн тата ӑслӑлӑхӗн профсоюз организацийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗпе Зинаида Степановӑпа ЧР вӗренӳ министрӗ Срегей Кудряшов ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Кун пирки профсоюзӑн пресс-центрӗ пӗлтерет.

Вӗсем республикӑра вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ пирки калаҫнӑ. Профсоюз вӗрентекенсен оклачӗсемпе ставкисене хӑпартмалла тесе шухӑшлать, ҫакна ҫине тӑрсах ыйтать.

Нумаях пулмасть Чӑвашстат вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсен 2018 ҫулхи вӑтам шалӑвне шутланӑ. Шкулти вӗрентекенсен кӑтартавӗ 24 356 тенкӗпе танлашнӑ, ача пахчинчи педагогсен – 22 500 тенкӗпе.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55906
 

Вӗренӳ

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ-ха. Хамӑр енчен тата ҫакна хушса калар: РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнерех ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Унти пресс-службӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗпчевҫӗсен ӗҫне управлени пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.

Паян ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӑтӑрмах пирки официаллӑ ӑнлантарса панӑ. Ӑна ведомство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Стена ишӗлнӗ чух никам та шар курманнине малтанхи иккӗмӗш предлложнипех палӑртса хӑварнӑ. Унтан Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипетӗрлӗ министерствӑпа ведомство пайташӗсем лару-тӑрӑва вырӑна ҫитсе хакланине пӗлтернӗ.

Пӗр стени тата ҫивиттин пӗр пайӗ йӑтӑннӑ шкула специалистсем ҫурта пӗтӗмӗшле хак парӗҫ, ӑна ӳлӗмрен усӑ курма юранипе юрамассине палӑртӗҫ.

Шкулта 1-9-мӗш классенче 32 ача вӗреннӗ, шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнне 22-ӗн ҫӳренӗ. Паянтан вӗсене урӑх ҫӗре турттарма тытӑннӑ: 1-9 классенчисене — Аслӑ Пинерти вӑтам шкула, шкул ҫулне ҫитменнисене — Пысӑк Енкассине.

 

Вӗренӳ
Григорий Данилов депутат
Григорий Данилов депутат

Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем черетсӗр сессине пуҫтарӑнчӗҫ. Васкавлӑ пухӑнни РФ Президенчӗ пӗчӗк пенсине пӑхса тухма хушнипе ҫыхӑннӑ. Ҫӳлтисем каланине пӑхӑнса пирӗннисем васкавлӑн тишкерме йышӑннӑ.

Кун йӗркине ҫирӗплетиччен тӗрлӗ cӗнӳ яланхиллех пулчӗ. Оппозици шутланакан партисенчен пӗрин депутачӗ, Григорий Данилов, вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки вӗренӳ министрне отчёт тутарма сӗнчӗ.

«Кашни министр тухса калаҫма хатӗр, – ҫирӗппӗн пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне ЧР Элтеперӗн парламентри элчи Юрий Васильев. – 30 пин тенкӗ илекен педагогсем те пур, 10 пинлисем те. Мӗншӗн? Ҫур ставкӑпа ӗҫлекенсем сахал илеҫҫӗ». Трибуна умӗнчи пысӑк пуҫлӑх тулли ставкӑпа тӑрӑшакан преподавательсем аван илнине пӗлтерчӗ.

«Сахал илекен учительсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки тӗрӗссине каламалла. Йӗркеллӗ, таса чунлӑ, ӗҫчен, тиевлӗ учительсемпе врачсем тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ», — терӗ Юрий Васильев.

 

Вӗренӳ
Андрей Чибис
Андрей Чибис

РФ строителсьвто тата ЖКХ министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис Чӑваш Енре ӗҫлӗ визитпа икӗ кун пулнӑ. Вӑл ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа пӗрле «Хӑтлӑ хула таврашне йӗркелесси» тата «Ӑслӑ хула» проектсене сӳтсе явнӑ.

Андрей Чибис каланӑ тӑрӑх, Шупашкар «Ӑслӑ хула» проектпа сӑнав хуласенчен пӗри пулӗ. Кунашкал федераци программине Ӗпхӳ тата Ижевск кӗнӗ ӗнтӗ.

РФ Строительство министерстви Раҫҫейри 100 ытла хулара «ӑслӑ технологисем» хута ярасшӑн. Ҫавна май Андрей Чибис Чӑваш Енри пӗр аслӑ шкулта «Смарт-сити» факультет уҫма сӗннӗ. Палӑртмалла: кунашкалли хальлӗхе ниҫта та ҫук. «Ку – пысӑк технологиллӗ вырӑнсем, ҫакӑ пултаруллӑ ҫамрӑксене, ҫав шутра – программистсене, инженерсене, республикӑрах юлмалли майсем туса парӗ», - тенӗ министр ҫумӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, [58], 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, ...135
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫӗртме, 01

1990
35
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть