Вӗренӳ
![]() Tvitter.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри шкул ачисем Питӗрте пулнӑ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи шкул ачисене Питӗрте пухасси 2013 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Ҫавӑ «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. «Град Петров» культурӑпа ҫутӗҫ программипе килӗшӳллӗн кӑҫаь Питӗре 6,5 пин ытла ачана кӑтартма палӑртнӑ. Вӗсем — вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракансем, спортра, тӗрлӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑрнисем. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Инҫе ҫула ҫывӑхлатма тӑкакланнине Раҫҫей Культура министерстви саплаштарнӑ. Ҫурҫӗр тӗп хулипе Чӑваш Енри 60 ача паллашнӑ, ҫав шутран 30-шӗ — Канашран. Ачасем Нева проспекчӗпе, Кермен тата Сенат лапамӗсемпе, ытти паллӑ вырӑнта уҫӑлса ҫӳренӗ. Эрмитажра вӑхӑта самай ирттернӗ, Мариински театрта... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |