Спорт
![]() Михаил Игнатьев велосипедпа тӑтӑшах ярӑнать. Regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри предприяти-организацисенче, учрежденисенче зарядка тутарма пуҫласшӑн. Тӗрӗсрех каласан, зарядка пулӗ-и вӑл е спортӑн урӑх тӗсӗ-и — пӗрех. Чи кирли — ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслаштарасшӑн. Корпоратив спортне сарасси пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Правительство ҫуртӗнче министрсемпе ытти тӳре-шарапа ирттернӗ тунтикунхи канашлура палӑртнӑ. Республика ертӳҫи сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине халӑхра ытларах сармалла тесе шухӑшлать. Влаҫрисен, предприяти-организаци ертӳҫисен ку енӗпе тӗслӗх кӑтартмалла тесе каланӑ. «Эпир массӑллӑ ӑмӑртусем ирттеретпӗр-ха. Спортпа ялан туслисен йышӗ енчен пирӗн кӑтарту начра мар пулин те ҫак йышпа эпӗ кӑмӑлсӑр. Спорт объекчӗсем нумай турӑмӑр. Всем валли 7 миллиард тенке яхӑн укҫа хыврӑмӑр. Анчах вӗсен 10-15 проценчӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫанталӑк ӑшах пулмарӗ. Ҫапах ку «моржсене» пӗрре те хӑратмасть. Паян Шупашкарта сивӗ шывра ишме юратакан спортсменсен хушшинче ӑмӑрту иртнӗ. Тупӑшӑва ӳт-пӗве пиҫӗхтермелли тата хӗллехи спорт федерацийӗ йӗркеленӗ. Спортсменсем Атӑлта ишнӗ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти спортсменсем ҫитнӗ. Шупашкара Мари Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Тутар Республикинчен, Мускавран килнӗ. Спортсменсем 100, 800 тата 1600 метрлӗ дистанцисене парӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальпе тата дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар хӗрӗ Евгения Леванова тӗнче чемпионки ята тивӗҫнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Болгаринче илемлӗ гимнастика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшне ҫӗнсе илнӗ. Йышра Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен 18 ҫулти Евгения Леванова та пулнӑччӗ. Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер илемлӗ гимнастика енӗпе виҫӗ хут тӗнче чемпионкипе тӗлпулнӑ. Республика ертӳҫи Чӑваш ҫӗрӗн пултаруллӑ спортсменкине ахаль туман — асӑнмалӑх парне панӑ. Ӑна вӑл алла ҫыхмалли наци элемӗллӗ сехет тата Тав хучӗ тыттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Евгения Леванован пӗрремӗш тренерне Ирина Штайнера та хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак вырсарникун Болгаринче илемлӗ гимнастика енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленчӗ. Унта Раҫҫей команди чӑннипех те пысӑк ҫитӗнӳ турӗ. Ҫӗнсе илме май пур сакӑр ылтӑн медальтен ҫиччӗшӗ Раҫҫей пикисене тивӗҫрӗ. Унсӑр пуҫне икӗ кӗмӗл, виҫӗ бронза медаль лекрӗ вӗсене. Маттур хӗрсен йышӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Чулхулари олимп резервӗн училищинче вӗренекен 18 ҫулти Евгения Леванова та пур. Пике илемлӗ гимнастикӑна тӑватӑ ҫулта ура ярса пуснӑ. Малтанласа ӑна ҫак ӑсталӑха Чӑваш Енӗн илемлӗ гимнастикин пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Ирина Штайнер хӑнӑхтарнӑ. 12 ҫулта Евгения Чулхулари олимп резервӗн училищине вӗренме кӗнӗ. Пӗлтӗр вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине лекнӗ, Ирина Винер-Усманова тренер патӗнче пултарулӑха туптать. Командӑра Шупашкар хӗрӗ тӗнче чемпионки ята тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл виҫӗ мечӗклӗ тата икӗ скакалкӑллӑ ӑмӑртура кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Нацисен кросӗ» иртӗ. Кӑҫал вӑл хӑйӗн пӗчӗк юбилейне паллӑ тӑвӗ темелле: ӑна 15-мӗш хут йӗркелӗҫ. Шупашкарта кроса хутшӑнакансем Анне палӑкӗ умне 11 сехетре пухӑнӗҫ. Старт 12 сехетре пулӗ. Кросра профессионал спортсменсем тата ахаль ҫынсем чупӗҫ, ҫавна май вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ. Спорт уявне хутшӑнма кӑмӑл пур-и? Тархасшӑн. Анчах 17 ҫул тултарман ачасен тухтӑртан справка илмелле. Аслӑраххисен вара справка илсе килсен е хӑйсем алӑ пуссан чупма ирӗк пур. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен дистанцие суйлама май пур: 1 ҫухрӑмран пуҫласа 12 ҫухрӑм таран Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак кунсенче Кӑнтӑр Африка Республикинче пауэрлифтинг енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Унта Куславккари «Атӑл» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, халӗ Спортӑн Атӑлҫи академийӗнче вӗренекен Полина Кириллова хутшӑнать. Чӑваш ҫӗрӗн хӗрӗ 14-23 ҫулсенчи чи вӑйлӑ атлетсен хушшинче тӗнчери ӑмӑртура палӑрнӑ. 43 килограмчченхи виҫере ентешӗмӗр 19-23 ҫулсенчи спортсменкӑсене ним мар хыҫа хӑварнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Полина ҫулталӑк каялла тӗнче шайӗнчи юниорсен ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. 2016 ҫулта вӑл Европа чемпионатӗнче мала тухнӑ, тӗнче ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Куславкка ҫӗрӗн маттур хӗрӗн спортри пултарулӑхне туптама пулӑшаканни — Дмитрий Соловьёв тренер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗ Дмитрий Шляхтин ТАСС информагентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул Чӑваш Енӗн тата Тутарстанӑн тӗп хулисенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртме пултарать. Шляхтин каланӑ тӑрах, ӑмӑрту яланхи пекех утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче иртет. Ҫитес ҫул ӑмӑртун юбилейӗ пулӗ – ӑна 100-мӗш хутчен ирттерӗҫ. Ҫавӑнпа чемпионата ҫӳллӗ шайра йӗркелесшӗн. Ӑна ӑҫта ирттерессине тепӗр уйӑхран палӑртӗҫ. Ун чухне лару пулӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен президиум тупӑшӑвӑн календарне хатӗрлӗ. Палӑртмалла: Шупашкарта Раҫҫей чемпионачӗ 2016 ҫулта иртнӗ, Хусанта – кӑҫал. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен спортсменки Лана Прусакова Ҫӗнӗ Зеландире иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл фристайл енӗпе иртнӗ тупӑшура биг-эйр дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. «Эпӗ ҫӗнтерессе шаннӑччӗ. Анчах чӗркуҫҫине суранлатрӑм, паян сикмешкӗн хама лайӑх туймарӑм. Ҫапах эпӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн савӑнатӑп», - тенӗ Лана ӑмӑрту хыҫҫӑн. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тупӑшӑвӑн тепӗр тапхӑрӗ иртӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Лана Прусакова унта хӑйӗн яланхи дисциплининче – слоупстайлра – ӑмӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Павел Магазеев Молдави чысне хӳтӗлет. П. Магазеев биатлонист хӑйӗн пултарулӑхне Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче малтанласа туптанӑ. Спортӑн ҫак енне кӑмӑллакансем Павел Магазеев Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннине пӗлеҫҫӗ-ха. Анчах вӑл ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин йышӗнче Европа е тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнман. Спортсменӑн пурнӑҫӗ тренертан та нумай килни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. 30 ҫулти Павел Магазеев темиҫе ҫул каялла юниорсем хушшинче тӗнче тата Европа чемпионӗ пулнӑ. Халӗ пирӗн ентешӗмӗр Молдавин пӗрлештернӗ командин чысне хӳтӗлет. Польшӑра ҫуллахи биатлон енӗпе иртнӗ уҫӑ чемпионатри спринтра Павел Магазеев бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗн Павел Магазеевӑн ашшӗ Михаил Александрович иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче «Урожай» спорт обществин пайташӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра триатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗпе ӑмӑртӑвӗ уҫӑлнӑ. Унта ҫӗршывӑн 12 регионӗнчен 200 ытла спортсмен пуҫтарӑннӑ. Спортсменсем акватлон енӗпе ӑмӑртнӑ май ишсе тата чупса тупӑшнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсемпе юниоркӑсем хушшинче медальсен 10 комплектне выляттарнӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара та хутшӑннӑ. Спортсменсене Раҫҫейӗн триатлонӑн пӗрлештерни командин аслӑ тренерӗ Андрей Гудалов саламланӑ. Вӑл Раҫҫейӗн аслӑ юхан шывӗ – Атӑл – хӗрринче кун пек ӑмӑрту иртни вырӑнлине палӑртнӑ. Триатлона хутшӑнакансем малтан 2,5 километр чупса, унтан 1 километр ишсе, кӑштахран каллех 2,5 километр чупса ӑмӑртнӑ. Раҫҫейӗн спорт мастерӗ ята тата Пӗтӗм Раҫҫей категорийӗнчи судья ята тивӗҫнисене те паян чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шевле Антип Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |