Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗнче Финляндири Контиолахти поселокӗнче биатлон енӗпе 2017—2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, тапхӑрӗ пуҫланӗ. Унта Раҫҫей команди хутшӑнассине ӗнер «Спорт-Экспресс» кӑларӑм пӗлтернӗ. Вӑл хыпарта пирӗннисенчен кам каяссине пӗлтерменччӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах Тӗнче кубокӗн черетлӗ тапхӑрне хатӗрленме ҫак спортсменсене кӗртни паллӑ: хӗрарӑмсенчен — Татьяна Акимовӑна, Ульяна Кайшевӑна, Екатерина Юрлова-Перхта, Дарья Виролайнена, Виктория Сливкона, Светлана Мироновӑна; арҫынсенчен — Антон Бабикова, Матвей Елисеева, Евгений Гараничева, Александр Логинова, Антон Шипулина, Максим Цветкова. Аса илтерер, Чӑваш Енри Татьяна Акимова Кӑнтӑр Корейӑри хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти кӳлмекре авточупу иртӗ. Кун пирки ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Спортӑн ҫак тӗсне кӑмӑллакансем кӳлмеке нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пухӑнӗҫ. Ӑмӑртӑва 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, старта 11 сехет ҫурӑра тухӗҫ. Тупӑшӑва ахаль сериллӗ автомобильсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Малтанхи тӳлев – 3 пин тенкӗ. Студентсем валли – 1500 тенкӗ. Тепӗр эрнерен, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, пӑр ҫинчи авточупу енӗпе Раҫҫей Кубкӗн финалӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сар.ru сӑнӗ Паян, нарӑс 22-мӗшӗнче, Шупашкарти чукун ҫул ваксалӗнче Раҫҫей чысне хӗллехи Олимп вӑййисенче хӳтӗленӗ Татьяна Акимовӑна Чӑваш Енӗн спорт министерствин ӗҫченӗсем, тренерсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем кӗтсе илнӗ. «Кашни спортсмен Олимп вӑййисене хутшӑнма ӗмӗтленет. Телее, ӑнтӑлни пурнӑҫланчӗ. Ӑмӑртусем кӑмӑл-туйӑма ҫирӗплетрӗҫ. Хама халӗ хӑюллӑрах туятӑп. Кӑҫалхи вӑйӑсем урӑхларах иртрӗҫ пулин те эпир пӗтӗм вӑйран тупӑшрӑмӑр, мӗн пултарнӑ таран кӗрешрӗмӗр», — чунне уҫнӑ Татьяна Акимова пуйӑсран ансанах. Палӑртса хӑвармалла, спортсменка килӗнче вӑрах вӑхӑт пулмӗ, кӗҫех тӗнче кубокӗн чететлӗ тапхӑрне хутшанӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Финляндире пуҫланӗ. Пуш уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсенче вара тӗнче кубокӗн 9-мӗш тапхӑрӗ Тӗмен хулинче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче Кӑтӑр Корейӑри Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑннӑ Лана Прусаковӑна сумлӑ йышпа кӗтсе илнӗ. Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкар пики унта финала лекеймерӗ. Квалификаци суйлавӗнче трюк тунӑ чух йӑнӑшнине кура вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Финала чи вӑйлӑ 12 фристайлисткӑна суйласа илчӗҫ. Паян Шупашкарти чукун ҫул вокзалне хӑйне кӗтсе илме пухӑннӑ тӳре-шарапа журналиста вӑл йӑнӑшнишӗн куляннине пӗлтернӗ. Пирӗн ҫӗршывран спортӑн ҫак енӗпе тата тепӗр спортсмен, Анастасия Таталина, хутшӑннӑччӗ. Саккӑрмӗш кӑтартупа вӑл финала кӗрейрӗ. Ентешӗмӗр хӑйӗн пултарулӑхне Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ, Чӑваш Енӗн фристайл федерацийӗн ертӳҫи Никита Васильев патӗнче туптать. |
Спорт
![]() Чӑваш Енри биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова унчченхи ӑмӑрту тапхӑрӗнче хӑйне лайӑх енчен кӑтартнине пирӗнтен чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. Аса илтерер, 2016 ҫулта Тӗнче кубокӗ виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче спринтра вӑл ылтӑн медале тивӗҫнӗччӗ. 2017—2018 ҫулсенчи биатлон тапхӑрӗнче пирӗн ентешӗмӗре кӑна мар, Раҫҫей спортсменӗсене те ӑнмарӗ. Татьяна Акимова Кӑнтӑр Корейӑри Олимп вӑййисене хутшӑнчӗ. Масс-стартра тӑрса пенӗ чух вӑл пилӗк хутчен йӑнӑшрӗ. «Спорт-Экспресс» хаҫата панӑ интервьюра Татьяна тренерсене кӳренсе калаҫнӑ. Унчченхи тренера ылмаштарнӑшӑн вӑл пӑшӑрханнине палӑртнӑ. «Капла интервью хыҫҫӑн сезона Коноваловпа (Раҫҫейӗн биатлон командин аслӑ тренерӗ Сергей Коновалов. — Т.Т..) епле ӗҫлесе пӗтересшӗн?» — кӑсӑкланнӑ журналист. «Вӑхӑт кӑтартӗ», — хуравланӑ спорстменка. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Лана Прусакован Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкар пики Лана Прусакова Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑнма тивӗҫрӗ. Вӑл слоупстайл дисциплинӑра паян ирпе ӑмӑртнӑ. Лана Олимп вӑййисене пуҫласа хутшӑннине те палӑртмалла. Аса илтерер, ӑсталӑхне Л. Прусакова Никита Васильев тренер патӗнче туптать. Тренер та спортменкӑпа Пхенчхана кайнӑ. Паян ирпе иртнӗ квалификаци ӑмӑртӑвӗнче ентешӗмӗре финала лекме май килмен. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫей фристайлистки Анастасия Таталина саккӑрмӗш кӑтартупа финала кӗрейнӗ. Пирӗн Лана Прусаковӑн кӑтартӑвӗ — 14-мӗш. Финала вара 12 спортсмен ҫеҫ лекейрет. Швецинчи Эмма Дальстрём чи пысӑк балл — 91,40 — пухнӑ, Норвегинчи Тириль Шостад Кристиансенӑн — 89,00, ҫав ҫӗршыври Юханне Киллин — 87,80. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑнтӑр Корейӑри Олимпиада малалла пырать. Биатлона юратакансем паян хӗрарӑмсен масс-стартне пӑхса киленчӗҫ. Унта Чӑваш Ен спортсменки Татьяна Акимова та лекме пултарнӑ. Старта вӑл 22-мӗш номерпе тухрӗ. Пӗрремӗш пенӗ чух ентешӗмӗр кашни мишенех лектерсе старта 18-мӗш кайрӗ. Ӑнман самант пӗрремӗш хут тӑрса пенӗ чух сиксе тухрӗ. Спортсменка пилӗк хут персе пиллӗкӗшӗнче те йӑнӑшрӗ. Финиша Татьяна 6 минут та 9,4 ҫеккунт юлса чи кайран ҫитрӗ. Иртнӗ ӑмӑрту хыҫҫӑн журналистсемпе калаҫнӑ чух Татьяна Акимова наци командинчи тренерсем хӑйӗнпе сӑмахламаншӑн кӳреннине пӗлтернӗччӗ. Раҫҫейӗн биатлон командин аслӑ тренерӗ Сергей Коновалов та хутшӑну ҫителӗклех пулманнине йышӑннӑ. Кун пирки паян Пӗрремӗш каналпа масс-старта тӳрӗ эфирта кӑтартнӑ чух пӗлтерчӗҫ. |
Спорт
![]() Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалпа Олимп вӑййисенче иртекен слоупстайл ӑмӑртӑвне кӑтартӗҫ. Вӑл 3 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Финал вара ирхи 6 сехет ҫурӑра иртӗ. Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар пики Лана Прусакова, ски-слоупстайл дисциплинӑра ӑмӑртӗ. Вӑл Олимп вӑййисене пуҫласа хутшӑнать. Лана Никита Васильев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл та спортменкӑпа пӗрле Пхенчхана кайнӑ. Ҫак кунах Татьяна Акимова биатлонистка масс-старта хутшӑнать. Аса илтерер: вӑл унчченхи ӑмӑртура 15-мӗш пулнӑ. Масс-старта «Россия 1» телеканалпа нарӑсӑн 17-мӗшӗнче 14 сехет те 15 минутра курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Кӑнтӑр Корейӑра ҫак кунсенче иртекен Олимпиадӑна пирӗн ҫӗршыври тӑватӑ биатлонист — Ульяна Кайшева, Татьяна Акимова, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев — хутшӑннине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Аса илтерер, сумлӑ ҫак йышри Татьяна Акимова — Чӑвашран. Раҫҫейӗн биатлонистсен пӗрлештернӗ командин тренерӗсем пирӗн ентешӗмӗр патне пачах та шӑнкӑравламан иккен. Ҫакна вӑл паянхи ӑмӑрту хыҫҫӑн журналистсене пӗлтернӗ. Сӑмах — Олимпиадӑна кайма ирӗк паман тренерсем пирки. Ульяна Кайшеван тренерӗ урӑх-мӗн те, вӑл унпа калаҫать иккен. Анчах Татьяна Акимовӑпа тренерсем телефонпа пӗртте ҫыхӑнман. Чӑваш биатлонисткин Пхенчханри Олимпиадӑри кӑтартӑвӗ, сӑмах май, Ульяна Кайшевӑран аванрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Онлайн
Спорт
![]() Пхёнчханра паян Татьяна Акимовӑн тепӗр хут старта тухма тивӗ. Хальхинче харпӑр ӑмӑрту пулӗ. Финал. Вӑл 14:05 вӑхӑтра пуҫланмаллаччӗ (тӗнче тетелӗнчи онлайнсем ҫак вӑхӑта кӑтартнӑччӗ). Ӑмӑртӑва кӗҫнерникуна куҫарнӑ. Ҫапла май эпир хамӑр онлайна нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 11 сехетсенелле малалла тӑсӑпӑр. Эпир сире текстлӑ онлайнра ӑмӑртури самантсем пирки пӗлтерсе тӑрӑпӑр! Пирӗнпе пулсан хыпарсене эсир чи малтан пӗлме пултарайратӑр! Аçтахар Плотников12:51
Ҫакӑнпа хамӑр трансляцине вӗҫлетпӗр. Аçтахар Плотников12:49
Все, пур биатлонҫӑсем те чупса пӗтерчӗҫ. Чи япӑх лекекенни 10 хут тӗл лекеймен. Вӑл 87-меш вырӑнта. Аçтахар Плотников12:40
Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Ханна Эберг (Швеци) — пӗрремӗш, Анастасия Кузьмина — 2-мӗш, Лаура Дальмайер — 3-мӗш. Пирӗн Татьяна — 15-мӗш вырӑнта. Ульяна Кайшева — 23-мӗш. Аçтахар Плотников12:37
Лаура Дальмайер ҫавах та Анастасия Кузьминан вӑхӑтне ҫитереймерӗ. Хальлӗхе Анастасия — 2-меш, Лаура — 3-мӗш. Аçтахар Плотников12:32
Ханна Эберга ҫитекенни ку ӑмӑртура пулаймасть пуль теҫҫӗ-ха... Кузьмина медальлӗ пулӗ е ҫук — хальлӗхе паллӑ мар. Аçтахар Плотников12:29
Лаура Дальмайер тӑваттӑмӗш рубежра та пур мишене лектерчӗ. Ханна Эбергран 31 ҫеккунт кӑна кая юлса пырать. Аçтахар Плотников12:25
Татьяна Акимова финиша ҫитрӗ. Хальлӗхе унӑн 9-мӗш вырӑн. Чи кирли паян Татьянӑшӑн — масс-старта лекесси. Аçтахар Плотников12:23
Лаура Дальмайер (пасьюртра ҫӗнтернӗскер) виҫҫӗмӗш рубежра пӗтӗмпех лектерчӗ. Аçтахар Плотников12:17
Шел те, тӑваттӑмӗш рубежра Татьяна Акимова каллех пӗр мишене тивӗртеймерӗ. Ҫапла май ӑна 2 минут хушӗҫ. Аçтахар Плотников12:17
Ульяна Кайшевӑна 12-мӗш вырӑна антарчӗҫ. Аçтахар Плотников12:15
11 ҫурӑ километр иртнӗ хыҫҫӑн пирӗн Татьяна Акимова вӑхӑтпа 10-мӗш. Аçтахар Плотников12:13
Ульяна Кайшева финиша саккӑрмӗш ҫитрӗ. Аçтахар Плотников12:11
Пирӗн Татьяна виҫҫӗмӗш рубежа пӗтӗмпех лектерчӗ. Вӑл халь 12-мӗш вырӑнта. Аçтахар Плотников12:10
Ханна Эберг финиша ҫитрӗ. Вӑл Кузьминаран 25 ҫеккунт малта. Сӑмах май, Ханна кашни мишене лектерчӗ, 20-рен 20 тивӗртрӗ. Аçтахар Плотников12:07
Ульяна Кайшева тӑваттӑмӗш рубежра пур мишене те лектерчӗ. Хальлӗхе вӑл 8-мӗш. Аçтахар Плотников12:06
Иртнӗ пасьюртра мала тухнӑ Лаура Дальмайер пӗрремӗш рубежра пӗрре тӗл лекеймерӗ. Аçтахар Плотников12:02
Татьяна Акимовӑн хальлӗхе 16-мӗш вырӑн. Аçтахар Плотников12:01
Сӑмах май Анастасия Кузьмина (Словаки) финиша тухма ӗлкерчӗ. Халь ыттисем мӗнле тухасса кӗтмелле. Аçтахар Плотников12:00
Иккӗмӗш рубежра, шел те Татьяна пӗр мишене тивертеймерӗ. Ҫапла май ӑна пер минут хушса пачӗҫ. Аçтахар Плотников11:56
Пирӗн Акимова та старта тухрӗ. Пӗрремӗш рубежра вӑл пурте те тӗл лектерчӗ. Аçтахар Плотников11:54
Ханна Эберг 15-рен 15 тивӗртрӗ. Ҫапла май вал мала тухрӗ. Аçтахар Плотников11:52
Кузьмина тӑваттӑмӗш ребежа лайӑх иртрӗ, пурне те лектерчӗ. Ҫапла май ӑна, тен, медаль те лекме пултарӗ. Аçтахар Плотников11:48
Хотя Ханна Эберг та малти вырӑна тытса тӑраймарӗ, Дарья Домрачева лайӑх печӗ те мала тухрӗ. Аçтахар Плотников11:47
Ханна Эберг мала тухрӗ. Вӑл пӗтӗм мишене тӗл лектерчӗ. Кузьмина татах лекеймерӗ те малти вырӑна ҫухатрӗ. Кайшева 15-мӗш. Вӑл хальлӗхе иккӗ тӗл лекеймен. Аçтахар Плотников11:44
Хальлӗхе чи малта Кузьмина пырать. Ун хыҫҫӑн Эберг, Бендика, Новаковска. Аçтахар Плотников11:40
Дарья Дормачева хальлӗхе пиллӗкмӗш пырать. Кузьминаран 26 ҫеккунт юлса пырать. Аçтахар Плотников11:38
Ульяна Кайшева пӗрремӗш рубежа лайӑх персе иртрӗ, пурне те лектерчӗ. Аçтахар Плотников11:35
Тӑрса пенӗ чухне Анастасия Кузьмина пӗрре тӗл лекеймерӗ. Ӑна пӗр минут хушса пачӗҫ. Ҫавах вӑл хальлӗхе чи малта. Аçтахар Плотников11:30
Ульяна Кайшева (Раҫҫей), Дарья Дормачева (Беларуҫ) старта тухрӗҫ. Аçтахар Плотников11:28
Ольга Полторанина та Анастасия Кузьмина та кашни мишене тӗл лекрӗҫ, Марта Олсбу вара пӗрине лекеймерӗ. Аçтахар Плотников11:20
Анастасия Кузьмина та старта тухрӗ. Аçтахар Плотников11:18
Ольга Полторанина та Марта та ӑмӑртма пуҫларӗҫ. Аçтахар Плотников10:52
Ульяна Кайшева 25-мӗш старта тухӗ, пирӗн Татьяна — 52-мӗш ҫеҫ. Сӑмах май, Лаура Дальмайер, иртнӗ ӑмӑртура ылттӑн ҫӗнсе илнӗскер, 80-мӗш старта тухӗ. Аçтахар Плотников10:49
Итак, биатлон ӑмӑртӑвӗ ҫывӑх вӑхӑтра пуҫланать пулас. Аçтахар Плотников11:43
![]() Вӑйлӑ ҫиле пула Пхёнчханри ҫынсене урама тухма сӗнмен. Олимп паркӗнче сиенленме пултаракан конструкцисене пуҫтараҫҫӗ тет: sport.rbc.ru/news/5a83f3679a794768b771c0a4 (кунашкал ҫанталӑкра, паллах, нимӗнле биатлон пирки те сӑмах пыраймасть) Аçтахар Плотников10:58
Эх, паян сире хыпарласси пулмасть иккен. Вӑйлӑ ҫиле пула ӑмӑртӑва ырана куҫарнӑ тет. Арҫынсемпе пӗр кунхине ирттерӗҫ. Хӗрарӑмсем старта 11:15-ре тухӗҫ, арҫынӗсем — 14:30-та. Ну мӗнех, ыранччен вара. Аçтахар Плотников10:52
Ҫакнашкал уйрӑмлӑха пула ӑмӑртура кӗтмен самантсем те пулма пултарайраҫҫӗ. Калӑпӑр, малти вырӑна тухма пултараканни кая юлма пултарать. Сӑмах май, Пхёнчханри пемелли вырӑна тренерсем меллисен йышне кӗртмеҫҫӗ. Хӑваламалла ӑмӑртнӑ чухне те, сӑмахран, пӗрре те йӑнӑшман спортсменкӑсем пулмарӗҫ. Пирӗн Татьяна та ҫавна пулах тӑватӑ хутччен хушма ҫаврӑм чупрӗ. 20-мӗш вырӑнтан 31-мӗшне анса ларчӗ. Аçтахар Плотников10:45
Кӗскен харпӑр ӑмӑрту пирки каласа парар. Ӑна акӑлчанла каласан олдскул тесе хаклаҫҫӗ, чӑвашла вара «чи малтанхи», «никӗсри» тесе ӑнлантарса пама пулать. Ӑмӑртакансем старта уйрӑмшарӑн тухаҫҫӗ, мишене пӗрре тӑрса переҫҫӗ, тепре — выртса. Лекеймесен хушма ҫаврӑмсем тумаҫҫӗ, вӑхӑтне кӑна хушса параҫҫӗ. Пӗр минут. Ҫапла май тӗл лекесси питӗ пӗлтерӗшлӗ теҫҫӗ, ытти тӗсӗсемпе хакласа икӗ хут пӗлтерӗшлӗрех. Виҫҫӗ-тӑваттӑ лекмесен вӑл вӑхӑта хӑваласа ҫитме чи хӑварт чупакан биатлонҫӑсене те йывӑр. Аçтахар Плотников10:35
Онлайна хатӗрленнӗ май пирӗн сайтра унӑн биографийӗ ҫуккине асӑрхарӑмӑр. Хушрӑмӑр: chuvash.org/wiki/%D0%90%D0%BA%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D0%B2%D0%B0%20%D0%A2%D0%B0%D1%82%D1%8C%D1%8F%D0%BD%D0%B0%20%D0%A1%D0%B5%D1%80%D0%B3%D0%B5%D0%B5%D0%B2%D0%BD%D0%B0 Паллашма пултаратӑр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шевле Антип Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |