Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Никита Тӗнче хӑш республикӑсемпе облаҫсенче ҫул-йӗрпе ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑх пулнине палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 03.07.2019 11:14 | 2166 хут пӑхнӑ
Спорт

Чӑваш ҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче, хальхи вӑхӑтра Питӗре ҫитнӗскер (Финляндирен 150 ҫухрӑмра кӑна ларать), Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗ ҫине лекнӗ «Мировое кочевье» (чӑв. «Тӗнче тавра ҫаврӑнни») ҫулӑн пайне пӗтӗмлетнӗ. Ку самант тӗлне Никита ҫемьи (аса илтеретпӗр, ку ҫулҫӳреве Никита арӑмӗпе Аяран хӗрне илсе тухнӑ) 1500 ҫухрӑм патнелле кайнӑ. Вӗсен ҫулӗ сакӑр субъект — Чӑваш Ен, Мари Эл, Чулхула, Иваново, Кустӑрма, Ярославль тата Ленинград облаҫӗсем — урлӑ иртнӗ. Пӗр кун хушшинче иртнӗ чи вӑрӑм ҫул тӑршшӗ 77,8 ҫухрӑм пулать иккен.

Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвӗнче Никита ҫавӑн пекех ҫулсемпе ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне те хакланӑ. Чи япӑх ҫул пахалӑхӗ ун шучӗпе Ярославль облаҫӗнче. Мари Элте, Чулхулапа Кустӑрма облаҫӗсенче вара ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑххи. «Чулхула облаҫӗнчи пек ишӗлчӗк ял ҫурчӗсене эп Ҫӗпӗрте те асӑрхаман», — хӑй кӑмӑлне палӑртать чӑваш велоҫулҫӳревҫи. Аса илтеретпӗр, ҫулсене суйланӑ чухне Никита пысӑк автоҫулсенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ.

Сӑмах май, каян, урӑн 3-мӗшӗнче, Андриян Николаев чӑваш космонавтне асӑнса ҫулсерен иртекен велочупу пулӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ те Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вӗҫленӗ. Велочупӑва Андриян Николаев пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 15 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ.

#Кустӑрма облаҫӗ, #Чулхула облаҫӗ, #ҫул-йӗр, #Мари Эл, #велочупусем, #велосипедсем, #Ярославль облаҫӗ, #спорт, #Раҫҫейре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3806.06.7217
2019.07.04 17:42
Agabazar
Мĕн "Кустăрми" тата?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем