Спорт
![]() Сулахайри — Татьяна Акимова Ӗнер Кӑнтӑр Корейӑра Хӗллехи Олимпиада пуҫланчӗ. Пӗр ӑмӑрту тепринчен кӑсӑклӑрах. Ӗнер ирпе, сӑмахран, конькипе ярӑнакансен пултарулӑхне курса киленме май килчӗ. Паян, тӗслӗхрен, биатлонисткӑсем 7,5 километра старта тухрӗҫ. Тӗнчери чи маттур спортсменсем хушшинче пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова та пуррине черетлӗ хутчен кӑмӑлтан палӑртатпӑр. Олимпиадӑри биатлон спринтӗнче Татьяна Акимова тӗл пенипе палӑрчӗ. Кашни мишенех лектерме пултарчӗ вӑл. Финиша чи лайӑх 20 биатлонистка йышӗнче ҫитрӗ. Биатлон ӑмӑртӑвӗсем татах та пулӗҫ-ха. Унсӑр пуҫне пирӗн республикӑри тепӗр спортсмен, Лана Прусакова фристайлистка, слоуп-стайл енӗпе нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ӑмӑртӗ. Аса илтерер, Хӗллехи Олимпиадӑна чӑваш спортсменӗсем 42 ҫул хутшӑнман. 2014 ҫулта Сочире иртнӗ вӑййа Елена Муратова могулистка ҫеҫ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командипе кайнӑччӗ. |
Спорт
![]() Татьяна Акимова тата Лана Прусакова Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче хӗллехи Олимп вӑййисем иртмелле. Аса илтерер, унта Чӑваш Енри икӗ спортсмен хутшӑнӗ: Татьяна Акимова биатлонистка тата Лана Прусакова фристайлистка. Татьяна Акимова нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӗрарӑмсен спринтне хутшӑнӗ. Тупӑшу 13 сехет те 15 минутра пуҫланӗ. Биатлонисткӑсен 7,5 километра чупма тивӗ. Пӗрне-пӗри хӑваласа ҫитмелли ӑмӑртӑва хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче тухӗҫ, уйрӑм тупӑшӑва — нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, масс-старта — нарӑсӑн 17-мӗшӗнче. Слоуп-стайл ӑмӑртӑвӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче иртӗ. Унта Лана Прусакова хутшӑнӗ. Хӗллехи Олимпиадӑна чӑваш спортсменӗсем 42 ҫул хутшӑнман. 2014 ҫулта Сочире иртнӗ вӑййа Елена Муратова могулистка ҫеҫ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командипе кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ирина Юманова. mir-la.com сӑнӗ Раҫҫейри антидопинг агентстви чӑваш спортсменки Ирина Юманова допингпа усӑ курманнине тинех ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер, пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ спортсменка допингпа усӑ курнӑ тесе 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ, ҫавна май ӑна ӑмӑртусене хутшӑнма чарнӑччӗ. Ӗҫе 2012 тата 2014 ҫулсенчи гематологи кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвне кура пуҫарнӑ. Анализсене черетлӗ хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вара Ирина допингпа вуҫех айкашманни ҫирӗпленнӗ, юн кӑтартӑвӗсем япӑххи допингпа пачах ҫыхӑнман. Палӑртса хӑвармалла, Ирина Юманова — 2012 ҫулхи Тӗнче кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, 2013 ҫулта иртнӗ Универсиадӑн кӗмӗл призерӗ. Ӑмӑртусене хутшӑнма чарсан хастар спортсменка 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче урӑх спорта куҫрӗ, хӑйӗн ӑсталӑхне марафонсенче тата ҫурмамарафонсенче кӑтартма пуҫларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртекен хӗллехи Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен ятне икӗ спортсмен хӳтӗлӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хутӗнче Олимп вӑййисене хутшӑнма тӗнчере ят-сум ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова биатлонистка вӗҫӗ. Унсӑр пуҫне биатлон ӑмӑртӑвӗсене Ульяна Кайшева, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев хутшӑнӗҫ. Раҫҫейрен чи йышлӑн вара фристайлистсем ӑмӑртӗҫ. Пурӗ — 22 спортсмен. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Еншӗн вӑй виҫекен Лана Прусакова. Палӑртса хӑвармалла, хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнакансен списокне Раҫҫейри 169 спортсмен кӗнӗ, вӗсем Олимпиада медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн спортӑн 15 тӗсӗнче ӑмӑртӗҫ. Анчах пирӗн спортсменсен Раҫҫей ялавне вӗлкӗштерме май пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Лана Прусакова (сулахайри) Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, Ҫамрӑксен 2016 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионки, Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗ, 17-ри Лана Прусакова слоупстайл енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче ӗнер финала лекнӗ. Америкӑри Лейк-Плэсид ялӗнче пыракан ӑмӑртӑвӑн квалификаци тапхӑрӗнче вӑл ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анчах финалта, шел те, ентешӗмӗр ҫӗнтереймен. Йӗлтӗр акробатики енӗпе Лана Прусакова квалификаци суйлавӗнче 87,66 балл пухнӑ. Ытти фристайлисткӑпа танлаштарсан ҫакӑ — чи лайӑх кӑтарту. Тӗнче кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче Лана Прусакова хальлӗхе 11-мӗш вырӑн йышӑнать. Фристайлист-арҫынсенчен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче Раҫҫей спортсменӗ Максим Буров мала тухнӑ. Вӑл «Хрусталь глобуса» ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка масс-стартри финишра Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн 6-мӗш тапхӑрӗ масс-стартпа вӗҫленчӗ. Маларах хӗрарӑмсем старта тухрӗҫ, хальтерех кӑна арҫынсем чупрӗҫ. Италири Антхольц провинцийӗнче иртекен черетлӗ тапхӑрӑн юлашки ӑмӑртӑвне пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимовӑ лекеймӗ тесе эпир паян ирпе пӗлтернӗччӗ те, анчах чӑваш биатлонистки унта ӑмӑртрӗ-ӑмӑртрех. Аса илтерер, Тӗнче кубокӗнче топ-25-е лекнисем тата кубокӑн черетлӗ тапхӑрӗнче нумай очко пухнӑ 5 спортсмен ҫеҫ масс-стартра тупӑшайраҫҫӗ. Татьяна пӗтӗмӗшле зачетра 28-мӗш ҫеҫ пулин те малти виҫҫӗшӗ ӑмӑртманнине пула масс-старта лекрӗ. Анчах вӑл пӗрремӗш хут выртса пенӗ чухнех виҫӗ хутчен йӑнӑшса кая юлса кайрӗ. Кайран та ӑнмарӗ ӑна. Пӗрремӗш хут тӑрса пенӗ чух ҫеҫ пуринче те тӗл лектерчӗ вӑл. «Дистанцирен тухмалла ҫеҫ», — пӗр-икӗ хут ҫапла каларӗ Дмитрий Губерниев комментатор. Пирӗн ентешӗмӗр пӗрех парӑнмарӗ, пӗрремӗш пыракан спортсменкӑран 6 минут ытла юлнине, пуринчен кайран ҫитессине пӑхмасӑрах чӑн-чӑн спортсмен евӗр финиша чупрӗ. Масс-стартра Раҫҫей хӗрӗсем пулнӑ икӗ спортсменка малти икӗ вырӑна йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ: Беларуҫри Дарья Домрачева — пӗремӗш, Антон Шипулин аппӑшӗ, икӗ ача амӑшӗ, Словак республикинче пурӑнакан Анастасия Кузьмина — иккӗмӗш. |
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Биатлона юратакансем ҫак кунсенче Италири Антхольц провинцийӗнче иртекен Тӗнче кубокӗн 6-мӗш тапхӑрне телеэкран умӗнчен пӑрӑнмасӑр пӑхаҫҫӗ. Ӗнер арҫын тата хӗрарӑм биатлонистсем пасьютра (старта спринт хыҫҫӑнхи кӑтарту тӑрӑх тӗрлӗ вӑхӑтра тухса пӗр-пӗрне хӑваласа ҫитмелле тупӑшни) ӑмӑртрӗҫ. Тӗнче кубокӗнче топ-25-е лекнисем тата кубокӑн черетлӗ тапхӑрӗнче нумай очко пухнӑ 5 спортсмен масс-стартра тупӑшаҫҫӗ. Пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова та унта лекнӗ. Пенӗ чухне вӑл ӗнер пӗтӗмпе 5 хутчен тӗл лектереймерӗ, ҫав шутран иккӗшӗнче выртса пенӗ чух йӑнӑшрӗ. Тӗнче кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче Татьяна Акимова 28-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен ӑмӑртӑвӗ 14 сехет те 20 минутра пуҫланӗ. |
Спорт
![]() Шупашкарти Роман Ефимов Ухӑран перессипе иртнӗ хӗллехи Раҫҫей кубокӗнче «кӗмӗл» медаль ҫӗнсе илнӗ. Унта 30 ытла регионти 73 спортсмен хутшӑннӑ. 17-ри маттур каччи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӑмӑртӑвӑн паянхи кунӗнче лайӑх пенипе палӑрнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Романӑн Ухӑҫӑсен пӗтӗм тӗнчери турнирне хутшӑнма тивӗ. Тепӗр виҫӗ кунтан Раҫҫейӗн чемпионачӗпе первенстви иртӗ. Унта вӑл каясси хальлӗхе паллӑ мар, мӗншӗн тесен республикӑн Спорт министерстви кун пирки пӗлтермен. Роман Ефимов Ирина Солдатова ячӗллӗ сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе ӑсталӑха туптаттаракан олимп резервӗн шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗ — Максим Яриков. Роман Ефимов – ухӑран перессипе Раҫҫей спорт мастерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклистсем тупӑшнӑ. Мотокросс валли ятарлӑ ҫул хатӗрленӗ. Ӑмӑрту кӑҫалхипе пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ иртет. Хӗллехи мотокроса тӗрлӗ регионти: Самар, Чӗмпӗр, Киров облаҫӗсенчи, Тутарстанри, Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи тата Чӑваш Енри тӑватӑ ытла теҫетке спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем тимӗр ута пӑрлӑ ҫул ҫинче те ҫӑмӑллӑн парӑнтарма пултарнине кӑтартса панӑ. Мотокросс ветеранӗсем те, куракансем те ӑмӑртупа чунтан киленнине, тупӑшу илемлӗ те асра юлмалла иртнине палӑртнӑ. Сӑмах май, ӗнерпе паян пирӗн республикӑра спортпа туслӑ ҫемьесемпе ветерансен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртмеллеччӗ. Анчах йӗлтӗр ҫулӗ пӑрлаккине кура ӑна каярах йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Енри биатлон центрӗ кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хальхи вӑхӑтра кубокӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ иртет. Ӗнер Германинчи Оберхофра хӗрарӑмсем спринта чупрӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче те комментатор Чӑваш Енри биатлон центрӗ пирки аса илчӗ. Анчах вӑл хальхинче строительсене ӳпкелерӗ. Тӗрӗссипе чӑрмавӗ — ҫӗрте. РФ харпӑрлӑхӗнчи вӑрманпа усӑ курма Раҫҫей Правительстви ирӗк пани кирлӗ пулнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӗре Шупашкарти олимп резервӗллӗ 2-мӗш спорт шкулӗн харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |