Спорт
![]() Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен Италири Турине хулинче Ветерансен Европӑри IV вӑййисем иртнӗ. Унта «Мастерс» категорири 6 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енри ҫын та пулнӑ. Спортсменсене ӑмӑртма 20-е яхӑн спорт объектне хатӗрленӗ. Ветерансем вӗсенче спортӑн 29 енӗпе наградӑсемшӗн ӑмӑртнӑ. Европӑри тата ытти континентри вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсен йышӗнче пирӗн тӑрӑхри Николай Иванов пулнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын 47 ҫӗршыври 1084 спортсмен хушшинче ӑмӑртнӑ. 60 ҫултан аслӑрах спортсменсем хушшинче вӑл 10 тата 21 километра чупса кӗмӗл медальсене, 5 километра тупӑшса «бронзӑна» тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӑмӑл атлетика енӗпе 101-мӗш чемпионат та Шупашкарта иртес шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Юрий Борзаковский Шупашкарта пӗлтернӗ. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче черетлӗ сезонти календарь те пулнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ӑмӑртӑва йышӑнас шанчӑк икӗ хулан пур: Хусанӑн тата Шупашкарӑн. «Чемпионата ӑҫта ирттерессине президиумӗн кӗрхи ларӑвӗнче татса парӑпӑр, – тенӗ Юрий Борзаковский. – Турнир е Шупашкарта иртӗ, е Хусанта. Хальлӗхе Шупашкар пирки шухӑшлатпӑр». Шупашкарта турнир кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Унччен Раҫҫей чемпионатне ҫӑмӑл атлетсем Чӑваш Ен тӗп хулине 2002, 2009, 2011, 2012, 2015 тата 2016 ҫулсенче пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вера Васильева Утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Ӗнер ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Вера Васильева, тӗрӗссипе, ӑмӑртӑвӑн малтанхи кунӗнчех палӑрнӑ-ха. 800 метрлӑ дистанцире вӑл финала кӗме пултарнӑ. Ӗнер Чӑваш Ен хӗрӗ ҫав дистанцире кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вера Васильева — олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗн тата Ардалион Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанници. Пултарулӑха вӑл Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валентина Давалова патӗнче туптать. Паян Вера Васильева 1500 метра чупӗ. Шупашкарти чемпионата, сӑмах май, ҫӗршывӑн 72 регионӗнчи спорстменсем килсе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Анжелика Сидорова Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗн иккӗмӗш кунӗ ӗнер хыҫа юлчӗ. Раҫҫейӗн 72 регионӗнчен килсе ҫитнӗ спорстменсем тӑватӑ кунта медальсен 40 комплекчӗшӗн ӑмӑртӗҫ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Анжелика Сидорова хӑйӗн унчченхи рекордне ҫӗнетме пултарнӑ. Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекенскер 4 метр та 86 сантиметра ҫӗннӗ. Ку кӑтартупа вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Анжелика Сидорова — Европа чемпионки, тӗнчен икӗ хут вице-чемпионки. Раҫҫейри стартсенче Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи рекорда та спорстменка Шупашкарта тунӑ. 2016 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ вӑхӑтӗнче вӑл 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне сикнӗ. Раҫҫей чемпионатӗнчи «ылтӑна» Анжелика Сидорова ӗнерхине шута илсен пурӗ тӑватӑ хут ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Андрей Карзанов Шупашкарти регби-клуб пайташне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине йышӑннӑ. Сӑмах Андрей Карзанов пирки пырать. Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов — Шупашкарти «Молот» регби-клуб пайташӗ. Халӗ вӑл «Локомотив – Пенза» профессилле регбол дружининче вылять. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине илнӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче нацин пӗрлештернӗ команди Европа чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче ӑмӑртнӑ. Ӑмӑрту Польшӑри Лодзь хулинче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв команди унта тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Регбол енӗпе вӑл Чӑваш Енри ӑста спорстменсенчен пӗри пулнӑ. Халӗ вӑл — «Регби-7» йышӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменки Испанире иртнӗ пӗтӗм тӗнче турнирӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Мадрид хулинче утӑ уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ. Спорт кӗрешӗвӗнче вӑй виҫме 24 ҫӗршыври 300 ытла спортсмен пухӑннӑ. Спортсменсем виҫӗ енлӗ кӗрешӳре вӑй виҫнӗ: ирӗклӗ, грек-рим, хӗрарӑмсен. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 6 ылтӑн тата 3 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ Вероника Чумикова та пухмача медальпе пуянлатнӑ. Вӑл 57 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Индири Дханду Пооха спортсменкӑпа вӑй виҫнӗ, ӑна ҫӗнсе ылтӑн медаль илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Елена Зайковская Чӑваш Ен спортсменки, В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн воспитанници Елена Зайковская киокусинкай енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Болгаринчи Варна хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва спортсменсем ӗнер пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 16 ҫӗршыври 400 ытла спортсмен пулнӑ. Турнирта 14-15 ҫулсенчи ачасем, 16-17 ҫулсенчи юниорсем, 18-21 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫнӗ. Аслӑ ушкӑнри ӑмӑртӑва Чӑваш Ен пики хутшӑннӑ. Вӑл — Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская. Елена Алексей Нягин тренер патӗнче пултарулӑха туптать. Варнари ӑмӑртура Чӑваш Енри хӗр 65 килограмран йывӑртарах виҫере кӗрешнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская ылтӑн медале тата ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн спорт министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Шелтукова асӑнса паян Шупашкарти маунтинбайк центрӗнче йывӑр атлетика енӗпе республика турнирӗ иртнӗ. РФ физкультурӑпа спорт отличникӗ, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ усал чире пула пурнӑҫран пӗлтӗр уйрӑлнӑччӗ. Ун чухне вӑл 47-ре пулнӑ. Сергей Шелтукова асӑнса паян республика шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту ирттернӗ. Йывӑр атлетсем медальсен 20 комплектне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртура пулнӑ Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗкри, Етӗрнери, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти атлетсем уйрӑмах палӑрнӑ. Яна Мохина, Ирина Баймулкина, Наталья Шайманова, Александра Козлова, Анатолий Иноходов, Андрей Портнов тата ыттисем хӑйсен виҫисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш ҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче, хальхи вӑхӑтра Питӗре ҫитнӗскер (Финляндирен 150 ҫухрӑмра кӑна ларать), Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗ ҫине лекнӗ «Мировое кочевье» (чӑв. «Тӗнче тавра ҫаврӑнни») ҫулӑн пайне пӗтӗмлетнӗ. Ку самант тӗлне Никита ҫемьи (аса илтеретпӗр, ку ҫулҫӳреве Никита арӑмӗпе Аяран хӗрне илсе тухнӑ) 1500 ҫухрӑм патнелле кайнӑ. Вӗсен ҫулӗ сакӑр субъект — Чӑваш Ен, Мари Эл, Чулхула, Иваново, Кустӑрма, Ярославль тата Ленинград облаҫӗсем — урлӑ иртнӗ. Пӗр кун хушшинче иртнӗ чи вӑрӑм ҫул тӑршшӗ 77,8 ҫухрӑм пулать иккен. Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвӗнче Никита ҫавӑн пекех ҫулсемпе ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне те хакланӑ. Чи япӑх ҫул пахалӑхӗ ун шучӗпе Ярославль облаҫӗнче. Мари Элте, Чулхулапа Кустӑрма облаҫӗсенче вара ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑххи. «Чулхула облаҫӗнчи пек ишӗлчӗк ял ҫурчӗсене эп Ҫӗпӗрте те асӑрхаман», — хӑй кӑмӑлне палӑртать чӑваш велоҫулҫӳревҫи. Аса илтеретпӗр, ҫулсене суйланӑ чухне Никита пысӑк автоҫулсенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Сӑмах май, каян, урӑн 3-мӗшӗнче, Андриян Николаев чӑваш космонавтне асӑнса ҫулсерен иртекен велочупу пулӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ те Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Минскра Европа вӑййисем иртнӗ. 10 кунра Раҫҫей спортсменӗсем 109 медаль ҫӗнсе илнӗ. Пухмача Чӑваш Ен спортсменӗсем те медальсемпе пуянлатнӑ. Чи пӗрремӗш кунхине Елена Бондарева самбора кӗрешсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Спорт гимнастикин ӑмӑртӑвӗнче чӑваш спортсменӗ Владислав Поляшов финала тухнӑ, унта пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн тепӗр спортсменки Мария Кузнецова та пӑхӑр медальпе савӑнтарнӑ. Вӑл спорт кӗрешӗвӗнче вӑй виҫнӗ. Палӑртса хӑвармалла: ҫитес Европа вӑййисем 2023 ҫулта Польшӑри Краков хулинче иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |