Спорт
![]() Чӑваш Енри Кире спорчӗн федерацийӗ «100 подъёмов гири к столетию Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫӗрҫуллӑхӗ тӗлне кире пуканне 100 хут йӑтасси) ятпа онлайн-акци пуҫарнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче йӗркеленӗ. «Кире спорчӗ – халӑхра сарӑлнӑ спорт енӗсенчен пӗри. Кире пуканне йӑтакансем Республика кунне чылай ҫул хастар хутшӑннӑ. Кӑҫал, шел пулин те, палӑртнӑ мероприятисене ирттереймерӗмӗр. Ҫапах та онлайн-акци йӗркелес терӗмӗр», — тенӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, республикӑн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ, рекордне Гиннес кӗнекинче ҫырса хунӑ Борис Глинкин. Онлайн-акцие хамӑр республикӑри спортсменсем ҫеҫ мар, Киров, Иваново, Мускав, Чулхула, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи спорстменсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Видероликсене gbn1961@mail.ru электрон почтӑпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн спорт аэробикин федерацийӗ 4 ҫултан пуҫласа 90-а ҫитичченхисене спортӑн ҫак енӗпе туслаштарма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл ятарлӑ проект ҫырса хатӗрленӗ. Унпа Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. Асӑннӑ федерацие Мускавран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа парӗҫ. «Кӗмӗле» «Аэробика – это просто! От 4-х до 90-а!» (чӑв. Аэробика — вӑл ансат! 4-ран пуҫласа 90-а ҫитиччен!) проекта пурнӑҫлама тӑкаклӗҫ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче тата Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗсенчи ялсенче аэробика занятийӗсем, семинарсем, ӑсталӑх сехечӗсем, «Ҫӑлтӑрпа зарядкӑсем», спорт фестивалӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансенчен пуҫласа шур сухалсем таран хутшӑнайӗҫ. Сывлӑх тата кӑмӑл пулсан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Юлашки вӑхӑтра пирӗн биатлон ҫӑлтӑрӗ Таня Акимова пирки нумай сас-хура ҫӳрет. Пӗрисем вӑл спорт гражданствине улӑштарасшӑн, Беларуҫшӑн ӑмӑртӗ тесе ҫыраҫҫӗ, теприсем – Болгаришӗн теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем спорт карьерине вӗҫленине хыпарлаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра. Ҫакна Татьяна Акимовӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин анлӑ списокне кӗртменнипе сӑлтавлать вӑл. Михаил Вансяцкий спортсменкӑпа ҫыхӑннине Фейсбукра пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр Беларуҫшӑн та, Болгаришӗн те ӑмӑртмӗ. Ун пирки вӑл никампа та сӑмах хускатман. Хальлӗхе. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗсемпе те калаҫу пулман. Ҫапах та Татьяна Акимова биатлонистка ӑмӑртма ҫине тӑрса хӑй тӗллӗн кунне икӗ хутчен хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Раҫҫей умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Алина Ивановӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех уйӑхсерен 3300 тенкӗ пособи парса тӑрӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Алина Иванова хӑварт утассинче тата марафон чупӑвӗнче ӑста специалист. Вӑл Раҫҫей, тӗнче, Европа шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче чылай хутчен палӑрнӑ. Спортран кайсан вӑл тренер ӗҫне кӳлӗннӗ. Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулне нумай ҫул ертсе пырать. Алина Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шахаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл 51 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе чемпионатне авӑн уйӑхӗн ҫуррине куҫарнӑ. Ку хыпара Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ. 101-мӗш ӑмӑрту, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртмелле пулнӑ. Кӑшӑлвирус тӗнчере ҫеҫ мар, Раҫҫейпе Чӑваш Енре те алхасни ӑмӑртӑвӑн графикне те пырса тиврӗ. Шупашкарта Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӑн датине куҫарас йышӑнӑва Ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ йышӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче хӑвӑрт утакансен Раҫҫей чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне те ирттересшӗн. Ку ӑмӑртӑва ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта йӗркелеме палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен Спорт министерстви Сывлӑх кунӗсене чи лайӑх ирттерекен районсене, ял тӑрӑхӗсене, организацисене, микрорайонсене, сооруженисене, асра юлмалли мероприятисене палӑртнӑ. Ӗҫе вӗсем иртнӗ ҫула тишкерсе хакланӑ. Конкурса пурӗ 50-а яхӑн материал тӑратнӑ. Ял тӑрӑхӗсенчен Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ, Красноармейски районӗнчи Красноармейски, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗ мала тухнӑ. Лауреатсен ятне Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тата Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗсем, Канашри «БАМ микрорайон», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ. Районсенчен Вӑрмар, Елчӗк, Шупашкар районӗсем ҫӗнтернӗ. Патӑрьел районне ЧР Спорт министерствин лауреат тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Анжелика Сидорова Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, тӗнче шайне тухма пултарнӑ спортсмена, Анжелика Сидоровӑна, Швейцарие йыхравланӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври Лозанна хулинче тӗнче шайӗнчи турнир пулмалла. Шӑчӑпа сиксе тӗнче чемпионӗ ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗре ҫав ӑмӑртӑва чӗннӗ. Спорт мероприятийӗ авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, Анжелика Сидорова ӑмӑртусене Мускав тата Чӑваш Ен ячӗпе хутшӑнать. Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 2020 ҫулхи ӑмӑртусен ҫӗнетнӗ календарьне пичетленӗ. Ӑна тӗнчере кӑшӑлвирус алхаснине кура йӗркелеме тивнӗ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Швейцарири Лозанна хулинчи Бриллиант лигӑн тапхӑрӗсенчен пӗри иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Паян вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницине кӑсӑклӑ пӗр видеоролик вырнаҫтарнӑ. Унта республика ертӳҫи республикӑри МИХсенчен пӗрин футболкине тӑхӑннӑ, аллине — боксерсен перчеткине. Видеоролика ӑнлантарса ҫырнинче Олег Николаев #УдарпоКоронавирусу (чӑв. #Кӑшӑлвирусаҫапни) челленджа хутшӑннине уҫӑмлатнӑ. Акцие Олег Алексеевич бокс енӗпе тӗнче чемпионӗнчен Григорий Дроздран йышӑннӑ. «Канмалли кун спортпа аппаланма лайӑх сӑлтав. Эстафетӑна бокс енӗпе тӗнче чемпионне тата Патшалӑх Думинчи хамӑн ӗҫтешӗме Дмитрий Пирога паратӑп», — ҫырнӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри спортсменка ирӗклӗ кӗрешӳре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшан премие тивӗҫнӗ. Мария Кузнецова тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче те маттурлӑхне кӑтартнӑ. Мария нарӑс уйӑхӗнче Италире спорт кӗрешӗвӗ енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ҫитӗнӗвӗсене кура ЧР Правительстви ӑна преми пама йышӑннӑ. Мария Кузнецовӑна 50 пин тенкӗ преми парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен, 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен, 6500 тенкӗ парса тӑрӗҫ. Унӑн тренерӗ Ольга Смирнова та премие тивӗҫнӗ. Ӑна 25 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкар арҫынни, велочупуҫӑ, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 141 ҫухрӑма 3 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ. Велоспорт енӗпе ӑмӑрту пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Португалире иртнӗ. Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ Александр Григорьев финиша виҫҫӗмӗш ҫитсе пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ҫӗршыври чи вӑйлӑ велочупуҫӑсем хутшӑннӑ, вӗсем 7 ҫаврӑм чупнӑ, пӗтӗмпе – 141 ҫухрӑм. Палӑртмалла: Александр Григорьев Олимп резервӗсен Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |