Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Беларуҫра хӑвӑрт утас енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Виктор Семенов тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ. Виктор Семенов – ШӖМ ветеранӗ, вӑл 72 ҫулта. Отставкӑри милици полковникӗ ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗнче 5 пин километра чупса тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ. Финиша 26 минут та 27,96 ҫеккунтра ҫитнӗ. Вӑл 70-74 ҫулсенчи спортсменсемпе тупӑшса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Виктор Семеновӑн медальсемпе кубоксем нумай. Вӑл 1976 ҫулта Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, пӗлтӗр Мускавра ветерансен хушшинче иртнӗ чемпионатра тӗп триумфатор пулса тӑнӑ, 3 пин ҫухрӑмлӑ дистанцире рекорд лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян Токио хулинче иртекен Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова финалта тупӑшнӑ. Питӗ маттур вӑл! Кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ылтӑн медаль валли кӑшт ҫеҫ ҫитеймен. Малтан Анжелика 4,70 метр ҫӳллӗшне шӑчӑпа сикнӗ. Унтан 4,80, 4,90… 4 метр та 95 сантиметра, шел те, сикеймен. Ҫапла вӑл ылтӑн медале илеймен, 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Пӗрремӗшӗнче – Америкӑри Кэти Наджеотт. Палӑртмалла: кӑҫалхи Олимп вӑййисенче Анжелика Сидорова ҫӗнсе илнӗ «кӗмӗл» ҫӑмӑл атлетикӑра пӗрремӗш медаль пулнӑ. Аса илтерер: спортсменка 2019 ҫулта тӗнче чемпионатӗнче 9,95 метра сикнӗ. Анчах хальхинче ӑна ӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри 19 ҫулти Денис Рощупкина ҫӗршывӑн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ юниорсен командине кӗртнӗ. Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсмен ҫурла уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Чехири Нове-Место хулинче иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Нумаях пулмасть вӑл Рыбинск хулинче иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Шӑпах ҫавӑнти кӑтартусене шута илсе ӑна пӗрлештернӗ командӑна кӗртнӗ. Денис виҫӗ чупура та чи вӑйлӑ 10 спортсмен йышне лекнӗ. Вӑл масс-стартра финиша 4-мӗш ҫитнӗ, спринтра вара – 7-мӗш. Суперспринтра вара 6-мӗш вырӑнта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() odisseya-nn.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫулсерен Регионсен хушшинчи наци кухнисен «Тарватлӑ Чӑваш Ен» фестиваль иртет. Унта кафесемпе ресторансем хутшӑнаҫҫӗ, хӑнасене чӑвашсен апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ. Фестиваль чылай ресторанпа кафене хавахалантарнӑ. Нумайӑшӗ чӑвашсен апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен хӑш-пӗр кафе-ресторанра наци апатне ҫиме май пур. Фестивале Шупашкарти кӑна мар, хӑш-пӗр районти кафесем те хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова Олимп вӑййисенче шӑчӑпа сикессинче ӑмӑртса финала тухнӑ. Квалификаци ӑмӑртӑвӗ пынӑ чухне ҫумӑр чашлаттарса ҫунӑ. Ҫавӑнпа тупӑшӑва вӑхӑтлӑха чарса лартма тивнӗ. Судьясем финала 12 мар, 15 спортсмена илме йышӑннӑ. Кун валли 4,55 метр ҫеҫ сикмелле пулнӑ. Анжелика вара пӗрре сиксех ӑна ҫӗннӗ. Палӑртмалла: вӑл 2019 ҫулта 4,95 метр сиксе ылтӑн медаль илнӗ. Финал ҫурлан 5-мӗшӗнче 13 сехет те 20 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Токиора ҫак кунсенче Олимпиада иртнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗ—авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗсенче Токиора XVI ҫуллахи паралимп вӑййисем иртӗҫ. Чӑваш Енрен унта пилӗк спортсмен хутшӑнӗ: Елена Иванова, Сергей Бирюков, Денис Гаврилов ҫӑмӑл атлетсем, Сергей Иванов ертсе пыракан спортсмен тата Татьяна Гуреева парабадминтонистка. Японин тӗп хулине пирӗн ҫӗршывран 241 Раҫҫей спортсменӗ тухса кайӗ, ҫав шутра тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем — 90-ӑн, тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем — 94-ӑн. Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енри 4 спортсмен тивӗҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: спорт гимнастики енӗпе — Владислав Поляшов тата Елена Герасимова, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе — Сергей Козырев, шӑчӑпа сикессипе — Анжелика Сидорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Владислав Поляшов гимнаст Шупашкара таврӑннӑ. Уншӑн ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш Токиора медаль илеймен. Шупашкара вӑл ӗнер таврӑннӑ. Аэропортра ӑна тӑванӗсем, тусӗсем, журналистсем кӗтсе илнӗ. Спортсмен палӑртнӑ тӑрӑх, финала лекме кӑшт ҫеҫ ӑсталӑх ҫитеймен. Ку кулянмалли сӑлтав мар, пачах тепӗр мар, ҫанӑ тавӑрса малалла ӗҫлеме хистет. Владислав кӗҫех Данире иртекен тӗнче чемпионатне хатӗрленме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри урхамах, Зов Предков ятлӑскер, Тутарстанра иртнӗ ӑмӑртура Элита парнине ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, ҫак урхамахӑн пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар ку. Ӑмӑрту Хусанта утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршыври лашасем хутшӑннӑ. Элита парни – аслӑрах лашасен сумлӑ награди. Шӑпах ӑна Зов Предков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ытти лашасен хушшинче чи вӑйли пулнӑ. Зов Предков В.И.Чапаев ячӗллӗ Чӑваш лаша савутӗнче 2016 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫуралсанах вӑл уксахланӑ. Тухтӑрсем пулӑшнипе вӑл сывалнӑ, халӗ ав мӗнлерех ҫитӗнӳсем тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисене хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ спортсменсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Преми виҫи виҫӗ хутчен ӳснӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Ылтӑн медальшӗн халӗ 1 млн мар, 3 млн тенкӗ параҫҫӗ. Кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменсене 1,2 млн тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Пӑхӑр медальшӗн 900 пин тенкӗ илейӗҫ. Вӗсен тренерӗсене ҫак премисен ҫуррине парӗҫ. Аса илтерер: Японири Токио хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене Чӑваш Енрен Владислав Поляшов, Елена Герасимова, Сергей Козырев тата Анжелика Сидорова хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Владислав Поляшов. Кӗҫех Японири Токио хулинче Олимп вӑййисем пусланӗҫ. Ӑмӑртусем утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытӑнса ҫурлан 8-мӗшӗччен пырӗҫ. Чӑваш Енрен унта тӑватӑ спортсмен хутшӑнӗ. Спорт гимнастики енӗпе пӗрлештернӗ командӑна пирӗн республикӑри икӗ спортсмен лекнӗ. Унашкалли ку таранччен пулман. Командӑра Владислав Поляшов тата Елена Герасимова пулӗҫ. Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Олимп вӑййисенче Сергей Козырев вӑй виҫӗ. Елена Герасимова та, вӑл та унашкал тупӑшусене пӗрремӗш хут кайӗҫ. Анжелика Сидорова та ку таранччен Олимп вӑййисенче пулман. Вӑл шӑчӑпа сиксе ӑмӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |