Республикӑра
![]() 9111.ru сайтри сӑн Пульницӑра ӗҫлекен тирпейлӳҫӗ патне палламан ҫын шӑнкӑравласа сим-карттӑн килӗшӗвне тӑсмалли пирки пӗлтернӗ. 59 ҫулти хӗрарӑм ӗненнӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Палламан ҫын ӑна килӗшӗве дистанци мелӗпех тӑсма сӗннӗ. Ҫапла вӑл смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Вӑл вара Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗмелли пароль пулнӑ. Унтан хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫисем», «банк ӗҫченӗсем» шӑнкӑравланӑ, кредитсем илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла вӑл 1 миллион та 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vyvoz-piter.ru сайтри сӑн Ӗнер ҫутҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов Тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Егоровпа брифинг ирттернӗ. Унта ҫӳп-ҫапа илсе тухмалли тариф ҫинчен калаҫнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви ҫӗнӗ нормативсем йышӑнать, ҫавна май ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн хак улшӑнать. Унччен ял ҫыннисем 57,23 тенкӗ тӳленӗ, хула ҫыннисем – 71,81 тенкӗ. Малашне, утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем /ялтисем те, хуларисем те/ 52,02 тенкӗ тӳлӗҫ. Хулара харпӑр ҫуртра пурӑнакансен – 60,67 тенкӗ, ялта харпӑр ҫуртра пурӑнакансен 57,23 тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Республикӑри виҫӗ муниципалитет округӗнче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне Улатӑр, Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 5-мӗш класӗ вӑйра. Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав округӗсенче тата Шупашкар хулинче пушар тухас хӑрушлӑхӑн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа асӑрханма ыйтаҫҫӗ: типӗ курӑк ҫунма, ҫынран килмен сӑлтава пула пушар тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комсомольски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана унччен Тӑвай округӗн прокурорӗ пулнӑ юстицин аслӑ канашҫи Александр Данилов йышӑннӑ. Александр Сергеевич 1978 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. И.Н.Улянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтерсен Куславкка районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Кайран тӗрлӗ вырӑнта вӑй хунӑ. 2019 ҫултанпа вӑл Тӑвай районӗн прокурорӗ пулнӑ. Аса илтерер: ӗнер Куславкка тата Тӑвай округӗсенче ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олег Васильев Раҫҫей тӗп прокурорӗ Куславкка тата Тӑвай округӗсен прокурорӗсене ҫирӗплетнӗ. Куславкка тӑрӑхӗнче юстицин аслӑ канашҫи Владимир Николаев ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл – Вӑрнар тӑрӑхӗнчен. Чӑваш транспорт прокурорӗн, Тӑвай, Комсоольски районӗсен прокурорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2019 ҫултан пуҫласа Шӑмӑршӑ районӗн прокурорӗ пулнӑ. Тӑвай округӗн прокурорӗнче юстицин аслӑ канашҫи Олег Васильев ӗҫлӗ. 2019 ҫултан пуҫласа паянччен вӑл Комсомольски округӗн прокурорӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" хаҫатри сӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарасси пирки асӑрхаттарса смс-ҫырусем ярать. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ав пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Кӑнтӑрла 12 сехет те 40 минутра Ҫӗньялта пӑр самай ӳкнӗ. Ҫакна ҫынсем ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи Кутеснерти шкул Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин лейтенанчӗ А.Н. Николаев ячӗпе хисепленсе тӑрӗ. Унтах асӑну хӑми те вырнаҫтарнӑ. Ҫав ятпа ирттернӗ мероприятие каччӑн ашшӗ-амӑшӗ, Галина Николаевна тата Николай Нефалимович, пиччӗшӗ Алексей Николаевич, ҫывӑх ҫыннисем, пӗр класра вӗреннисем кӑна мар, хаклӑ хӑнасем те хутшӑннӑ. Аслӑ лейтенант Александр Николаев Брянск облаҫӗн чиккине диверсантсенчен хӳтӗленӗ чухне, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, вилнӗ. Миномент вут-ҫулӑмӗ айӗнче вӑл юлташӗсене пулӑшма васканӑ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() dobro.press сайтри сӑн Ҫак канмалли кунсенче Тӑвай округӗнче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртнӗ. Кун пирки хыпарланӑччӗ. Кӑҫалхи агрослет ҫамрӑксен асӗнче чылайлӑха юлӑ ахӑртнех. Тӑвай округӗнче пурӑнакан Даниил Кириллов савнине Викторийӑна агрослетра качча тухма ыйтнӑ. Хӗр хирӗҫлемен. Пулас ҫамрӑк мӑшӑра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче саламланӑ. «Туй сирӗн пӗрлехи пурнӑҫра ҫутӑ та паллӑ кун пулса тӑтӑр, кил вучахӗ ӑшӑлӑхпа тултӑр», - тесе ҫырнӑ Олег Алексеевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑвашсене Мускаври Театр институчӗ тӳлевсӗр вӗрентессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫитес ҫул Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ артист пулма ӗмӗтленекен чӑваш ҫамрӑкӗсене тӳлевсӗр вӗрентме илӗ. Кӑҫал Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ артист пулас ӗмӗтлисене ӑсталӑха туптама пулӑшӗ. «Ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттерме театр кашни муниципалитет округӗнчех палӑртнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳ те пур. Ак, тӗслӗхрен, Тӑвайпа Йӗпреҫ округӗсенчен юрӑпа сӑвӑ енчен пултаруллӑ хӗрпӗрчийӗсене суйласа илчӗҫ Наталия Сергеевӑпа Геннадий Медведев», – хыпарланӑ театрта. Суйлавсемпе итлевсем, тӗлпулусем малалла та иртӗҫ. Мускавра вӗренме, артист пулма кӑмӑл пур пулсан, пӗлтерӗр пире ҫак телефонпа +7 835 262 02 21. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян синопиксем асӑрханма сӗнеҫҫӗ: республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ. Паян кӑнтӑрла Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫил вӑйланать, ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Кун пек ҫанталӑкра инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухасси те часах. Ҫавӑнпа Инкеклӗ лару-тӑру министерстви аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асӑрханма ыйтать. Ҫав вӑхӑтра килте пулсан аванрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ. | ||
| Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |