Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.9 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫал та сӑра фестивальне иритерӗҫ. «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» хальхинче утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче пулӗ.

Фестивале йӗркелекенсем шантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑна тата та чаплӑрах, ҫӳллӗрех шайра ирттересшӗн.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «ӗҫлӗ партнерсемпе хӑнасене» пӗлтӗрхинчен ытларах чӗнмелле.

Республика Элтеперӗ Олег Николаев та сӑра фестивалӗ питех кирлӗ мероприяти тесе каланӑ май фестиваль аграрисене, влаҫа тата усламҫӑсене пӗрлештернине палӑртса хӑварнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шӑмаршӑра Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫунма тытӑннӑ. Ӑна паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр» акципе килӗшӳллӗн чӗртнӗ. Ҫулӑма Шупашкарти Ҫар Мухтавӗн монументӗнчен ятарласа илсе килнӗ.

Сӑмах май, Шӑмӑршӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалланӑ мемориала пӗлтӗр тунӑ. ӑна кивӗ палӑк вырӑнӗнче хута янӑ.

 

Республикӑра
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Республикӑра чӗрчунсене урнӑ чиртен вакцинаци тӑвас ӗҫ пырать. Кун пирки Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ.

Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 58 пин ытла чӗрчуна прививка тунӑ. Вӗсен йышӗнче 34,7 пинӗшӗ – выльӑх, 23,6 пинӗшӗ – йытӑ-кушак. Кунсӑр пуҫне республикӑра 48 тӗвене прививка тунӑ.

Урнӑ чир сарӑлнине пула Комсомольски, Пӑрачкав округӗсенче тата Шупашкарта карантин пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/gosvetch
 

Республикӑра
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан Роман Решнов социаллӑ контракт пулӑшнипе хӑйӗн мастерскойне уҫнӑ. Унта арҫын ятарлӑ техникӑна юсать.

Роман Решнов патшалӑх панӑ укҫапа усӑ курса уҫнӑ мастерскойра ял хуҫалӑх, вӑрман тата ҫул-йӗрпе строительство техникин саппас пайӗсене туса кӑларать тата вӗсене юсать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/7891
 

Республикӑра
Россельхознадзор тунӑ сӑн
Россельхознадзор тунӑ сӑн

Пушӑн 5-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем ҪҪХПИпе пӗрле А-151 автоҫулӑн 95-мӗш ҫухрӑмӗнче машинӑна чарнӑ.

Вӑл Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртама кайма тухнӑ. Фургонра 6 мӑйракаллӑ шултра выльӑх пулнӑ - 4 ӗне те 2 пӑру. Вӗсен ветеринари сертификачӗсем пулман. Машинӑра пӗр вилнӗ ӗне пулнӑ.

Водитель каланӑ тӑрӑх, выльӑха Тутарстана туяннӑ, ҫул ҫинчи кӗтмен лару-тӑру сиксе тухнӑран пӗр ӗнине пусма тивнӗ.

 

Республикӑра
kaliningrad.rbc.ru сайтри сӑн
kaliningrad.rbc.ru сайтри сӑн

ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ӗҫ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене паракан тӳлеве ӳстерме йышӑннӑ. Малашне вӗсем 179 тенкӗ ытларах илӗҫ. Ҫак тӳлеве нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен 11,04 процент индексацилӗҫ.

Ӗҫ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем уйӑхсерен 1802 тенкӗ парӗҫ /1623 тенкӗ пулнӑ/. Политика репрессийӗнчен шар курнисене 3842 тенкӗ тӳлӗҫ /3460 тенкӗ пулнӑ/. Реабилитаци тунӑ ҫынсене 4315 тенкӗ парӗҫ /3886 тенкӗ пулнӑ/.

 

Республикӑра

Виҫӗ кун ҫанталӑк ӑшӑ тӑчӗ пулсан та Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пулнӑ паян. Вӗсене Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Аксарин ялӗ ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.

Пулӑҫсене пӗр ҫын видео ӳкернӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне пӗри шыва кӗрсе ӳкнӗ.

Пулӑҫсем ҫыран хӗррине хӑйсем тӗллӗн тухайман. Вӗсем патне ҫӑлавҫӑсем килнӗ.

 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал пирӗн республикӑра Ҫӗнтеру парадне ирттерме палӑртса хунӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Шупашкарта кӑна мар, республикӑри районсенче те ирттермелле. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халах тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.

Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ парада хатӗрленме пуҫланӑ, унта ятарлӑ техникӑна илсе тухӗҫ.

 

Республикӑра
Нумай ӗҫ тӑвакан центр сайтӗнчен илнӗ скриншот
Нумай ӗҫ тӑвакан центр сайтӗнчен илнӗ скриншот

«Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центр» автономи учрежденине Марина Романова ертсе пыма тытӑннӑ. Кун ҫинчен калакан йышӑнӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Асӑннӑ учреждени республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнать.

 

Республикӑра
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре глэмпингсем тӑвассине япӑх мар йӗркеленӗ. Вӗсенчи йӗркелӗхпе сыхлӑх пирки те манмаҫҫӗ.

«Аван» ятлине, сӑмахран, йӗри-тавра карта тытса ҫӑвӑрнӑ, унта видеосӑнӑв вырнаҫтарнӑ. Росгвардипе васкавлӑ ҫыхӑнмалли кнопка пур.

Глэмпингсене тискер чӗрчунсем, сӑмахран, кашкӑрсем, пырса кӗресрен йытӑсем хураллаҫҫӗ. Алабайсемпе хаскискем вӗсене вӗрсе хӑратаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52], 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, ...671
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 21

1900
126
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1929
97
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ.
2006
20
Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи