Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Артём Павлетич архивӗнчи сӑнсӑн
Артём Павлетич архивӗнчи сӑнсӑн

Кӳкеҫре ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ муралсем ӳкереҫҫӗ. Поселока халӗ тепӗр ӳкерчӗк илемлетет. Вӑл ача-пӑча темипе ҫыхӑннӑ.

Мурала Совет урамӗнчи 86/1-мӗш ҫурт стени ҫине ӳкернӗ. Ҫак илем аякранах курӑнать.

Ӳнерҫи – Сергей Петров. Эскиз дизайнӗ – графика дизайнерӗн Артём Павлетичӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_450780
 

Республикӑра

Муркаш районӗнчи прокуратура ачасем валли чарӑну тума хистенӗ.

Калайкассинчи вӑтам шкул умӗнче автобус кӗтсе тӑма ятарлӑ вырӑн пулман. Юр-ҫумӑр ҫунӑ чухне автобус кӗтсе тӑма пушшех те япӑх.

Прокуратура шкул умӗнче чарӑну туса пама хистенине кура халӗ район администрацийӗ ӑна вырнаҫтарнӑ.

 

Республикӑра
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫекен аппарат тапӑннине сӑн тата видео ӳкерме чарӗҫ. Ку йышӑнӑва оперштаб ларӑвӗнче тунӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, беспилотник тапӑннине, ӑна персе антарнине, вӑл ӳксен мӗн пулнине сӑн тата видео ӳкерме, ҫакна тӗнчен тетелне кӑларма юрамасть. Ҫакна информаци тӑшман патне ан ҫиттӗр тесе тӑваҫҫӗ.

Йӗркене пӑсакансене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Чи пысӑк штраф виҫи 300 пин тенкӗпе танлашать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_450622
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӑрачкавра та Вилӗмсӗр ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑҫинче пуҫ хунисене асра тытса лартнӑ мемориалта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗртнӗ.

Вӑрҫа ҫав тӑрӑхри 8 519 ҫын тухса кайнӑ, 5 230-шӗ каялла таврӑнайман.

Мемориала 1967 ҫултах уҫнӑ. Ӑна газификацилеме халӗ 83 метр тӑршшӗ газ пӑрӑхӗ хунӑ.

Вилӗмсӗр ҫулӑм пирӗн республикӑра ҫапла вара 13 ҫӗрте ҫунать: Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче тата 1-мӗш масар ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫинче, Канашра, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳре, Патӑрьелте, Красноармейскинче, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Куславкка районӗнче уҫнӑ Сӑр чиккине чавнисене асра тытса уҫна мемориалта, Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫра.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

ЧР Цифра министерстви Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шырать. Ҫавна май конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.

Документсене аванӑн 11-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унта хутшӑнаканӑн аслӑ пӗлӳ пулмалла, кунсӑр пуҫне ертӳҫӗ доожноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле.

Телерадиокомпани ҫулталӑк ытла ӗнтӗ директорсӑр. Унччен ку должноҫре Алексей Гурьянов ӗҫленӗ. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӳкеҫре мультфильмри сӑнарсем тупӑннӑ. Вӗсене ҫуртсен стенисем ҫине ӳкернӗ.

Пӗрремӗш мурал ҫинче —Леопольд кушак аҫи. Унта чӑвашла «Атьсем, атьӑр туслӑ пурӑнатпӑр!» тесе ҫырнӑ.

Иккӗмӗш мурала ӳкерсе пӗтереймен-ха. Унта «Ну, погоди!» мультфильмри кашкӑрпа мулкач пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14562
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, республикӑра Сывлӑхпа спорт кунӗ пулӗ. Ку акцие уйӑхсерен ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Ҫак кун республикӑри патшалӑх тата муниципалитет спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Унта аслисен те, ачасен те сывлӑха ҫирӗплетме май пур – тренировкӑсене хӑвӑр спорт енчен мӗнле аталаннине кура суйламалла.

ЧР Спорт министерствин сайтӗнче расписание тупма пулать: https://sport.cap.ru/news/2025/08/22/23-avgusta-sostoitsya-denj-zdorovjya-i-sporta.

 

Республикӑра

Муркаш округӗнчи чӑх ӗрчетекен тата ҫӑмарта туса кӑларакан компание Россельхознадзор ветеринари йӗркисене тата техника регламентне пӑснӑшӑн штрафланӑ.

Тӗрӗслев ирттерме сӑлтав пулнӑ: продукцире усӑ курма юраман эмел – энрофлоксацин – тупса палӑртнӑ. Ку антибиотикпа ял хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе сипленӗ чухне укол тӑваҫҫӗ.

Юридици сӑпатне йӗркене пӑснисене пӗтерме предписани ҫырса панӑ. Предпряити штрафа тӳленӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче Кӑмпа фестивалӗ иртӗ. Ӑна йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна кӑҫалхипе 12-мӗш хут ирттерӗҫ.

Фестивале хутшӑнакансене юрӑ-ташӑ, куравсемпе конкурссем, ярмӑрккӑ кӗтет. Ҫавӑн пекех унта кӑмпаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апатпа сӑйланма май пулӗ.

Фестиваль авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулать, 11 сехетре пуҫланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑлта туристсене тӗлӗнтермелли вырӑн тӑвасшӑн. Ӗнер унта ЧР премьер-министрӗ Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ.

Шуршӑлта Андриян Николаев ячӗллӗ музей комплексне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫавна май Сергей Артамонов унта туризм центрӗ пулмаллине палӑртнӑ. «Планетарие килнӗ турист хӑтлӑ тавралӑха та куртӑр: садсем, хӑтлӑ кафесем», - тенӗ вӑл.

Унта «Андряин сукмакӗ» тата зиплайн пулассине те палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/artamonovs/4493
 

Страницӑсем: 1 ... 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, [44], 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, ...680
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 12

1939
87
Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй