Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.1 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ модине кӑтартӗҫ. Уяв программинче хальччен пулман. Ӑна пуҫараканӗ – Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен Канашӗ.

1945-1950 ҫулсенчи тумтире Республика тӳремӗнче иртекен дефилере курма май пулӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ.

Мода кӑтартакансен йышне кӗрес килет-и? Малтан регистраци тухмалла: https://cheboksary555.ru/moda_pobedy.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheboksary555.ru/moda_pobedy
 

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Галина Кустова 100 ҫул тултарнӑ.

Вал Чулхула облаҫӗнчи Бор хулинче ҫуралнӑ. Вӑл ача чухнех йывӑр ӗҫе кӳленнӗ. Ҫичӗ класс вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл вырӑнти хулари предприятисенчен пӗринче лакировщицӑра ӗҫлеме тытӑннӑ. Кӑштахран ҫар заводӗнче снарядсемпе бомбӑсем кӑларнӑ ҫӗрте тимленӗ.

Шупашкара куҫса килнӗ хыҫҫӑн «Электроприбор» заводра ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе вӑл виҫӗ ача ура ҫине тӑратнӑ. Паян хӗрӗн, Альбина Николаевнӑн, ҫемйипе пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Етӗрне округӗн хаҫачӗ «Ӗҫ ялавӗ» 95 ҫул тултарнӑ. Ҫак кунсенче калем ӑстисем юбилея савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ тунӑ.

Пӗрремӗш номер 1930 ҫулта «Колхоз спутникӗ» ятпа тухнӑ. Ку таранччен унӑн ячӗ темиҫе те улшӑннӑ.

Паянхи кун «Ӗҫ ялавӗ» чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. Пӗтӗмпе – 3386 экземпляр. Вӗсенчен 2220-шӗ – вырӑсла, 1166-шӗ – чӑвашла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13422
 

Республикӑра

Улатӑрти депутата йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл наркотик упранӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Иван Самойлов – Улатӑр районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл – ача-пӑча спорт шкулӗн директорӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун пек ҫынсен патшалӑх тата муниципалитет управленийӗнче ӗҫлемелле маррине палӑртнӑ.

 

Республикӑра
memleket.com.tr сайтри сӑн
memleket.com.tr сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре пурӑнакансен газшӑн нумайрах тӳлеме тивӗ. Официаллӑ документа влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫынсем 1 кубла метршӑн 7,42 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вара ку хак 8,16 тенке ҫитӗ.

Газ счетчикӗсӗр «кӑвак ҫулӑмпа» усӑ куракансен те ытларах тӳлемелле пулӗ: хак 8,88 тенкӗ ӳссе 97,92 тенке ҫитӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ каҫмалли понтон кӗпере уҫнӑ. Ун тӑрӑх машинӑсем ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каҫса ҫӳреме тытӑннӑ.

Кӗпер Ҫӗмӗрле хулине Чулхула облаҫӗнчи Нават ялӗпе ҫыхӑнтарать. Кӗпер тӑршшӗ – 156 метр.

Сӑмах май, пӗлтӗр понтон кӗпере ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑна уҫнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн граждан оборонин тата инкеклӗ ӗҫсен комитетне министерство туса хунӑ. Халӗ ҫав ведомство Чӑваш Республикин граждан оборонин тата инкекле лару-тӑру ӗҫӗсен министерстви ятлӑ.

Ҫӗнӗ министерство унчченхи комитетӑн ӗҫне пурнӑҫласа пырӗ.

Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енре вакансисен ярмӑркки иртӗ.

Ӑна харӑсах ултӑ лапамра йӗркелӗҫ. Ярмӑрккӑ Шупашкара – Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрне тата Шупашкар муниципалитет округӗсенче – кадр центрӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта химипе механика техникумӗн професси хатӗрленӗвӗн центрӗнче иртӗ

Ярмӑрккӑн Раҫҫейри тапхӑрне ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuvash_selo
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Элӗкри Октябрь урамӗнчи территорие кӗҫех ҫак сӑнӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек хӑтлӑлатӗҫ. Ӑна «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ.

Ӗҫе пӗр тухтӑрпа туса ирттерӗҫ. Ӑна кӑҫалах пуҫӑнӗҫ. Унта тротуарсем, канмалли зонӑсем пулӗҫ, саксем, урнӑсем вырнаҫтарӗҫ, ҫутӑ тӑвӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13395
 

Республикӑра
spb.kp.ru сайтри сӑн
spb.kp.ru сайтри сӑн

Администраци ӗҫченӗ ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. ШӖМ ку хӑш муниципалитетра пулнине пӗлтермен.

Палламан ҫын унӑн ашшӗ патне шӑнкӑравланӑ, килти счетчике улӑштармаллине каланӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре (вӑл пӗр округ администрацийӗнче ӗҫлет) вӗсемпе хӑй калаҫнӑ.

Ҫав ҫынна ӗненсе арҫын тӗрлӗ счет ҫине 500 пин тенкӗ куҫарнӑ, унтан ашшӗпе амӑшӗ пухнӑ укҫана та куҫарса панӑ. 2 млн тенкӗсӗр юлсан тин хайхи тӳре ултавҫӑсен аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, [53], 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, ...674
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 11

1913
113
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
107
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
106
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
89
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын