Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян синопиксем асӑрханма сӗнеҫҫӗ: республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ.

Паян кӑнтӑрла Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫил вӑйланать, ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.

Кун пек ҫанталӑкра инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухасси те часах. Ҫавӑнпа Инкеклӗ лару-тӑру министерстви аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асӑрханма ыйтать. Ҫав вӑхӑтра килте пулсан аванрах.

 

Республикӑра
grozny-inform.ru сайтри сӑн
grozny-inform.ru сайтри сӑн

Пӑрачкав округӗнчи Бахмутово ялӗнче пурӑнакан арҫын ачисене хӗнесе пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи акаччен ҫак арҫын ӳсӗр чухне 14-ри хӗрӗпе тата 11 ҫулти ывӑлӗпе хӑйне килпетсӗр тытнӑ, вӗсене хӗненӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ачасем амӑшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.

 

Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот
"Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот

Пирӗн республикӑра ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланӗ.

Шыва кӗме юратакансем валли официаллӑ 9 пляж хатӗрленӗ. Унта ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пулӗҫ.

Ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсене шансан та хамӑрӑн та асӑрхануллӑ пулмалла.

 

Республикӑра
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра.

Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3147
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнче вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем тупӑшнӑ. 12 ӑста хӑйсен пӗлӗвне, ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ.

Чи лайӑххин ятне Иван Кадыков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Вӑрнарти вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрмана сыхлакан патшалӑх инспекторӗнче ӗҫлет. Ҫӗнтерӳҫе кубокпа тата дипломпа кӑна чысламан. Ӑна хаклӑ парне те, бензопӑчкӑ, панӑ.

Иккӗмӗш вырӑна Шупашкар округӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрмана сыхлакан тата хӳтӗлекен инспектор Станислав Васильев тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Комсомольскинчи вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗ Эдуард Павлов тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuv_kray
 

Республикӑра

Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хыр тункатине асӑрханӑ. Унӑн диаметрӗ 28 сантиметр пулнӑ.

Йывӑҫа кам каснӑ? Ҫав ҫынна инҫех мар вырнаҫнӑ ялта тупнӑ. Хайхи арҫын документсемсӗрех хӑрӑк йывӑҫсем касса вутӑ хатӗрленӗ. Типнӗ хыра касса вӑл ӑна киле илсе килнӗ.

Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.

 

Республикӑра
21.fsin.gov.ru сайтри сӑн
21.fsin.gov.ru сайтри сӑн

Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире ларакан хӗрарӑм ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан савнийӗпе пӗрлешнӗ.

Вӗсем пӗр-пӗрне тахҫанах килӗштернӗ-мӗн. Пӗр-пӗринчен аякра чухне вара ҫакна тата лайӑхрах ӑнланнӑ. Арҫын отпуска килсен вӗсем пӗрлешнӗ.

Туй туй пекех иртнӗ: хӗр шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пӳрнисене ылтӑн ҫӗрӗ тӑхантартнӑ, Мендельсон маршӗ янӑранӑ. Колоние чӗнсе илнӗ ЗАГС ӗҫченӗ мӑшӑра ҫырӑнтарнӑ.

 

Республикӑра
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем ташша пуҫтарӑннӑ. «60-мӗш ҫулсенчи ретро дискотека» каҫа вырӑнти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр йӗркеленӗ.

«Паян эпир питех те савӑнтӑмӑр! Эпир совет саманине аса илтӗмӗр, вӑл вӑхӑтри юрӑсене юрларӑмӑр, пионер пулнине аса илтӗмӗр. Хамӑн пӗрремӗш галстука ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫыхнине астӑватӑп. Ҫанталӑк сулхӑнччӗ: ҫумӑрччӗ тата вӑйлӑ ҫилччӗ», — тесе палӑртнӑ Ираида Кандюкина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/5944
 

Республикӑра
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Республикӑра питӗ хӑвӑрт сарӑлакан, питӗ наркӑмӑшлӑ ҫум курӑкпа, Сосновский пултӑранӗпе, кӗрешме пуҫланӑ.

Республикӑра вара вӑл сахал мар. Хальхи вӑтра Сосновский пултӑранӗ 20 муниципаллӑ округра сарӑлнине палӑртнӑ. Вӑл уйрӑмах Элӗк, Йӗпреҫ, Етӗрне округӗсенче нумай ӳсет

Ҫӗмӗрле округӗнче Сосновский пултӑранӗллӗ уй-хире пӗрремӗш хутчен хими препарачӗпе ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗччен сапӗҫ. Йӗпреҫ округӗнче ку ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

 

Республикӑра

Улатӑр хулин историллӗ пайне хӑтлӑлатасшӑн. Унта Хаяр Иван патша вӑхӑтӗнчи крепоҫе, тӗрӗсрех каласан унӑн копине, туса лартасшӑн.

Крепоҫ ҫичӗ башньӑпа пулӗ. Шалта «Викинг» ятлӑ ача-пӑча лапамне вырнаҫтарӗҫ. Унта 3-12 ҫулсенчи шӑпӑрлансем выляма пултарӗҫ.

Крепоҫе ахальтен ун пеккине суйламан. Улатӑр хули 1552 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Хаяр Иван патшан ҫарӗсем Хусана кайнӑ чухне йӗркеленнӗ. Халапа ӗненс тӗк, патшана Сӑр юханшывӗ хӗрринчи ҫӳллӗ вырӑн килӗшнӗ те вӑл унта крепоҫ туса лартма хушнӑ.

Крепоҫе тӑвакан подрядчике аукцион ирттерсе ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче палӑртӗҫ. Малтанхи хак - 25,6 млн тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Alatyr_Bez_Paniki
 

Страницӑсем: 1 ... 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, [61], 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, ...643
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 22

1873
152
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1922
103
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Данилов Анатолий Порфирьевич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1975
50
Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи