Ҫамрӑксен кунӗнче республикӑна Олег Майами килет. Уява ҫӗртмен юлашки шӑматкунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртмен 28-мӗшне лекет.
Олег Майами – шоумен, блогер тата юрӑҫ. Вӑл «Дом-2» реалити-шоуна пула паллӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Олег «Голос» вокал конкурсне тата «Форт Боярда» хутшӑннӑ.
Шупашкарта Ҫамрӑксен кунӗ 12-22 сехетсенче Юрӑ уйӗнче тата Хӗрлӗ тӳремре иртӗ.