Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ru.freepik.com сайтри сӑн
ru.freepik.com сайтри сӑн

Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче «Свобода» ӑратлӑх савучӗн тракторист-машинисчӗ уйра ӗҫлекен комбайна тӗрӗсленӗ чухне аманнӑ. Вентилятор унӑн сулахай аллинчи тӑватӑ пӳрнине татнӑ. Медицина пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, ку – сывлӑха йывӑр сиен кӳни.

Халӗ Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатать. Тӗрӗслев хыҫҫӑн должноҫри ҫынсем айӑплипе айӑплӑ маррине палӑртӗҫ. Материалсене Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленине ярса парӗҫ.

 

Республикӑра

Шупашкартан тӳрех Адлера каяс килет-и? Ку – юмах мар, тӗп хуламӑртан кӑнтӑрти хулана пуйӑспа ҫитме май пулӗ

Ҫулла тинӗс хӗрринче канма палӑртнисем валли питӗ меллӗ ку.

Пуйӑс Шупашкартан Адлера кун сиктерсе ҫӳрӗ. Ҫул ҫинче 2 кун та 5 сехет иртӗ. Пуйӑс Адлера авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫӳрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
Радио 1 архивӗнчи сӑн
Радио 1 архивӗнчи сӑн

Ҫамрӑксен кунӗнче республикӑна Олег Майами килет. Уява ҫӗртмен юлашки шӑматкунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫӗртмен 28-мӗшне лекет.

Олег Майами – шоумен, блогер тата юрӑҫ. Вӑл «Дом-2» реалити-шоуна пула паллӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Олег «Голос» вокал конкурсне тата «Форт Боярда» хутшӑннӑ.

Шупашкарта Ҫамрӑксен кунӗ 12-22 сехетсенче Юрӑ уйӗнче тата Хӗрлӗ тӳремре иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gcheb
 

Республикӑра

РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗн пуканне полици генерал-майорӗ Сергей Кондрашов йышӑннӑ.

Унччен вӑл, 2022 ҫултанпа, Тыва Республикин ШӖМне ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Орлов облаҫӗнчи йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе коллектива Сергей Кондрашовпа паллаштарман.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Сӑр юхан шывӗнче 12-ри хӗрачан виллине тупнӑ. Ӑна шырас ӗҫе нимеҫӗсем те хутшӑннӑ. Шӑпах вӗсем тупнӑ ӑна.

Нимеҫӗсем хӗрача виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Аса илтерер: ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулнӑ. Ача ун чухне тантӑшӗсемпе шыва кӗме кайнӑ. Анчах вӑл ишме пӗлмен. Хӗрача тӑрук тарӑн ҫӗре лексе шыв айне кайнӑ. Тантӑшӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, анчах май килмен.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш округӗнчи Сухайкасси пӗвинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти риэлтор ҫынсене 3 ҫул улталаса пурӑннӑ. Клиентсене шӑнман пӑр ҫине лартса вӑл 50 миллион тенкӗллӗ пулнӑ.

Арҫын вӗсен шанӑҫне кӗрес тесе тӗрлӗ схемӑпа усӑ курнӑ: бизнеса инвестици хывма сӗннӗ, пурӑнмалли кӗтес тупса пама шантарнӑ. Ҫынсем ӑна ӗненнӗ, 50 пин тенкӗрен пуҫласа 8 миллион тенкӗ таран панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Хӑйсене улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ.

42 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ – вӑл часах суд сакки ҫине ларӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра

Вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Улхаш участок лесничествинче пушар тухнӑ.

Ҫулӑм тухнине ирхи 8 сехет те 5 минутра асӑрханӑ . Вырӑна 3 пушар машини, трактор тата вӑрманта ӗҫлекен 20 ҫын ҫийӗнчех ҫитнӗ. Тикӗс вырӑн пулманран пушара самай вӑхӑт сӳнтернӗ – ҫулӑма каҫхи 8 сехет те 5 минутра тин парӑнтарнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм «типӗ аслатие» пула тухнӑ.

 

Республикӑра

Кӗҫех Шупашкара театр тата кино актерӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Дмитрий Певцов килӗ. Ӑна Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ ирттерекен «Эпӗ – хӗрарӑм!» конкурса ятарлӑ хӑна пулма чӗннӗ. Сӑмах май, конкурс кӑҫалхипе 5-мӗш хут иртӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене яланхи пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, 15 сехетре чыслӗҫ.

Унччен малтан конкурса хутшӑнакнсемшӗн сасӑлав иртӗ, вӑл ҫӗртмен 9-17-мӗшӗсенче пулӗ.

 

Республикӑра
goszakupki.tatarstan.ru сайтри сӑн
goszakupki.tatarstan.ru сайтри сӑн

Амӑшӗпе ывӑлӗ тупӑш тӑвас тенӗ-ши – наркотик сарнӑ. Анчах пуясси пулман, вӗсен суд сакки ҫине ларма тивӗ. Ҫапла пӗлтерет «Пуринчен малтан» телеграм-канал.

Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Етӗрне округӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑм 21 ҫулти ывӑлӗпе наркотик илнӗ. Ӑна темиҫе пая уйӑрса Канаш хулинче 29 вӑрттӑн вырӑнта хунӑ. Полицейскисем вӗсене шӑп та лӑп ҫав,вӑхӑтра ярса тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн

Ӗнер ҫумӑра тата вӑйлӑ ҫиле пула Чӑваш Енре 4 округри 7 ялта электроэнерги сӳннӗ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар округӗсенче. Ҫил хушӑран ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.

Каҫхине республикӑра юсав ӗҫӗсемпе 4 бригада ӗҫленӗ: 12 ҫын тата 4 техника.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS/4001
 

Страницӑсем: 1 ... 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, [59], 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, ...688
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 13

1958
68
Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ