Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нарӑс вӗҫӗнче Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан, сусӑр ачана ӳстерекен нумай ача асӑшӗ халӑх тӗтелӗнче ЧР Элтеперӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.

Вӗсем пурӑнакан ҫуртра пандус ҫук-мӗн, ҫавӑнпа ачине алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреме тивет. Унччен пандус туса пама ыйтнӑ, анчах усси пулман.

Элтепер кун юраманнине палӑртнӑ. Вӑл вырӑнти влаҫа ку ыйтӑва татса пама, кайран отчет тума хушнӑ. Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пандуса вырнаҫтарнӑ. Халӗ хӗрарӑм ачипе ҫӑмӑллӑнах тухсаскӗрӗҫҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13121
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Атӑл ҫинче хӗлле пулӑ тытма юратакансен чемпионачӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 32 ҫын пухӑннӑ.

Уланкӑ, шӑла тата ҫӑрттан тытнине шута илнӗ. Икӗ кунра пӗтӗмпе 140 килограмм пулӑ тытнӑ. Анчах чылай пайне пулӑҫсем киле илсе кайман, тараса ҫинче виҫнӗ хыҫҫӑн каялла шыва янӑ.

Пӗрремӗш вырӑна «Белуга» команда йышӑннӑ, иккӗмӗшне – «ЛИС», виҫҫӗмӗшне – «АКА-21». Харпӑр зачетра малти вырӑнсене Спартак Чумаков /Шупашкар/, Андрей Костерин /Йошкар-Ола/, Павел Разин /Шупашкар/ йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75209
 

Республикӑра
Ҫӗмӗрлери кинотеатр
Ҫӗмӗрлери кинотеатр

Елчӗкре ҫулталӑк вӗҫлениччен кинотеатр уҫӑлӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Правительство кунне ирттернӗ чухне каланӑ.

Елчӗк тӑрӑхӗнче социологи ыйтӑмӗ ирттернӗ. Унта хутшӑннӑ ҫынсенчен ытларахӑшӗ округра вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли майсем сахалрах пулнине палӑртнӑ. Нумайӑшӗ кинотеатр кирлине палӑртнӑ.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, кинотеатра кӑҫалах уҫасшӑн. Сӑмах май, республикӑри 17 муниципалитетра 22 кинозал ӗҫлет.

 

Республикӑра

Ҫулла Шупашкартан Нижневартовска самолет вӗҫме тытӑнӗ. Унчченхи пекех «Bombardier» самолет пулӗ.

Рейса ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӗҫ. Рейс юнкунсерен ирхи 8 сехет те 30 минутра ҫула тухӗ. Самолетра 50 пассажир валли вырӑн пулӗ.

Сӑмах май, ҫак рейса пӗлтӗр ака уйӑхӗнче расписанине кӗртнӗ. Каласа хӑварар: Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуллахи расписани ҫине куҫӗ.

 

Республикӑра

2030 ҫул тӗлне Комсомольски районӗнче транспортпа логистикӑн пысӑк комплексне хута яма палӑртаҫҫӗ. Вӑл «Хӗвелтухӑҫ» М-12 ҫул ҫинче пулӗ.

Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министре Дмитрий Краснов Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта 290 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа хывӗҫ. Логистика центрӗ тӗрлӗ пулӑшу кӳрӗ, ҫав шутра тавара турттарса килсе упрассипе те.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пирӗн республикӑра халӑха систермелли тытӑм епле ӗҫленине тӗрӗслӗҫ.

Планпа пӑхна тӗрӗҫлев ҫав кун 10 сеъхет те 40 минутра тата 11 сехетре иртӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен комитечӗ пӗлтерет. Ҫынсен шикленсе ӳкмелле мар тесе асӑрхаттарать.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Муркаш округӗнчи Чуманкасси ялӗнче пурӑнакан нумай ача амӑшӗ декретра ахаль лармасть. Вӑл соцконтракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. Халӗ Екатерина Владимировнӑн хӑйӗн студийӗ пур, вӑл хӑйне меллӗ графикпа ӗҫлет.

Сӑмах май, Волковсен 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_421643
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

60 ҫулти Валерий Иванович нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле округне ашшӗн килне пурӑнма куҫнӑ. Ялта вара вутӑ-шанкӑ кирлӗ. Унӑн пенсийӗн пысӑк пайӗ эмел туянса пӗтет.

Арҫынна «Старость в радость» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнӑ. Вӗсем Ҫӗмӗрлери комплекслӑ центр ӗҫченӗсемпе пӗрле ун валли вутӑ туяннӑ.

Кун пек пулӑшӑва Валерий Ивановича кӑна паман. Тепӗр 20 ҫынна вутӑ кӳрсе панӑ. Вӗсем те кӑмака хутса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13075
 

Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Вӑрнарта пурӑнакансем такам пӑшалтан пенӗ сасса илтнӗ те кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсем пӑшал евӗр япала йӑтнӑ арҫынна та курнӑ.

Вырӑна полицейскисем тата район прокурорӗ ҫитнӗ. Пӑшаллӑ арҫын вара алӑка уҫма хирӗҫленӗ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем ҫурта чӳрече урлӑ кӗрсе арҫыннӑн пӑшалне туртса илнӗ.

Перекенни – Хусанти 42 ҫулти арҫын, вӑл больницӑра шутра тӑрать. Халӗ тӗрӗслев пырать. Ӑна район прокурорӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/5450
 

Республикӑра
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн

Канаш хулинче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Унтанпа вӑл киле таврӑнман.

Ефимов Александр Ефимович 1953 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 167 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫав кун мӗн тӑхӑнни паллӑ мар.

Ҫак арҫынна куракансене пӗр тӑхтамасӑр шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр). Е шырав инфоргӗпе Викторийӑпа (Искрич) ҫыхӑнмалла: 89876687081.

 

Страницӑсем: 1 ... 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, [42], 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, ...660
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Пуш, 31

1899
127
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
50
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
45
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
41
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та