Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
yar.mk.ru сайтри сӑн
yar.mk.ru сайтри сӑн

Кӑҫал Раҫҫейре «Тимӗр укҫа эрни» акци икӗ хутчен иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш Енре пурӑнакансем банксене 3 тоннӑна яхӑн тимӗр укҫа илсе килнӗ. Ҫапла 2,3 миллион тенкӗ ҫаврӑнӑша кӗнӗ.

Акци ака тата авӑн уйӑхӗсенче иртнӗ. Кӗркуннехи акци тухӑҫлӑрах пулнӑ. Ун чухне ҫынсем банксене 370 пин ытла тимӗр укҫа илсе пынӑ. Ҫуркуннехипе танлаштарсан, ку 20 процент нумайрах. Ҫынсем ытларах 10 тата 1 тенкӗллисене илсе пынӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи Элпууҫ ялӗнче пурӑнакан Столяровсем «тимӗр туя» паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ.

Анатолий Ивановичпа Зоя Ивановна ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ, колхозра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Вӗсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ 6 мӑнукпа, 6 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16289
 

Республикӑра
Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн
Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн

Улатӑрта Ҫул-йӗрпе патруль службинин испекторӗсем ҫул ҫинче «шестерка» пынине курсан ӑна чарма шутланӑ. Анчах водитель чарӑнма мар, пушшех те хытӑрах кайма пуҫланӑ.

Инспекторсем ун хыҫҫӑн 2 ҫухрӑм хӑваланӑ. Громкоговорительпе каласан тин водитель чарӑннӑ. Медосвидетельствовани вӑл ӳсӗр пулнине палӑртнӑ.

Ку кӑна мар-ха. «Шестерка» учетран илнӗскер, тимӗр-тӑмӑра янӑскер пулнӑ иккен. Унӑн номерӗ те пулман. Машинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_262617
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнарсем ентешлӗх уявне пухӑннӑ. Уяв Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ.

«Туслӑх» ентешлӗх уявне пултарулӑх коллективӗсем тата Вӑрнар округӗнчи артистсем хутшӑннӑ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Сӑра вӗретекенсен конкурсне хутшӑннисем ҫак ӗҫмене мӗнле хатӗрленине кӑтартнӑ. Жюри пайташӗсем сӑра пахалӑхне, рецептне, тутине пахаланӑ.

Тепӗр конкурс сӗтел хитре хатӗрлесси пулнӑ. Территори пайӗсем хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16269
 

Республикӑра
online.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
online.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре килес ҫул тематикине суйлаҫҫӗ. Уншӑн эсир те сасӑлама пултаратӑр. Вӑл вӑхӑта нумай илмест — пурӗ те 1 минут ҫеҫ кирлӗ.

Сасӑлас тесен online.cap.ru сайта кӗмелле.

Пӗтӗмпе пилӗк тематика сӗннӗ: Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ, Пултарулӑхпа аталану ҫулталӑкӗ, Пӗрлӗхпе пӗр шухӑшлӑх ҫулталӑкӗ, Ҫемье хаклӑхӗн ҫулталӑкӗ, Йӑлана кӗнӗ пахалӑх ҫулталӑкӗ.

 

Республикӑра

Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ йӗркеленӗ «Эпӗ те налук тӳлекен пулӑп» конкурса Чӑваш Енри 51 шкултан 128 ача хутшӑннӑ. Палӑртма питӗ кӑмӑллӑ: ҫак йышран вуннӑшӗ иккӗмӗш тапхӑра лекнӗ.

Жюри хӑтлавсене хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, конкурсра 1-мӗш вырӑна Максим Моряков (Тӑвайри П.Х.Бухтулов ячӗллӗ шкул), 2-мӗш вырӑна Георгий Малайкин (Шупашкарти 4-мӗш гимнази), 3-мӗш вырӑна Мария Моисеева (Шупашкарти 24-мӗш шкул) тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫейри налук органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уявра чыслӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Куславккара пурӑнакан 60 ҫулти хӗрарӑм хваттерне сутнӑ укҫине ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Ку кӑна мар-ха, вӑл ӑна палламан ҫынсене парас тесе Хусана ҫитнӗ.

Ун патне темиҫе кун «ФСБ ӗҫченӗсем» шӑнкӑравланӑ: Украина ҫарӗсене укҫа куҫарса панӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ имӗш. Ӗнентерес тесе «уведомлени» те ярса панӑ. Чикӗ леш енне укҫа куҫарма хатӗрленнӗ банк ӗҫченне тупма пулӑшмасан хӗрарӑма тӗрмене хупассипе хӑратнӑ.

Палламан ҫынсем каланипе вӑл «следовательпе» калаҫма телефон туяннӑ та никама ним каламасӑр Хусана кайнӑ. Унта счечӗ ҫинчи 3,1 миллион тенке (нумаях пулмасть вӑл хваттерне сутнӑ) илнӗ те банкомат урлӑ палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине куҫарнӑ.

Преступниксем каллех укҫа ыйтма тытӑнсан кӑна вӑл улталаннине ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/7668
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнче пурӑнакан Мироновсем пӗрлешнӗренпе ҫур ӗмӗр ҫитнӗ. Вӗсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Нина Михайловнӑпа Николай Александрович ҫур ӗмӗр каялла паллашнӑ та 1975 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче туй тунӑ. Виҫӗ ача ӳстернӗ вӗсем. Халӗ пилӗк мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Николай Александрович – ӗҫ ветеранӗ. Нина Михайловна вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра тата почтӑра ӗҫлесе хисепе тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16238
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енри поварсем Чулхулара иртнӗ «Шефсем – ӗҫре» кулинари ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Унта Мускав, Владимир облаҫӗсенчи тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчи командӑсем хутшӑннӑ.

Пирӗн республика чысне Александр Гониашвили шеф-повар, Алексей Шугуров су-шеф тата Даниил Кван кондитер хӳтӗленӗ. Вӗсем жюри членӗсене хӑйне евӗр тата тутлӑ апатпа тӗлӗнтернӗ. Ҫапла майпа 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Поварсем ҫитес ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри «CHEF A LA RUSSE» кулинари конкурсне хутшӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15726
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче пурӑнакан Степановсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ. Вӗсем 50 ҫул пӗрле ӗнтӗ.

Каччӑпа хӗр ҫамрӑк чухне паллашнӑ: Людмилӑн ҫемйи Мӑньял Хапӑс ялне куҫса килсен Вячеслав ӑна куҫ хывнӑ. 1975 ҫулта вӗсем пӗрлешнӗ, икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Вячеслав Павлович Хусанти университетра вӗреннӗ чухнех судьяра ӗҫлеме тытӑннӑ. Людмила Владимировна малтан медицинӑра ӗҫленӗ, кайран юрист пулнӑ. Вӑл 12 ҫул адвокатра тӑрӑшнӑ, кайран 10 ҫул ытла миравай судья пулнӑ.

Ачисем те ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Татьяна Росреестрӑн республикӑри Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, вӑл – ЧР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ. Евгений юридици компанине ертсе пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_106539
 

Страницӑсем: 1 ... 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, [39], 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, ...685
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 24

1910
116
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1920
106
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1955
71
Иванов Николай Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Вӑрнарти аш-какай комбинатне никӗсленӗ.
1990
36
ЧССР патшалӑх суверенитечӗ пирки деклараци йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ