Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Магницкий урамӗнчи 10-мӗш ҫурта ҫынсене авариллӗ ҫуртран куҫарас тӗллевпе хута янӑ. Паян, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ҫӗнӗ хваттерсен уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ ҫурта тӑлӑхсем те куҫӗҫ. Паянхи савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР строительство министерстви Владимир Михайлов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра 176 хваттер. Вӗсенчен 35-шне тӑлӑхсене парӗҫ. Ҫурта «Булат» компани хӑпартнӑ. Унпа тунӑ килӗшӳре ӗҫ хакне 192 миллион тенкӗ палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри пурӑнмалли темиҫе ҫурта халӗ те ӑшӑ паман-ха. Юпа уйӑхӗнчи ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тунти кунхи планеркӑра хускатнӑ чух яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑмаллине асӑрхаттарнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ЧР Стройминӗ лару-тӑрӑва кунсерен тишкерет, ЧР Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ те тӑрӑма сӑнать. Апла пулин те Ҫӗмӗрлери Щорс урамӗнчи пӗр, Шупашкарти Ленин урамӗнчи 52-мӗш ҫуртсенче тата Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин общежитийӗнче ӑшӑ паман-ха. Унта ӑшӑ тытӑмне кӗр енне юсама пуҫласа кайнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Иккассинчи икӗ хутлӑ, 12 хваттерлӗ ҫурта та хутма тытӑнман. Ӑна малашне котельнӑй мар, кашни хваттерте вырнаҫтарнӑ наз кӑмакисем ӑшӑтса тӑрӗҫ. Халӗ ҫурта газ кӗртессипе тимлеҫҫӗ. |
Ҫурт-йӗр
![]() Хваттер туянас текенсенчен самайӑшӗ нумай хваттерлӗ ҫурта хӑпартма пуҫличченех пая кӗрет те кайран ҫурта туса пӗтерессе кӗтсе пурӑнать. Таса чунлӑ застройщикпа килӗшӳ тусан шӑнман пӑрпа лартса ямӗ-ха, анчах пурте апла мар-ҫке. Пайҫӑ килӗшӗвӗпе паян пирӗн республикӑра 138 объект ҫӗклеҫҫӗ. Строительсем 10,7 пин ҫынпа пайҫӑ килӗшӗвӗ ҫырнӑ. Пайҫӑ килӗшӗвӗпе ҫӗклекен объектсем республикӑн тӗп хулинче — 103, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 17, Ҫӗрпӳре — 4, Канашра — 3. Ҫурт-йӗре епле хӑпартнине тишкерес ыйтупа ӗнер республикӑн Строительство министерствинче канашлу ирттернӗ. Шупашкарти Афанасьев урамӗнче хӑпартакан «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк) микрорайона халиччен «Ютон» общество ҫӗкленӗ, малашне урӑх организацие парасшӑн. 2013 ҫулхи кӗркуннех тума пуҫланӑ стройка вӑраххӑн пынине кура тӳре-шара ку ыйтупа унччен те канашлусем ирттернӗ. Шупашкарти Граждан урамӗнче 73 хваттерлӗ ҫурт хӑпартакан "Кратонстрой" общество та вӑр-варлӑхпа палӑрмасть.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() уда звонить Чӑваш Республикинче ӑшӑтмалли тапхӑрпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ телефон ӗҫлеттерсе янӑ. Ун пикри республикӑн Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ. «Хӗрӳ лини» телефонӗпе ҫынсем хӑйсен хваттерне ӑшӑ парас ыйтусене хускатма пултарӗҫ. Телефон ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлӗ. Унӑн номерӗсем темиҫе те: (8-8352) 64-22-68, 64-22-66. Шупашкарти ача пахчисенче, шкулсенче, пульницӑсенче ӑшша авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче панӑ. Ҫав Ҫӗнӗ Шупашкарта та социаллӑ учрежденисене ӑшӑ ҫитнӗ. Улатӑрта авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче панӑ. Шупашкарти хӑш-пӗр нумай хваттерлӗ ҫуртсене те ӑшӑ ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӳречесем сивве пула тарлаҫҫӗ, хваттерте ҫӑм нускипе ҫӳретӗп тесе пӑшӑрханакансем те пур. Ӑшша ҫанталӑк пилӗк кун хушши +8 градусран сулхӑнрах тӑрса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те хальхи вӑхӑтра ипотека проценчӗсем пӗчӗкленсе пыраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура ытти ыйтупа пӗрлех ипотека проценчӗсене те тишкернӗ. Ҫакна ӑнланма пулать. Ипотекӑпа усӑ куракансем мӗн чухлӗ ытларах, ҫурт-йӗр тӑвасси ҫавӑн чухлӗ ытларах аталанӗ. Чӑваш Енри 42 банк кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 9,3 миллиард тенкӗлӗх кредит панӑ. Кивҫен укҫана ҫынсем вӑтамран 16,7 ҫуллӑх илнӗ. Кашни ҫын вӑтамран — 1,5 миллион тенкӗлӗх. Ипотека кредичӗн процент ставки пӗлтӗр вӑтамран 12,36 пулнӑ пулсан, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче — 10,54%. Банксенчен пӗри 7,4 процентлӑ кредит та сӗнет. Кивҫен иличчен тӳлемелли укҫа виҫине те банксем палӑрмаллах чакарнӑ. Вӗсенчен пӗри, акӑ, 5% кӑна хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Етӗрне районӗнчи прокуратура вӑл тӑрӑхра нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ. Ҫурт-йӗр пурӑнакансемшӗн хӑрушсӑр, меллӗ пулмалли каламасӑрах паллӑ тейӗн. Яваплисем пӗрех мӗнпур ҫак условие пӑхӑнса кайманни унта та кунта тӗл пулать. Етӗрне районӗнчи «Ядринжилремсервис» предприяти те тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитерейменни палӑрнӑ. Сӑмахран, алӑксем ыррӑн хупӑнман, ытти кӑлтӑк та ҫиеле хухнӑ. Нумай хваттерлӗ 92 ҫурта тытса тӑракан тулли мар яваплӑ обществӑна ӗҫлесе ҫитерейменшӗн прокуратура административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хута вӑл Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцине ярса панӑ. Унтисем прокуратурӑпа килӗшнӗ, предприятие 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Республика прокуратури общество кӑлтӑка пӗтернине те хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Вӑрмар район администрацийӗн специалистӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑма улталанӑшӑн айӑпласшӑн. 28 ҫулта ҫеҫ пулин те ҫакскер кукӑр-макӑр та пӑрӑнӑҫ ҫулпа кайма шут тытнӑ. Ют ҫыншӑн мар, асламӑшӗшӗн (тен, кукамӑшӗшӗн-ши... Чӑваш Енӗн пресс-служби «бабушка» тенӗ те). Ҫамрӑкки ваттине юхӑнакан ҫуртра пурӑннӑ пек туса хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшнӑ. Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫывӑх ҫынни ҫапла майпа кӗҫех виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнӑ. Ҫапла хӑтланса Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял тӑрӑхне 1 миллион та 300 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Килшӗн тӑрӑшакан специалист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса суда ярса панӑ. Кунпах ҫырлахасшӑн мар-ха пакунлисем: хваттере муниципалитета партарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Канашри Ленин урамӗнчи 27-мӗш ҫурт мӗншӗн ишӗлнине тата уншӑн кам айӑплине прокуратура тӗрӗслет. Аса илтерер: шӑп та лӑп эрне каялла, утӑ уйӑхӗн 21-мӗш каҫхине, Канаш хулинчи Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫланӑ. Шикленсе ӳкнӗ ҫынсене унтан хӑвӑртрах эвакуацилеме йышӑннӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртри пурӑнакансенчен 21 ҫын урӑх вырӑнта вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ: 14-ӑн тӑванӗсем патне кайнӑ, 7 ҫынна «Заря» хӑна ҫуртне куҫарнӑ. Халӗ ку фактпа прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫурта пит тахҫанах мар юсав ирттернине шута илсен кӑштахран вӑл мӗншӗн ишӗлни те надзор органне кӑсӑклантарӗ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ тата Канаш хула администрацийӗ тивӗҫлӗ мерӑсем вӑхӑтра йышӑннине те палӑртма тӗллев лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Эрнекун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗш каҫхине, Канаш хулинчи Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫланӑ. Шикленсе ӳкнӗ ҫынсене унтан хӑвӑртрах эвакуацилеме йышӑннӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан 21 ҫын урӑх вырӑнта вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ: 14-ӑн тӑванӗсем патне кайнӑ, 7 ҫынна «Заря» хӑна ҫуртне куҫарнӑ. Ишӗлекен ҫурта пӑхма шӑматкун ирпе республикӑри тӳре-шара — строительство министрӗ Владимир Михайлов, Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи Виктор Кочетков — тухса кайнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫынсене йывӑрлӑхра пӑрахмассине шантарнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унти тӑрӑма сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Канашри ишӗлекен ҫурта паян экспертсем тишкерӗҫ, унпа мӗн тумаллине татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Йӗпреҫри кӗпер Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсакан подряд организацине палӑртнӑ. Ӗҫе «Полимер» тулли мар яваплӑ общество кӳлӗнӗ. Ку ыйтӑва, саккун ыйтнӑ пек, конкурс ирттерсе татса панӑ. Аса илтерер, кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫак уйӑхра атӑлса ӳкнӗччӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ хыҫҫӑн унта специалистсем тухса кайнӑччӗ. Ку ыйтупа ирттернӗ канашлӑва республикӑн Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе тимлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем, ҫул-йӗр тата пӗве-плотина тӑвас енӗпе тӑрӑшакан экспертсем, «Чӑвашупрдор» предприяти специалисчӗсем хутшӑннӑччӗ. Вӑл канашлура юсавччен юханшыв шайне шлюзсем уҫса чакарма, асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарма йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |