Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +33.0 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Ҫӗрпӳ район ҫынни Йӑлӑмра тепӗр поселок тӑвасшӑн

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Вика Сорокина 16.01.2019 18:03 | 669 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр

Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнче регистрациленнӗ пӗр усламҫӑ Йӑлӑмри Первомайски поселокӗнче коттеджсем хӑпартма ӗмӗтленет.

Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫын икӗ лаптӑк, пурӗ 1 гектар ытларах ҫӗр ҫинче, стройка пуҫарасшӑн. Хулан прессс-служби ҫӗр лаптӑкӗсенче халӗ хырлӑх пулнине пӗлтернӗ. Хӑйӑрлӑ ҫав вырӑнтан Атӑл хитреен курӑнса ларнине те палӑртнӑ.

Атӑл леш енчи ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр хӑпартма «Торговый Домъ Хорошавина Андрея Васильевича» (чӑв. Хорошавин Андрей Васильевичӑн суту-илӳ ҫурчӗ) тулли мар яваплӑ общество ӗмӗтленет.

Территорие хатӗрлесси ҫинчен калакан йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗ сити-менеджерӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Халӗ уйрӑм ҫынсемпе предприяти-организацисен сӗнӗвне йышӑнаҫҫӗ.

#Вӑрманкас Кӗҫтемӗр, #Ҫӗрпӳ районӗ, #ҫурт-йӗр, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хваттер тара паракансенчен налук илесшӗн
2018, 12, 03
Шупашкарта загс тӑвасшӑн
2018, 12, 04
Шупашкар ҫурт-йӗр хӑпартас енӗпе рекорд лартнӑ
2019, 01, 11
Пӗрисене пула теприсем газсӑр юлнӑ
2019, 01, 14
Йӑпӑлти пӑру ик ӗнене ӗмет теҫҫӗ те...
2019, 01, 15

Комментари:

Agabazar // 4182.3.2762
2019-01-16 20:29
Agabazar
Кунта "тепĕр поççолăк" пирки мар сăмах пырать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org