Йӗпреҫ районӗнчи суд асӑннӑ тӑрӑхри Буинск ял администрацине кивӗ ҫуртсене сӳтме хистенӗ. Ҫапла тума ыйтса унта тавӑҫпа прокуратура ҫитнӗ-ха.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, Буинскри кивӗ те ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫарнӑ. Кунта, сӑмах май, Ленин урамӗнчи 3-мӗш тата 20-мӗш ҫуртсем пирки сӑмах пырать, анчах вӗсем ҫаплипех япӑхса ларнӑ.
Надзор органӗнчисем шухӑшланӑ тӑрӑх, кивӗ ҫурт-йӗре пухӑнса саккуна хирӗҫле ӗҫ тӑвас хӑрушлӑх та пур, ача-пӑчапа ҫамрӑксем кӗрсе кайса хӑйсен сывлӑхне сиен кӳресрен те хӑрамалла.
Суд районти прокуратура тавӑҫӗпе килӗшнӗ. Буинск ял тӑрӑхне кивӗ ҫуртсене сӳттермелле йышӑну кӑларнӑ. Анчах йышӑну саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.