Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.0 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Кӳршӗре

Кӳршӗре

Хусанта Хальхи ӳнер галерейин графика залӗнче пӗтӗм тӗнчери поэтсен «Юлташсен ҫурчӗ» мини-фестиваль иртӗ. Унта Норвегири, Швецири, Шотландири поэтсем, славян филологсем, тӑлмачӑсем, хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти тата Шупашкарти Геннадий Айхипе ҫыхӑнӑ поэтсемпе ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ.

Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Енре те мероприяти сахал мар иртнӗ. Хусанта иртекен мини-фестиваль ятне Айхин пӗр сӑввин ятне кӑларнӑ. Унта Айхин сӑввисем, тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ сӑввисем янӑрӗҫ. Вӗсене Питер Франс, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс куҫаруҫӑсем вулӗҫ. Геннадий Айхин «Ултӑ сӑвӑ» кӗнекине хӑтлӗҫ.

 

Кӳршӗре

Ӗнер Пушкӑртра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Инкек республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Палтас (пушк. Балтас), Краснокама, Калтаси районӗсене пырса тивнӗ. Тӗслӗхрен, Палтас районӗнчи Янактаево ялӗнче 87 ҫурт ҫивиттине илсе пенӗ, Калтаси районӗнчи Калекин ялӗнче 12 ҫурт ҫивиттине салатнӑ. Краснокама районӗнчи Карый ялӗнче те 187 ҫурт сиенленнӗ.

Пуринчен ытла Янаул районӗнчи Канигово, Кивӗ Куюк ялӗсем тата Янаул хулин «Тухӑҫ» микрорайонӗ шар курнӑ. Республикӑри ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫил-тӑвӑл пурӗ 500 яхӑн ҫурта сиен кӳнӗ, 26 ял-хула ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула пурӗ 2 ҫын вилнӗ, 40 яхӑн ҫын аманнӑ. Инкеке лекнӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма 15 вырӑн йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ufa.kp.ru/online/news/1831138/
 

Кӳршӗре

Кузбасра кӑҫал Культурӑпа туризм ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ-мӗн те ҫавна май Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевски районта туристсен маршручӗсене ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫав шутра «Прокопьевски районти наци асамат кӗперӗ» ятли те пур. Маршрута мӑкшӑсем, украинсем, удмуртсем, белоруссем, пушкӑртсем тата чӑвашсем пурӑнакан территори урлӑ хывнӑ иккен. Ҫав маршрутӑн кӗскетнӗ варианчӗпе нумаях пулмасть Чӑваш Енри ушкӑн ҫӳренӗ. Йышра, сӑмахран, Тӑвай районӗсем те пулнӑ.

Сӑнсем (9)

 

Кӳршӗре

Ҫурлан 16–17-мӗшӗсенче Пӑлхар патшалӑх историпе архитектура заповедник музейӗнче Тутар Республикин туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе авалхи историе хальхи самантра кӑтартакан «Аслӑ Пӑлхар» Пӗтӗм Раҫҫей I фестивалӗ иртет.

10 пин ҫын вырнаҫакан лапамра Вӑтам ӗмӗрти ҫапӑҫусене кӑтартӗҫ. Унта Раҫҫейри 30 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 200 ытла салтак хутшӑнӗ. Хӑнасем икӗ кун иртекен фестивальте ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ, 14–15-мӗш ӗмӗрсенчи ташӑсене ташлама вӗренӗҫ, Вӑтам ӗмӗрти кӗвӗпе киленӗҫ.

Ҫав кунсенче истори ярмӑркки ӗҫлӗ. Унта кашниех сувенир, ӗлӗкхи алка-эрешсен копине, тумтире, пушмака туянма пултарӗ. Фестивале килнисем сурӑх какайӗпе икерчӗ, уйран, хир сысни какайне, килти кӑлпассие тутанма пултарӗҫ. Вӑтам ӗмӗрти мӗнпур ҫимӗҫе истори кухнин «Куликово уйӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисем ертсе пынипе хатӗрлӗҫ.

Ача-пӑча лапамӗнче хӗҫпе ҫапӑҫас енӗпе спорт турнирӗ иртӗ. Унта 5 ҫултан аслӑрах ачасем хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пылак парнепе хавхалантарӗҫ.

Фестивале килекенсем валли 2000 вырӑнлӑ лагерь хатӗрлӗҫ. Фестиваль пирки тӗплӗнрех 8(843) 473-04-56 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/157.html
 

Кӳршӗре

Тутарстанра тӗрлӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗпӗр язвине пуҫаракан инфекци тупнӑ. Ӑна Люга ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫыннӑн пусма тивнӗ пушмак пӑрӑвӗнче тупса палӑртнӑ.

Халӗ ҫав вырӑнта тӗрӗслев ирттернӗ, карантина кӗрекен лаптӑка палӑртнӑ. Карантинпа килӗшӳллӗн, ҫак вырӑнтан выльӑх-чӗрлӗхе, чӗрчунсене илсе тухма, кӗртме юрамасть. Вӗсенчен апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, ӑна карантин лаптӑкӗнчен илсе тухма чараҫҫӗ. Чирлӗ выльӑхӑн сӗчӗпе те усӑ курма юрамасть. Вилнӗ чӗрчунсене касма, тирне сӳме ирӗк памаҫҫӗ. Ветеринарсен операци тума та ирӗк ҫук (васкавлисемсӗр пуҫне). Карантин территорине ҫынсен, транспортсен кӗме юрамасть. Выльӑх-чӗрлӗхе пӗве-юханшывсене шыв ӗҫтерме илсе ҫӳреме чараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72288
 

Кӳршӗре Роман Курзенев — Шупашкарта
Роман Курзенев — Шупашкарта

Йошкар-Олари Роман Курзенев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. 23-ри каччӑ кунне 100 ҫухрӑма яхӑн кайма палӑртнӑ. Вӑл тӗнче тавра 7 ҫулта ҫаврӑнма шухӑшлать.

Роман чӗрӗ апат ҫеҫ ҫиет. Ҫулҫӳревре те вӑл улма-ҫырлапа, пахча ҫимӗҫпе тата мӑйӑрпа ҫеҫ апатланасшӑн.

Роман ӗнер Шупашкарта чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл Чулхулана, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн. Шупашкарта ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн Роман каллех ҫула тухнӑ.

Ҫулҫӳревҫӗ пӗтӗмпе 201 ҫӗршыва ҫитесшӗн. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл ноутбук, телефон тата фотоаппарат илнӗ. Роман апатланмашкӑн кунне 2 доллартан ытларах тӑкакланасшӑн мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72103
 

Кӳршӗре Утаркуль ял уявӗнче
Утаркуль ял уявӗнче

Нумай пулмасть Пушкӑртстанри Авӑркас районне кӗрекен Утаркуль ялӗн уявӗ иртнӗ. Ял ячӗ тутарла пулин те («утар» — хутор, «куль» — кӳлӗ) вӑл чӑваш ялӗ шутланать. Халӑх йышӗнчен 81% чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Яла 1924 ҫулта никӗсленӗ, Ӗпхӳри хутсем тӑрӑх чи малтан кунта Семён Иванович Васильев куҫса ларнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вара кунта Ташлӑкӳлти чӑвашсем килме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра кунта 23 кил шутланать.

Ял уявне ирттернӗ май вырӑнти халӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, сӑра вӗретнӗ. Уяв вӑхӑтӗнче Кепеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ф.Ф. Мулюков лайӑх ҫемьесене палӑртнӑ. Пухӑннисене ҫавӑн пекех район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ З.А.Габзалилова саламланӑ.

Ялӗ пысӑках мар пулин те Авӑркас культура керменӗнчи «Мерчен» чӑваш фольклор ансамблӗ халӑха пысӑк концерт программипе савӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=12718
 

Кӳршӗре Пӑлхарти археологсем ӗҫленӗ вырӑн
Пӑлхарти археологсем ӗҫленӗ вырӑн

Пӑлхар хулинче ӗҫлекен Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн экспедицийӗ унта вырнаҫнӑ пасар лаптӑкӗнче шырав ӗҫӗсен вӑхӑтӗнче перс чӗлхипе арабла саспаллисемпе ҫырнӑ кӑкшӑм тупнӑ. Кӑкшӑм ҫинче шӑрҫаланине «Турӑ чурин Салма Кӳлпайӑн ӗҫӗ» тесерех куҫарма пулать иккен.

Ҫырнӑ кӑкшӑм тупӑнни XIV ӗмӗрти ӗҫлесе пурӑннӑ тӑмран япала ӑстакансем хутла пӗлнине ҫирӗплетет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Археологи институтӗнче. Ӑста ячӗ йывӑррӑн вуланнине кура мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс вуланӑ тесе ҫирӗплетме васкамаҫҫӗ-мӗн-ха.

Пасар территорийӗнче пасар хӳммин никӗсӗн пӗр пайне те тупнӑ. Пӗрремӗш Петӗр патша вӑхӑтӗнче никӗсе ватса шурӑ чул кӑларнӑ иккен. Вӑл селитра тума кирлӗ пулнӑ. Анчах никӗсӗн пӗр пайӗ тӗкӗнмесӗр тӑрса юлнӑ, мӗншӗн вӑл тӗлте пӳрт ларнӑ.

Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех юланутҫӑсен тимӗр йӑранине (йӗнер пускӑчне) 60 мӑшӑр ытла тупнӑ. Ку вӑл сутлӑх валли хатӗрленӗ тавар пулнӑ-тӑр теҫҫӗ. Анчах ӑна пушар сиенлетнӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1914.html
 

Кӳршӗре Чӑвашсен Ӗренпурти «Наци ялӗ»
Чӑвашсен Ӗренпурти «Наци ялӗ»

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ӗренпур хулинчи «Наци ялӗ» культура комплексӗнче пулнӑ. Уҫӑ сывлӑшра вырнаҫнӑ ҫав комплекс 10 нацин хушма хуҫалӑхӗ вырӑн тупнӑ. Вӑл — ҫав тӑрӑхри халӑхсен туслӑхне палӑртакан символ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ комплексра вырнаҫнӑ этнографи музейне кӗрсе тухнӑ, чӑвашла литературӑн вулавӑшӗпе паллашнӑ.

Ӗренпурти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Петр Семенова Михаил Васильевич ӗҫшӗн тав тунӑ, кун пек проектсем Чӑваш Ен халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартма, вӗсене ӑс-хакӑл енчен пуянлатма, туслӑха тата ӑнланулӑха ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртнӑ.

«Наци ялӗнче» курнинчен тӗлӗнтӗм», — тенӗ пирӗн республика Пуҫлӑхӗ. Вӑл ламран лама куҫса пыракан пуянлӑха пирӗн ҫамрӑк ӑрӑва парса пымаллине палӑртнӑ.

Сӑнсем (44)

 

Кӳршӗре cheboksary.ru сайтри сӑн
cheboksary.ru сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Тутар Респбуликинчи Нурлат хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Уяв» чӑваш культурин наци уявне саккӑрмӗш хут ирттерӗҫ. Мероприятие ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та хутшӑнӗ.

Кӑҫал уяв йӗркелӳҫисем чӑваш халӑхӗн культурине анлӑн ҫутатма палӑртаҫҫӗ. Аса илтерер: «Уявӑн» республика статусӗ, кунашкал ӑна 1993 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. 2005 ҫулччен ӑна чӑвашсем нумаййӑн пурӑнакан вырӑнсенче ирттернӗ. 2006 ҫултанпа вара «Уява» Тутарстанри Нурлат районӗнче йӗркелеме тытӑннӑ. Юлашки ҫулсенче ӑна анлӑн ирттереҫҫӗ, Раҫҫейри чӑвашсем нумай пурӑнакан регионсен элчисене чӗнеҫҫӗ.

Мероприятипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинчи тата Тутарстанри Культура министерствисем малашне культура тата ӳнер тытӑмӗнче ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пусаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2020 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере çынсемпе хутшăнни усăллă. Юратуллă хутшăнусем пуçарни те пăсмĕ. Кăмăл пусăрăнчăк, çавăнпа хăвăра савăнтарма тăрăшăр. Тĕслĕхрен, туссемпе каçсерен чей ĕçме пухăнăр.

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Маншӑн ҫавах
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org