Хулара
![]() og21.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Шупашкарта хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ку сирӗнтен те килет – сасӑлава хутшӑнӑр. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртет. Унта 13 сквертан, паркран тата ытти общество территорийӗнчен пӗрне суйлама пулать. Списока ҫак вырӑнсем кӗнӗ: Мускав ҫыранӗ, «Салют» культура керменӗ умӗнчи сквер, М.Горький проспектӗнчи сквер, Чапаев поселокӗнчи Ҫӗнтурӳ лапамӗнчи парк, Кадетсен скверӗ, Ашмарин урамӗнчи парк, Айзман урамӗнчи аллея, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи аллея, Юман рашчи, Чапаев скверӗ, «Чӑвашгражданпроект» патӗнчи сквер, Республика лапамӗнчи сквер, Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, виҫӗ общество вырӑнне «Хулана хӑтлӑлатасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн илем кӗртме суйласа илӗҫ. Сасӑлав юпан 25-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хула администрацийӗн ывӑлӗ Олег Ладыков следстви изоляторӗнче пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна авӑнӑн 22-мӗшӗччен хупма йышӑннӑ. Авӑнӑн 14-мӗшӗнче суд ӑна киле яман – тепӗр уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗччен следстви вӗҫленмесен ӑна киле ямасан та пултарӗҫ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал утӑн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вӑл «Ауди» машинӑпа УАЗпа ҫапӑннӑ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен тарнӑ. УАЗ водителӗ тата пассажир суранланнӑ. Ладыкова тепӗр икӗ кунран тытса чарнӑ. Ҫакна та каламалла: Олег Ладыков унччен те судпа айӑпланнӑ. Ун чухне ӑна полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 2gis.com сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче троллейбус мӑкӑрланма тытӑннӑ. Тӗтӗм 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен общество транспортӗнче тухнӑ. Ку пӑтӑрмаха Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Кун пирки ЕДДС пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Алексей Петров каласа кӑтартнӑ. Троллейбусра тӗтӗм тухнине каҫхи 7 сехетре асӑрханӑ. Ун чухне троллейбус Максим Горький проспекчӗпе пынӑ. Тӗтӗм водитель кабининчен тухнӑ. Юрать, никам та - водитель те, пассажирсем те – шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти общество транспорчӗсенче каллех улшӑнусем пулӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗ пӗлтерет. Транспорт ыйтӑвне Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Унта пилӗк маршрут ҫинче пулакан улшӑнусене пӑхса тухнӑ. Ку транспорта урӑххипе улӑштарассине пырса тивет. Мэри пӗлтернӗ тӑрӑх, контрактпа килӗшӳллӗн 5-мӗш, 37-мӗш, 45-мӗш, 46-мӗш тата 33-мӗш маршрутсемпе вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Ку килӗшӳ 10 ҫуллӑха пулӗ. Ҫӗнӗ транспортсем кӗҫех, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nevnov.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти зоопаркра пӑши ами вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Канмалли кунсенче зоопарка кайрӑмӑр. Пӑхатпӑр: пӑши ами пурӑннӑ вольер пушӑ. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине ыйтрӑмӑр. Вилнӗ иккен. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулас», - ҫапла каласа кӑтартнӑ вӑл. Пӑши ами Галина ятлӑ пулнӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӑл килен-каян темӗн ҫитернӗрен чирлесе ӳкнӗ. Ун чухне чӗрчуна ҫӑлса хӑварайнӑ. Халӗ пӑши ами мӗншӗн вилнине ветеринарсем уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн видео скринӗ Шупашкарти полицейски канмалли кун лавккана кайнӑ та… темиҫе преступление уҫӑмлатма пултарнӑ. 2-мӗш полици уйрӑмӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйӗ Антон Кубиков Тукташ урамӗнчи пӗр лавккара икӗ каччӑ касса умӗнчен чупса иртнине асӑрханӑ. Вӗсен ҫумӗнче вара апат-ҫимӗҫ пулнӑ, куншӑн тӳлемесӗрех урама тухса тарнӑ. Каччӑсем машинӑна ларса лавкка умӗнчен тарнӑ. Полицейски вара ӑна астуса юлнӑ та кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫак автомашинӑна Ярославль урамӗнче чарнӑ. Багажнике уҫнӑ, унта вара – апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, йӑлара усӑ курмалли хими, косметика. Ҫак каччӑсем Тутарстанран иккен. Унччен вӗсем уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Форд-Транзит» юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку 11 сехет те 20 минутра Константин Иванов урамӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 32 ҫулти водитель руле итлеттереймен. Вӑл ӳсӗр пулнине кӑтартакан паллӑсем пулман. Салонра пулнӑ икӗ пассажир, хӗрарӑмсем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() balala.com.ua сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарти Мускав районӗнче тӑххӑрмӗш ача пульницӑра мар, килте ҫуралнӑ. Ҫут тӗнчене килнӗ пепкене ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ача килте ҫуралнине ашшӗ тата унпа пӗрле килнӗ кӳнтелен ҫирӗплетнӗ. Арҫын ача, ҫемьери пӗрремӗш пепке, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кун ҫути пурнӑ. Ҫакна кӳнтелен те ҫирӗплетнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пӗрремӗш пепкине Тимур ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Г.Тафаев профессор блогӗнчи сӑн Шупашкарти пӗр урама истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн Василий Димитриевӑн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Ку шухӑша Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗлтернӗ. Шупашкар хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Унта эсир те хӑвӑрӑн шухӑша пӗлтерме пултаратӑр. Хальлӗхе сасӑлава 916 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 794-шӗ ку шухӑша ырланӑ. Василий Димитриев 300 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ. Вӗсен йышӗнче – 19 монографи, 14 брошюра. Вӑл 2013 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 89 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() atomic-energy.ru сайтри сӑн Пӗлетӗр ӗнтӗ: ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра хӑйӗн страницине тытса пырать. Страницӑна пӑхса тӑракансем нумай. Ҫынсем унта Элтепер патне тӗрлӗ ыйтпу ҫырса яраҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр вара хӑйсене туйпа саламлама ыйтнӑ. Михаил Игнатьев ҫак ҫамрӑксен ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: туй кунхине, аванӑн 7-мӗшӗнче, хӗрпе каччӑ Правительство ҫуртӗнче, 17-мӗш хутра, пулнӑ, Элтеперпе сӑн ӳкерӗннӗ. Михаил Васильевич вӗсеме калаҫнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ ятпа саламланӑ. Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче вара Элтепер хулара пурӑнакан Петр Корняковӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗпе тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. «Халӑх тетелӗсенче пирӗн #мечтыдолжнысбываться хештегпа акци пуҫланнӑ. Эпир Чӑваш Енре пурӑнакансен ырӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |