|
Хулара
![]() «Лиза Алерт» сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Александрова Виктория Валерьевна ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл киле килмен. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унччен хӗрӗ капла тухса кайман, ҫухалса ҫӳремен. Хӗрӗ кайсан 3 сехет иртсенех хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Виктория килтен кайнӑ чухне симӗс куртка, хура лосина, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле рюкзак пулнӑ. Хӗр 157 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача-пӑча центрӗсенчен пӗри кӑшӑлвирусран шикленмен. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ канмалли кунсем тесӗ пӗлтернине те, Чӑваш Енре ятарлӑ мерӑсем йышӑннине те пӑхӑнман унта. Хулари Павлов мичман урамӗнчи «Джуниор» ача-пӑча центрӗ ӗҫленине Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча организациийӗнче дежурство ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Тӗрӗслевҫӗсем пынӑ вӑхӑтра унта тӑватӑ ача пулнӑ. Ача-пӑча центрне Шупашкарти Мускав район сучӗ 31 кунлӑха ӗҫлеме чарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн учреждение пырса суд приставӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Джуниор» центра ӗҫлеттерме чарса лартнӑ, унӑн алӑкӗсене хупса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта нимеҫӗсем троллейбуспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ. Кунашкал ҫӑмӑллӑх вӗсен пандеми пӗтиччен пулӗ. Шупашкарта нимеҫӗсене 20 ытла центрӗ ӗҫлет. 50-а яхӑн нимеҫӗ пандеми вӑхӑтӗнче ваттисене пулӑшать. Вӗсем 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем патне апат-ҫимӗҫ илсе килеҫҫӗ. Аса илтерер: 60-тан аслӑраххисем халӗ килте лараҫҫӗ, вӗсен урама тухма юрамасть. Нимеҫӗсен центрӗсенче тӑрӑшакансем пандеми пӗтиччен троллейбуспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ. Кондукторсем вӗсене бейджик пулӑшнипе пӗлӗҫ. Унта вӗсен ятне-шывне, штаб номерне ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() vladimirnews.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗн администрацине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем туса пама ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ку ӗҫе хӑй тӗллӗн пурнӑҫлаймасть. Хайхискер администрацие кайса ку тӗлӗшпе кам пулӑшма пултарассипе кӑсӑкланнӑ. Ӑна хӑй ӗҫленӗ предприяти юсав ӗҫӗсем туса пама шантарнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти пӗр хапрӑкра 36 ҫул вӑй хунӑ, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ. Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра пурнӑҫлӗҫ. Ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗшӗн ку Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе пысӑк парне пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирус Раҫҫее те ҫитнине кура Чӑваш Енре кашни кун усӑ курма кирлӗ мар япаласем сутакан лавккасене ӗҫлеме чарнӑ. Анчах Шупашкарта «Инком», «Юрат», «Мегастрой» малаллах ӗҫленӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑмӑлсӑрланса комментарисем хӑварнӑ – «Мегастройра» халӑх хӗвӗшет-мӗн. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ Хушӑвӗпе кунашкал гипермаркетсене ӗҫлеме чарнӑ. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 500 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ лавккасене (апат-ҫимӗҫ сутакансене пырса тивмест) хупмалла. Олег Алексеевич гипермаркет ертӳлӗхне кун пирки пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн лавкка вӑхӑтлӑха хупӑннӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк, выльӑх-чӗрлӗх сутакан лавккасене ӗҫлеме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Женя Крутова урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици ӗҫченӗсем килсен ҫеҫ хупӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ШӖМ пресс-служби пӗлтерет. Аса илтеретпӗр, ятарлӑ кану эрнинче хӑш-пӗр заведенисене кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Канупа киленӳ таврашӗпе ӗҫлекенсем вӗсен шутне кӗмеҫҫӗ. Вӑйӑ салонӗ пирки сыхӑ граждансенчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унта хулари шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем, тата Роспотребнадзор представителӗсем ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче полици салона хупнӑ, предпринимателе ҫавӑн пекех РФ КоАПӗн 6.3 статйине пӑсни ҫинчен протокол ҫырса панӑ. Унсӑр пуҫне салон хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне чӑн та саккунпа килӗшӳллӗн туса пынине тӗрӗслӗҫ. Сӑлтавӗ: вӑйӑ салонӗ тесе час-часах казино йышши заведенисем пытанаҫҫӗ, унашкал ӗҫ-хӗлпе вара ҫӗршыври хӑш-пӗр регионсенче кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Чӑваш Ен вӗсен шутне вара кӗмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулсене дезинфекцилеме тытӑннӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ службӑсем санитарипе дезинфекци мероприятийӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ятарлӑ машинӑсем ҫул-йӗре дезинфекцилемелли шӗвексемпе сирпӗтеҫҫӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав дизинфекцилемелли япаласен пахалӑх сертификачӗ пур, ҫавна май вӗсем ҫынсен сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ мар. Палӑртмалла: ятарлӑ техника пысӑк территорие дезинфекцилеме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() 123ru.net сайтри сӑн Ватӑ ҫынсене те, ыттисене те килте ларма хушнӑ, анчах ҫакӑнпа ултавҫӑсем усӑ курма хӑтланаҫҫӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче маска тӑхӑннӑ икӗ арҫын Октябрь: 50 ҫул урамӗпе утса пынӑ чухне 34 ҫулти хӗрарӑм патне пынӑ та килте лармалли пирки каланӑ. Лешӗ лавккана апат-ҫимӗҫ патне кайнине пӗлтернӗ, кусем вара пулӑшма шантарса банк карттине е укҫа парса яма ыйтнӑ. Хӗрарӑм килӗшмен. Халӗ полицейскисем «ырӑ кӑмӑллӑ» ҫав арҫынсем камсем пулнине палӑртаҫҫӗ. ШӖМ асӑрхануллӑ пулма ыйтать, ултавҫӑсем халӗ тӗлӗрмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() yandex.ru сайтри сӑн Ҫынсем пандеми вӑхӑтӗнче килте ларнӑ вӑхӑтра общество транспорчӗ сайрарах, канмалли кун графикӗпе килӗшӳллӗн, ҫӳреме тытӑннӑ. Малашне транспорт шучӗ тата чакассине пӗлтереҫҫӗ. Паянтан «час пик» мар вӑхӑтра общество транспорчӗ сайрарах ҫӳреме пуҫлӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак графикпе ҫӳрӗ: 6-9 сехетсенче тата 15-18 сехетсенче – канмалли кун графикӗпе. 9-15 сехетсенче тата 18-21 сехетсенче транспорт 20-40 минутран ҫӳрӗ. Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 100-мӗш маршрута вӑхӑтлӑха хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пурӑнакан ҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна ятарлӑ бокса вырттарнӑ, хӑйсем те ятарлӑ тум тӑхӑннӑ. Мӗншӗн тесен ҫак ҫын коронавируспа чирлеме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. «Арҫын ют ҫӗршывран килнӗ текен верси пур, килте ӑна япӑх пулса кайнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Кунашкал тӗслӗх пулнине ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви те ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре коронавируспа чирленӗ 1 ҫынна шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
