Хулара
![]() severstolici.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм финанс пирамидине укҫа хывнӑ, унтан палламан ҫынна ӗненсе ӑна укҫа панӑ. Хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та микрофинанс компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Организаци 2018 ҫулта хупӑннӑ, хӗрарӑм вара шӑпах ӑна 180 пин тенкӗ панӑ. Арҫын куншӑн компенсаци пулассине пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, процентсем те тавӑрӗҫ-мӗн – 700 пин тенкӗ ытла. Анчах куншӑн укҫа куҫармалла имӗш – урӑх вкладчиксем валли. Хӗрарӑм ҫакна ӗненсе 451 пин тенкӗ кредит илнӗ. Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие кун пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() votkinsk.net сайтри сӑн Шупашкарта раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑнакан ачасем валли парнесем пухӗҫ. Акци «Юлташа тетте парнеле» ятлӑ. Сирӗн те ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас килсен Шкул умӗнхи вӗренӗве аталантармалли центра ҫитмелле. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Эгер бульварӗ, 6/1-мӗш ҫурт. Теттесене Шупашкарти кирек мӗнле ача пахчине те илсе килме юрать. Акци вӑхӑтӗнче пухӑннӑ теттесене йывӑр лару-тӑрӑва лекне ачасене парӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансене ыркӑмӑллӑх елкисенче те парнелӗҫ. Сӑмах май, кунашкал мероприятисем раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттере ҫӑлавҫӑсем балкон урлӑ кӗнӗ. Вӗсене кӳршисем чӗнсе илнӗ. Ара, хваттерте йытӑсем уланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку паян Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Йытӑсем уланӑран кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, хуҫисем чӗрчунсене пӗччен хӑварнӑ. «Йытӑсем ӗнертенпе вӗреҫҫӗ, улаҫҫӗ. Ирхине ҫӑлавҫӑсем тата полици килчӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем хваттере балкон урлӑ кӗрсе икӗ йытта апат ҫитернӗ. Хваттерте кушаксем те пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. Полицейскисем килсен кил хуҫи хӗрарӑмӗ те ҫитнӗ. Чӗрчунсем хваттерте мӗн чухлӗ выҫӑ ларни паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра мар, урӑх вырӑнта иртӗҫ. Пӗлетӗр пулӗ: Хӗрлӗ лапамра реконструкци пырать, ҫавна май уяв «Шупашкар: 500 ҫул» паркра пулӗ. Унтах пӑр катокӗ тӑвӗҫ, Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлӗ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӗп хуламӑра илемлетсе пӗтерӗҫ. Кӑҫал Граждан урамӗнче, Эгер бульварӗнче, Мир проспектӗнче, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче те илем кӳрӗҫ. Чи пысӑк тӑвайкки Лакрей вӑрманӗнче вырнаҫӗ. «Шупашкар: 500 ҫул» парка раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне илемлетсе пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк ЧР Элтеперӗн администрацийӗнче юпа уйӑхӗн 7-22-мӗшӗсенче тӗрӗслев иртнӗ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Тӳрех палӑртмалла: йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене нумай тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслеве Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ирттернӗ. Ведомство Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫурта, Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫурта, Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫурта, Энгельс урамӗнчи 9-мӗш ҫурта пӑхса тухнӑ. Президент урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра (Правительствӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ) йӗркене пӑснӑ тӗслӗх ытларах пулнӑ. Республика лапамӗнчи 2-мӗш ҫуртра та ҫитменлӗхсем пулнӑ. Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вара виҫҫӗмӗш хутран эвакуациленмелли алӑк пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Мистер Мороз-2020» (чӑв. 2020-мӗш ҫулхи пӗчӗк Хӗл Мучи) конкурс иртӗ. Маларах асӑннӑ тытӑмра информаципе аналитика ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен Екатерина Осипова методист ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса пултарулла ачасене тупса палӑртас, Ҫӗнӗ ҫул ирттерессипе ҫыхӑннӑ халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, Ҫӗнӗ ҫул уявӗн тӗп сӑнарне анлӑ сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва 5-6 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен икӗ ӗҫе пурнӑҫлама тивӗ: пултарулӑха е юрласа, е ташласа, е сӑвӑ каласа кӑтартмалла. Иккӗмӗш конкурсра хитре тумтире кӑтартмалла. Урара хитре, асамлӑ ҫӑматӑ пулмалла. Конкурса хутшӑнгас кӑмӑллисен ҫакӑн пирки чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсемпе тӗл пулнӑ. Унта калем ӑстисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Вӗсенчен пӗри – Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ярасси. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, правительствӑн троллейбус ямашкӑн мӗн чухлӗ тӑкак пулнине шутламалла. Анчах ку ыйтӑва пӗр ҫултах татса пама май ҫук. «Троллейбуспа пассажирсене илсе ҫӳренин пӗлтерӗшне шута илес тӗк – ку экологи тӗлӗшӗнчен таса тата йӳнӗ транспорт. Ҫӗнӗ хула микрорайон аталанса пынине шута илсе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ҫӳреттерме тытӑнмалла», - тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарта уяв паллине вырнаҫтарасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал тӗп урамра Шӑши королева пулӗ. Яланхи пекех вӑл «Ростелеком» ҫурчӗ умӗнче вырнаҫӗ. 2020 ҫул – тимӗр шӑши ҫулталӑкӗ. Ҫавна май Шупашкарта Шӑши королевӑн кӳлепине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна папье-машерен хатӗрлӗҫ. Ку ӗнӗпе Александр Жигарев ӳнерҫӗ тӑрӑшӗ. Кӳлепене урамра раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вырнаҫтарӗҫ. Палӑртмалла: раштав пуҫланиччен Шупашкарти урамсене илемлетсе пӗтермелле. Тепӗр уйӑх пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшӗ йӑлтӑртатма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() good-tips.pro сайтри сӑн Шупашкарти пӗр усламҫӑ паллӑ мар ҫӗртен кӳрсе килнӗ мӑйӑр сутнӑ. Ҫакна Атӑл тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратури тупса палӑртнӑ. Усламҫа административлӑ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Усламҫӑ мӑйӑра Шупашкарти Калинин районӗнчи пӗр суту-илӳ комплексӗнче сутнӑ. Прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 120 килограмм мӑйӑр туртса илнӗ. Ҫимӗҫӗн документсем пулман, сутуҫӑ мӑйӑра саккуна пӑсмасӑр кӳрсе килнине ӗнентереймен. Мӑйӑра туртса илнӗ хыҫҫӑн тӗп тунӑ. Усламҫӑн вара 20 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() dom-i-zakon.ru сайтри сӑн Ҫамрӑк амӑшӗ ача ҫуратсан пепкине регистрацилеме ЗАГС пайне пынӑ. Хайхискер хӑйӗн хушаматне парасшӑн пулман. Администраци ӗҫченӗсем ҫак хӗрарӑмпа калаҫу ирттернӗ. Ара, саккунпа килӗшӳллӗн ачана ашшӗ-амӑшӗн хушаматне памалла. Ку хӗрарӑм вара ачине упӑшкасӑр ҫуратнӑ. Амӑшӗ пепкине хӑйӗн хушаматне ниепле те парасшӑн пулман. Мӗншӗнне те ӑнлантарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл хӑйӗн хушаматне те улӑштарасшӑн имӗш. Саккунпа килӗшӳллӗн ачана урӑх хушамат пама юраманнине кура хӗрарӑмӑн пепкене хӑйӗн ҫинех ҫыртарма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |