|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Андрей Николаевич Захарова тӑванӗсем пӗр уйӑха яхӑн курман. Вӑл сывлӑх енчен хавшак, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Арҫын ӑс-тӑн енчен арпашӑнса кайма пултарать. 47 ҫулти Андрей Захаров килтен кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен ун пек вӑрахлӑха ҫухалса курман. Вӑл авланман, ачи-пӑчи ҫук,сусӑрскер ниҫта та ӗҫлемест. Андрей Захаров 161 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр. Сулахай алӑ ҫинче якорь ӳкернӗ татуировка пур. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкаравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() zen.yandex.ru сайтри сӑн Брокер фирмине укҫа хывса пуяс текенсем шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ тӗслӗх юлашки вӑхӑтра пайтах. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын та ҫапла тума шутланӑ, анчах нимсӗр тӑрса юлнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, укҫа хывсан хушӑнса пырӗ. Хайхи арҫын 500 пин тенкӗ хурассине пӗлтернӗ. Укҫи хӑйӗн пулман, банкран кайса кивҫен илнӗ. Хайхискер брокер счечӗ ҫине хунӑ. Тепӗртакран ҫав укҫан шӑрши-марши те юлман – йӑлтах вӑрланӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() planetoday.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йытӑ арҫынпа икӗ ачана тапӑннӑ. Ку каҫхи 8 сехетре пулса иртнӗ. Ҫемье пуҫӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсене кӳршӗсен йытти тапӑннӑ. Хуҫи те ҫавӑнтах пулнӑ-ха, анчах йытта намордник тӑхӑнтартман. Унпа пӗрле тепӗр йытӑ та пулнӑ. Чӗрчунен пӗри ачан питне каштах суранлатнӑ, ашшӗ ӑна тӳрех травмпункта илсе кайнӑ. Йытта прививка туни паллӑ. Ҫапах хуҫи шар курнӑ арҫынпа ачасенчен каҫару та ыйтман, нимпе те пулӑшман. Ҫав ҫынна административлӑ майпа явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри полицейскисем пӗр хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хайхискер ют ҫын карточкипе усӑ курнӑ. Банк картти ҫухални пирки хуҫи полицие пӗлтернӗ. 51 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн карточкине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫухатнӑ. Унпа вара парольсӗрех, терминал ҫумне тытса, усӑ курма пулать. Кӑштахран ҫак хӗрарӑм счет ҫинчен 4 пин тенкӗ ытла ҫухалнине асӑрханӑ – карточкӑпа Шупашкарти 11 лавккара япала туяннӑ. Ют ҫын карточкине кам тупни паллӑ. Вӑл – сӑнӳкерчӗкре. Ҫак хӗрарӑма курнӑ ҫынсене 24-07-02, 24-07-42 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта дружинниксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнчи документра ҫырнӑ тӑрӑх, ку 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти халӑх дружини валли субсиди уйӑрасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Вӗсене 3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Палӑртмалла: халӑх дружинникӗсем Шупашкарти общество йӗркине сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Fpad%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=8811.b1tJZN-PFd7bwImHO4M3dZjytLURaFsckkqtvzfhiVAdx0-hpQVcnnwu19BNYU_rh7zOkua2ciYSusTj3Z2CBJZS8PHsfEiwhaYb4qYsN6U.31cab96d0ec0e47d075085f8b9ce28394b78cb3f&uuid= «Маска режимне йӗркелени пирки пӗлтернине хальлӗхе ниҫта та курман. Анчах урамсенче тата аптекӑсенче ҫавӑн пек тейӗн», — тесе ҫырнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ҫӗркаҫ. Журналист асӑрханӑ тӑрӑх, маскӑпа ҫамрӑксем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ. «Паян хулара шкул ачисене, уйрӑмах студентсене, маскӑллисене тата маска пек япалапа хупланнисене пӗрре урлӑ куртӑм. Пенсионерсем те пӑшӑрханаҫҫӗ. Автобусра манпа юнашар аслӑ ҫулсенчи, аллине сумкӑсем тытнӑ интеллигент лекрӗ. Пӑшӑрханса такам патне шӑнкӑравласа маска туяннине пӗлтерчӗ», — ҫырса кӑтартнӑ Маргарита Красотина. Вӑл кӗнӗ икӗ аптекӑра та хӗрарӑмсем виҫшер пачка маска туяннӑ иккен. «Калӑн, ҫӑлӑнӑҫ», — пӗтӗмлетнӗ пурне те куракан-сӑнакан журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта харӑсах темиҫе машина аварие лекнӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ ҫын шар курнӑ. Авари Максим Горький проспектӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай» водителӗ сылтӑмалла ҫаврӑннӑ чухне руле итлеттереймен те «Киа Риопа» тата «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Киа Риори» виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Хендайри» 22 ҫулти пассажиркӑна та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче виҫӗ водитель те ӳсӗр пулман. «Хендай» водителӗ тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() etk21.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев шутланӑ тӑрӑх, Шупашкарта туса ирттернӗ транспорт реформине кӑштах тӳрлетсе ҫитермелле. Олег Алексеевич паян Потребительсен прависене хӳтӗлекен Координаци канашӗнче ҫак ыйтӑва пӑхса тухма ыйтнӑ. Вӑл хулара пӗрлехи проездной билетне хута яма сӗннӗ. «Манӑн шухӑшпа, ку Шупашкаршӑн пӗлтерӗшлӗ ыйту. Пирӗн ку енӗпе малалла куҫмалла», - тенӗ Олег Николаев. Палӑртмалла: халӗ Шупашкарта пурӑнакансемпе хӑнасем троллейбусра ҫеҫ проезднойпе ҫӳрееҫҫӗ. Кун пеки автобуссенче ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() visasam.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районӗнчи чи лайӑх урам шӑлакансене чысланӑ. Вӗсене укҫан хавхалантарнӑ. Чи лайӑххин ятне тивӗҫессишӗн 17 ҫын тупӑшнӑ. 59 ҫулти Маргарита Харитонова ирхи 5 сехетре Богданкӑра урам шӑлма тухать. Вӑл ку ӗҫре 11 ҫул вӑй хурать. Урам шӑлакансен уйрӑмах хӗлле ӗҫ нумай. Юр нумай ҫунӑ чухне техника пулӑшма ҫитет. Анчах Маргарита Харитонова вӗсене кӗтсе тӑмасть – алла кӗреҫе тытать те ӗҫлеме пуҫлать. Конкурс комиссийӗ те унӑн ӗҫченлӗхне курнӑ. Маргарита Ленин районӗнчи чи лайӑх дворник ята тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗрарӑма 15 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Василий Катков. Вӑл ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Дементьев урамӗнче тӑрӑшать. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Петр Филимонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() movp.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем эмелпе наркӑмӑшланнӑ тӑватӑ ачана пулӑшнӑ. Пӗр тӗслӗхӗ республикӑн тӗп хулинче пулнӑ. Шупашкарта пӗр ача пӗр пачка эмел ҫисе янӑ. Пӗчӗкскере тухтӑрсем пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ача пӳлӗмре никам та ҫук чухне (ашшӗ-амӑшӗ урӑх пӳлӗмре пулнӑ) пӗр пачка мультивитаминсем ӗҫсе янӑ. Аслисем ҫакна курсан тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ачан хырӑмне тасатнӑ та тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пӗчӗкскер хӑйне чиперех туять. Астӑвӑр: ача эмел нумай ӗҫсен тӳрех тухтӑрсене чӗнмелле. Вӗсем киличчен шыв нумай ӗҫтермелле, хӑстармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
