Чӑвашлӑх
![]() Музейра Куславккари Н.И.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫуртӗнче туристсене чӑваш наци тумӗпе паллаштараҫҫӗ. Чӑваш халӑх тумӗпе чылайӑшӗ кӑсӑкланать. Наци тумӗ ӗмӗрсене парӑнтарса паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Вӑл чӑвашсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса парать. Хӗрлӗпе шурӑ тӗссем тасалӑха палӑртаҫҫӗ, ҫавӑнпа чӑвашсем унпа ытларах усӑ курнӑ. Этнографсем тумӑн хӑш-пӗр пайне танлаштарнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тунӑ: чӑвашсем ӗлӗкхи тумтир стильне ытларах сыхласа хӑварнӑ. Музей ҫуртра кашни туристӑн чӑваш пулса курма май пур. Музей экспозицийӗпе паллашнисӗр пуҫне туристсем музей пахчинче чӑваш ҫурчӗ евӗр илемлетнӗ хӳмере сӑн ӳкерӗнме пултараҫҫӗ. Туристсем чӑваш наци тумӗ илемлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ. Чӑвашсен тумне тӑхӑнса ӳкерӗнни вара кашнин кӑмӑлнех ҫӗклет. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци музейе ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. 2 миллион та 856 пин тенке мӗн тӗллевпе тӑкаклӗҫ-ха? Музей «Чӑваш тӗррин музейӗ. I тапхӑр» пултарулӑх проектне пурнӑҫа кӗртӗ. Чӑваш наци музейӗнче чӑваш халӑх тӗррин 18-19-мӗш ӗмӗрсенчи тӗслӗхӗсем упранаҫҫӗ. Ку пухмач — наци пуянлӑхӗ, халӑх мӑнаҫлӑхӗ. Чӑваш халӑх тӗррин аталанӑвӗнче Алькешри «Паха тӗрӗ» артелӗн тӳпи пысӑк. Вӑл 1923 ҫулта йӗркеленнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑн ӗҫӗ-хӗлӗ музей экспозицинче тӗп вырӑнсенчен пӗрине йышӑнӗ. Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗррин ӑсталӑх лаҫҫине уҫма палӑртнӑ. Унта ачасемпе ӑсталӑх класӗсем, интерактивлӑ занятисем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗрен лартнӑ хӗрес Кӑҫалхи Чунҫӳрев Чӑваш сӑрчӗ ҫине ҫул тытни пирки эпир сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Чӑвашран тухнӑ халӑха вара унта ҫитичченех япӑх хыпарсемпе савӑнтарчӗҫ. Пӗрре тахӑшӗсем «Милая Яна» ҫырса ҫутҫанталӑк палӑкне пӑснӑ, Чӑваш сӑртне илемсӗрлетнӗ. Кунта ытти вырӑнсенче тӗл пулман ӳсентӑрансем ӳсеҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа та вӑл патшалӑх хӳтлӗхӗнче шутланать. Унсӑр пуҫне хӑй сӑрчӗ ҫинче 6 археологи палӑкӗ те пур: авалхи хулан урӗсем, Улӑп тӑприсем. Чунҫӳревҫӗсем ҫитес умӗн 3 кун маларах паллӑ мар ҫынсем ҫак вырӑна кӗрсе урсене ҫӗмӗрнӗ, Улӑп тӑприне трактор таврашӗпе тӗксе тикӗслетнӗ хыҫҫӑн темӗнле труба вырнаҫтарнӑ. Бетонланӑ вырӑнта пирус вӗҫӗсене тата эрех кӗленчин пӑккине сӑнама май пурччӗ. Чунҫӳревҫӗсем килсе кайнӑ чухне ҫав трубана мӗн валли лартни паллӑ марччӗ, анчах та Тӗменри «Вслух.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унта тем пысӑкӑш поклоннӑй хӗрес вырнаҫтарнӑ имӗш. Ку вырӑна никам та сыхламаннине пулах чунҫӳревҫӗсем хӑйсен юпине Абалак (чӑв. Упалӑх) кану базинче вырнаҫтарчӗҫ. Чӑваш сӑрчӗнче (вӑл Тобольск ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) Ермакпа Кучум хан хушшинчи ҫапӑҫу иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш сӑрчӗ ҫинче. Н. Плотников тунӑ сӑн Ӗнер утӑн 9-мӗшӗнче Чунҫӳрев–2014 8 200 ытла ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳресе Шупашкара таврӑнчӗ. 25-мӗш хут йӗркеленнӗ ҫак ҫулҫӳрев иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗш кунӗнче тапраннӑччӗ. Чунҫӳрев кӑҫал Пушкӑрт республикинчи Сӑлакпуҫа кӗрсе концерт лартрӗ, унтан Чӑваш сӑрчӗ патнелле ҫул тытрӗ. Кунта ҫитсен икӗ пӑшӑрхануллӑ хыпар кӗтсе илчӗ — пӗрре сӑрт ҫамкине пӑсса 7 метр ҫӳллӗш саспаллисем ҫырнӑ иккен, тепре — археологи палӑкӗсене ҫӗмӗрсе темле труба бетонласа лартнӑ. Кунта юпа лартсан та ӑна никам та сыхламӗ тесе вара Абалак текен кану базине лартма йышӑнчӗҫ. Сӑмах май, Ермак пырса кӗнӗ вӑхӑтра Абалакра та чӑваш ялӗ пулнӑ. Халӗ вара кунта паллӑ мӑнастир вырнаҫнӑ тата ӗлӗкхилле йӗркеленӗ кану бази. Юпана така пуссах, кунта пуҫ хунӑ мӑн асаттесене асӑнсах лартрӗҫ. Унтан чунҫӳревҫӗсем Алтай республикинче иртекен Эл ойын уява ҫул тытрӗҫ. Ҫул хӗрринчех Василий Шукшинӑн ялӗ вырнаҫнӑран унта та кӗрсе тухрӗҫ. Пирӗн тӗпчевҫӗсем ӑна чӑваш юнӗллӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вырӑнтисем вӑл мӑкшӑ халӑхӗнчен теҫҫӗ. «Эл ойын» уявӗнче чунҫӳревҫӗсем концерт программине хутшӑнчӗҫ, икӗ ҫул маларах лартнӑ юпа патӗнче чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чулхулари Акатуйра Чулхулара ҫӗртмен 5-мӗшӗнче пуҫласа Акатуй ирттернӗ. Ӑна унти чӑвашсен культура центрӗ тата чӑвашсен наципе культура автономийӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Вырӑнти Культура министерстви те мероприятие ырласа йышӑннӑ. Акатуйӑн тӗп тӗллевне чӑвашсен йӑли-йӗркине сарасси, облаҫре пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа килӗштерсе пурӑнассине сарасси тесе палӑртнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Чулхула чӑвашӗсен культура центрӗн ертӳҫин Анатолий Ефимовӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн культурӑри тата историлле пуянлӑхӗпе паллаштаракан кӗнекине хӑтланӑ. Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Юлия Анисимова тата ыттисем пулнӑ. Вӑл Чулхулара пуҫласа Акатуй ирттернӗшӗн тав тунӑ, саламланӑ. Чӑваш халӑхӗ умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн маларах асӑннӑ Анатолий ефимова, унӑн ҫумне Петр Яргутова тата унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Алина Артемьевана Чӑваш наци конгресӗн Хисеп гармотисемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хавал» уйлӑха пуҫтарӑннисем Етӗрне районӗнчи «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче ӗнер чӑваш чӗлхине вӗренмелли «Хавал» ҫуллахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе ун пек мероприятие пиллӗкмӗш ул йӗркелеҫҫӗ. Уйлӑхра чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелеҫҫӗ, тӗрлӗ темӑпа лекцисемпе семинарсем вулаҫҫӗ. Вырсарни кун унта тутар историкӗ Айрат Тухватуллин тухса калаҫнӑ. Вӑл тутарсемпе чӑвашсен пӗр пеклӗхӗпе расналхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Уйлӑха ҫавӑн пекех чӑваш филологӗсем Атнер Хусанкай тата Николай Егоров, Исофи Дмитриев-Трер театр режиссерӗ, Владислав Николаев журналист, Александр Капитонов усламҫӑ, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Сельверстрова тата ыттисем пымалла. «Хавала» ҫитме палӑртнӑ ҫынсен хушшинче Чӑваш Енри чӑваш чӗлхи тӑрӑмне темиҫе ҫул хушши тӗпчекен Каталони социолингвисчӗ Эктор Алос-и-Фонт, Окситани юрӑҫи Жан-Марк Леклер, украин лингвисчӗ Артем Федоринчик тата Иран хӑнисем пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑйӑ картине тухнисем
Чӑвашсем ӗлӗк вӑйӑ картине тӑнӑ, пӗрле юрласа-ташласа савӑннӑ. Вӑйӑ (уяв) картине ҫуркунне тата ҫулла уҫӑ лапмара пухӑннӑ. Тахҫан Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа тӑрӑхӗнче те ҫак йӑлана тытса пынӑ. 1950-мӗш ҫулсенче, клубсем ӗҫлеме тытӑнсан, ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑма пӑрахнӑ. Апла пулин те аслӑ ӳсӗмрисем ҫак йӑлана астӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть Шӑмалак ялӗнче пурӑнакан аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ҫамрӑклӑхне аса илсе вӑйӑ картине тӑнӑ, купӑс каласа ташланӑ, юрланӑ. Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине хисеплесе ҫамрӑксем те, ачасем те чӑваш тумӗ тӑхӑнса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Эткер" этнокультура лагере канма килнисем Ҫак эрнере Чӑваш Енти «Вӑрман юмахӗ» санаторине кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут тулай чӑвашсен ачисем канма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхи ҫӗршывӑн 10 регионӗнчен 45-ӗн килнӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсен ачисемпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл «Эткер» этнонкультура лагере хӑйӗн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, юррисемпе, тӗррисемпе пуян чӑваш культурин элчисем пуҫтарӑннине палӑртса хӑварнӑ. Канма килнӗ ачасене Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» кӗнекене асӑнмалӑх тесе парнеленӗ. Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, лагере канма пухӑннӑ ачасене тӑван этнокультурӑпа та паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Эткер» этнокультура лагере канма килнисем Ҫак эрнере Чӑваш Енти «Вӑрман юмахӗ» санаторине кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут тулай чӑвашсен ачисем канма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхи ҫӗршывӑн 10 регионӗнчен 45-ӗн килнӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсен ачисемпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл «Эткер» этнонкультура лагере хӑйӗн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, юррисемпе, тӗррисемпе пуян чӑваш культурин элчисем пуҫтарӑннине палӑртса хӑварнӑ. Канма килнӗ ачасене Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» кӗнекене асӑнмалӑх тесе парнеленӗ. Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, лагере канма пухӑннӑ ачасене тӑван этнокультурӑпа та паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Республика кунӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательстви «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, докмуенты и материалы» ятап ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ. Унӑн авторӗ — Сергей Щербаков. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑшӑн вӑл хальхи вӑхӑтри ӳнер ӗҫченӗсене А.А. Трофимовпа М.Г. Кондратьев ӑслӑлӑх докторӗсене, истори ӑслӑлӑхӗсен докторне В.Н. Клементьева, республикӑн Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсене тав тӑвать тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Пин тиражпа кӑларнӑ кӗнеке республикӑн патшалӑх символӗсемпе — гербпа, ялавпа, гимнпа — паллаштарнӑ. Этнокультура символикине патшалӑх шайне кӑларас тесе чӑвашсем самай ҫине тӑнӑ. 1920-мӗш ҫулсен ҫурринче патшалӑх символне чӑвашлӑх сӗмне кӑштах кӗртме май килнӗ. Анчах иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче чӑвашлӑх сӗмне вӗсенчен пуҫӗпех кӑларса пӑрахнӑ. Ҫапла вара 1937-мӗш ҫултан тытӑнса 1992-мӗшчен Чӑваш Енӗн символӗ герб тата РСФСР ялавӗ ҫине чӑвашла «Чӑваш АССРӗ» тата «Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем пӗрлешӗр» тесе чӑвашла ҫырнипех ҫырлахса пурӑнма тивнӗ. Кӗнекене епле хатӗрлени тӑрӑх та вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |