Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Анжела Анисимова — «Йӗпреҫ пики»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.03.2015 11:56 | 2017 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Пушӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче те чи илемлӗ пикене суйланӑ. Ҫав каҫ сцена ҫине 10 пике тухнӑ: Анжелика Анисимова, Юлия Петрова (Пучинке), Наталья Ефремова (Эйпеҫ), Кристина Егорова (Кӗлӗмкасси), Людмила Елдырева (Пысӑк Упакасси), Мария Чугарова, Елена Раймова (Чӑваш Тимеш), Мария Майорова (Хурамал), Екатерина Кошелева (Ирҫе Ҫармӑс), Татьяна Яковлева (Шӑрттан).

Яланхи пекех конкурсра хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, чӑваш наци апачӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Кӑҫал «Йӗпреҫ пики — 2015» ята Анжела Анисимова тивӗҫнӗ. «Вице пике» — Людмила Елдырева. «Хӳхӗм пике» — Юля Петрова, «Ҫепӗҫ пике» — Мария Чугарова, «Илӗртӳллӗ пике» — Кристина Егорова, «Ӑс пике» Екатерина Кошелева. Катя ҫавӑн пекех куракансем кӑмӑлланӑ пике пулса тӑнӑ.

«Сӑпайлӑ пике» титула Татьяна Яковлева ҫӗнсе илнӗ. Наталья Ефремова «Маттур пике» номинацире мала тухнӑ. Мария Майорова «Ҫӗкленӳллӗ пике» пулнӑ. Елена Раймова вара — «Ҫап-ҫутӑ кулӑллӑ пике».

Анжела Анисимова район чысне «Чӑваш пики» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ.

Сӑнсем (84)

#Чӑваш пики, #конкурссем, #Ирҫе Ҫармӑс, #Пучинке, #чӑвашлӑх, #Чӑваш Тимеш, #культура, #Пысӑк Упакасси, #Шӑрттан, #Хурамал, #Кӗлӗмкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем