Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкар хулинче залива юсама тытӑннӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе чӳк уйӑхӗн ҫуррисенче вӗҫлемелле.

Амӑшӗн палӑкӗ умӗнчи лапама тата картлашкасене ҫӗнетесси, шыв сетьне улӑштарасси халӗ малалла пырать. Строительство объекчӗн тӗп архитекторӗ – Филипп Якубчук. Заливра ҫуран тата велосипедпа ҫӳремелли зонӑсем, ача-пӑчапа спорт лапамӗсем, баскетболпа воркаут лапамӗсемпулӗҫ. Юсав ӗҫӗпе тӳре-шарапа пӗрлех паллашнӑ Андрей Михайлов журналист «Хыпар» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «залив хӗрринче пирс тунӑ, 1,5 пин тӑваткал метр брусчатка сарнӑ, дамба ҫине боллардсемпе, вырӑн-вырӑнпа асфальт сарнӑ, светильниксене улӑштарӗҫ, йывӑҫсемпе тӗмсем лартӗҫ».

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк ача ӑнсӑртран хваттерте питӗрӗнсе ларнӑ. Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем 2 ҫулти пепкене пулӑшма ҫитнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав каҫхи 7 сехетре ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ачи хваттерте ӑнсӑртран питӗрӗнсе ларнӑ, аслисем алӑка хӑйсем тӗллӗн уҫайман.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» наборпа алӑка уҫма пултарнӑ. Ача пӳлӗмре ларнӑ, унпа нимӗн те пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74183
 

Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви паян республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк чӑнах та лайӑхах мар пулчӗ, ҫумӑр ҫунӑ чухне ҫил самай вӑйланчӗ.

Шупашкарта вӑйлӑ ҫил йывӑҫсене ӳкернӗ, пралуксене татнӑ. Кун пек хыпарсене «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.

Уруков урамӗнче йывӑҫсем ӳкнӗ, палуксем татӑлнӑ. 11-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йывӑҫ персе анса машинӑна лекнӗ. Ҫавӑн пекех унта электричество кабелӗ татӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74184
 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта кордодром уҫӑлнӑ. Самолетсен авиамоделӗсене вӗҫтермелли нумай функциллӗ лапама авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫнӑ.

Савӑнӑҫлӑ мероприяти чӑваш космонавчӗн Андриян Николаевӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн иртни ахальтен мар. «Чайка» авиамодель клубӗн хастарӗсемшӗн вӑл тӗслӗх вырӑнӗнче.

Сӑмах май, кордодрома 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Анчах ку ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ. Пӗлтӗр лару-тӑру йӗркеленнӗ, строительство малалла кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ ун валли, асфальт хумашкӑн, 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне «РусГидро» 880 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Хулара
bez-ostanovki.ru сайтри сӑн
bez-ostanovki.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Ленин районӗн загсӗнче ҫурла уйӑхне пӗтӗмлетнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят панӑ. Унашкаллисем 15 ҫемье пулнӑ.

Ҫурла уйӑхӗнче ку районта хӗрача нумайрах ҫуралнӑ: 74 ача. Арҫын ачасем вара 58 пулнӑ.

Сайра тӗл пулакан ятсен хушшинче ҫаксем: Лея, Василиса, Камилла, Серафима, Анисия, Аглая, Эмилия, Мия, Федор, Давид, Григорий, Демьян, Родислав, Лев, Семен.

Аглая ята тӑтӑшах хумаҫҫӗ. Вӑл Авалхи Грецирен килнӗ, «илем», «савӑнӑҫ» тенине пӗлтерет.

 

Хулара

Шупашкарта 17 ҫулти яша шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтерчӗ.

Каччӑна маларах «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ шыранине хыпарларӗ, ӗнер — ЧР Шалти ӗҫсен министерствипе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ.

Паян ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа тата палаткӑпа тухса кайнӑ Тимур Мохаммад Азадович Миа тупӑннӑ. Вӑл таса сывах. Ӑна никам та хур туман.

Йӗрке хуралҫисем яша шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, каччӑ тупӑннине пӗлтернӗ. Яш 10 кун таран ӑҫта пулнине официаллӑ хыпарта ӑнлантарса тӑман.

 

Хулара

Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушӑран халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерет. Ҫитес «тӳрӗ лини» авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ.

Алексей Ладыкова ыйту парас килет-и? Ҫак кун 10 сехет ҫурӑран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе шӑнкӑравламалла.

Администрацири ытти тӳре-шара та халӑхпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӗсем ӗҫ кунӗсенче 13 сехетрен пулӗҫ. Йышӑнӑва 23-50-34 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.

 

Хулара
orbsteppe.ru сайтри сӑн
orbsteppe.ru сайтри сӑн

Пӗр арҫын вокзалта маска тӑхӑнман. Аса илтерер: пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнине пула общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнса ҫӳреме йышӑннӑ.

Ҫак арҫын йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне унччен те пулнӑ. Ун чухне те вӑл маска тӑхӑнман. Арҫын хальхинче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнманнине курсан йӗрке хуралҫисем ун патне пынӑ, административлӑ протокол ҫырнӑ.

Палӑртмалла: унччен арҫынна полицейскисем асӑрхаттару панӑ. Анчах ку та ӑна йӗркене пӑхӑнма хистемен. Хальхинче ӑна 7500 тенкӗлӗх штрафланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74087
 

Хулара
ШӖМ тунӑ видео скринӗ
ШӖМ тунӑ видео скринӗ

Пӗр шӑрӑх кун Шупашкарти маршруткӑра пӗчӗк хӗрачана япӑх пулса кайнӑ. 1 ҫул та 8 уйӑхри ача тӑнне ҫухатнӑ. Водитель чарӑннӑ. Амӑшӗ ӑна йӑтса уҫӑ сывлӑша тухнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.

Хӗрарӑм инҫех мар полицейски тӑнине асӑрханӑ, ун патне чупса пынӑ та пулӑшма ыйтнӑ. Юрий Зайцев капитан тӳрех вӗсене хӑйӗн машинине лартнӑ, маяксене ҫутса Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем ачана вӑхӑтра пулӑшнӑ, ҫапла унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74068
 

Хулара
penza-post.ru сайтри сӑн
penza-post.ru сайтри сӑн

Авиабилет туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Суя сайтсем те пулма пултараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Питӗре вӗҫме билет туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Питӗре вӗҫме палӑртнӑ, сайта кӗрсе билет туяннӑ. Хайхискер заявка ҫырнӑ, банк карттин реквизичӗсене кӑтартнӑ. Счечӗ ҫинчен 13 пине яхӑн тенкӗ илнӗ. Анчах электрон билет ун патне ҫитмен.

Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын билета ултавҫӑсем йӗркеленӗ суя сайтра илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74036
 

Страницӑсем: 1 ... 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, [114], 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, ...329
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире хӑтлӑх тата стабиллӗх шырама сӗнеҫҫӗ. Кухньӑри сӗтел-пукана ҫӗнетме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ шкап-купе е гарнитур туянма меллӗ вӑхӑт. Вӗсем сирӗн киле илем кӳрӗҫ кӑна мар, лӑпкӑлӑх та парнелӗҫ.

Авӑн, 06

1966
59
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2004
21
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын