Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта ача машина кустӑрми айне лекнӗ. Шкул ачи ҫул ҫине чупса тухнӑ.

Паян 14 сехет те 35 минутра Бауман урамӗнчи 12-мӗш ҫуртӑн арки патӗнче тӑрук арҫын ача ҫул ҫине сиксе тухнӑ. 10 ҫулти арҫын ача ҫине машина кӗрсе кайнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Юрать-ха, «тимӗр урхамах» ун ҫине вӑйлах пырса кӗмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/74406
 

Хулара
Ачасен ашшӗ
Ачасен ашшӗ

Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫемьере йӗкӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем – хӗрачасем.

Ашшӗ-амӑшӗ ачасем валли илемлӗ ят суйлама тӑрӑшнӑ. Пӗрне Ангелина тесе ят хунӑ. Теприн вара ячӗ питӗ хӑйне евӗр. Вӑл «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарӑн ячӗ пекрех янӑрать: Рэнэсмэ.

Сӑмах май, «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарсен Эдвардпа Бэлла Калленӑн хӗрӗ Ренесми ятлӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74364
 

Хулара

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн тинех бассейн уҫӑлӗ. Вӑл ҫӗнӗ корпус ҫывӑхӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫурт патӗнче, вырнаҫнӑ. Адресӗ те унӑн ҫавнашкалах пулӗ.

Бассейна 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна 2020 ҫулӑн виҫҫӗмӗш кварталӗнче хута яма палӑртнӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ вӑраха тӑсӑлса кайнӑ.

Подрядчик ҫӗнӗ бассейна утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шыв тултарнӑ, кун хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене пӗтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧПУ Ростехнадзорӑн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи управленийӗн пӗтӗмлетӗвне илнӗ. Эппин, бассейн хатӗр. Ӑна ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӑшӑ хӑҫан парӗҫ. Шупашкар ҫыннисен хваттерте тата нумай вӑхӑт шӑнмалла-и? Хула ҫыннисемшӗн ку ыйтусем халӗ чи пӑшӑрхантараканнисем.

Шупашкар хула администрацийӗн хваттерсене хӑҫан ӑшӑ парассине пӗлтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӑшӑ пама пуҫлӗҫ. Ытарикун каҫхине социаллӑ объектсене тата пурӑнмалли ҫуртсене ӑшӑ ҫитме тытӑнӗ.

«Ку йышӑнӑва хула службисемпе пӗрле эрне тӑршшӗпе мӗнле ҫанталӑк тӑрассине шута илсе турӑмӑр. Сывлӑш температури вӑтамран 8 градусран ӑшӑрах пулмӗ», - тенӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74345
 

Хулара

Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ паркри «Ковчег» зоокӗтесре пурӑнакан макака юбилейне паллӑ тунӑ. Маруся ятлӑскер 30 ҫул тултарнӑ.

Макакӑсем 15-20 ҫул кӑна пурӑнаҫҫӗ Анчах ҫак упӑтесене лайӑх пӑхсан вӗсен пурнӑҫӗ вӑрӑмланать, 30-35 ҫул таранах ҫитееҫҫӗ.

Зоокӗтес ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Маруся питӗ ӑслӑ упӑте. Ӑна ҫаралнӑ кунӗнче савӑнтарас тесе уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ: грейпфрут, арпус тата хӑяр ҫитернӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ҫӳп-ҫап контейнерӗ, ача-пӑча каруҫҫелӗ ҫухалнӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ вӗсем? Хулара пурӑнакан ҫын вӑрласа тимӗр-тӑмӑра кайса панӑ иккен.

Ҫурт-йӗр юлташлӑхӗ 1-мӗш май урамӗнчи 27-мӗш ҫурт картишӗнче ҫӳп-ҫап контейнерӗсем, каруҫҫельсем ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсем ҫак япаласене кам тиесе тухса кайнине те каланӑ, машина номерне пӗлтернӗ. Ҫав арҫын 55 пин тенкӗлӗх пурлӑх вӑрласа кайнӑ.

Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, 56 ҫулта, унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74280
 

Хулара
noodlemagazine.com сайтри сӑн
noodlemagazine.com сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Горький проспектӗнче сусӑр каччӑ киле лавккаран таврӑннӑ. 3-мӗш ушкӑнри сусӑр патне палламан икӗ арҫын пынӑ.

Хайхискерсем унӑн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ӑна тапӑннӑ, унӑн телефонне туртса илнӗ. Каччӑ кун пирки полицие тӳрех пӗлтернӗ.

Ҫакӑ палӑрнӑ: телефона вӑрланӑ 24-ри тата 35 ҫулти арҫынсем унччен те судпа айӑпланнӑ. Кӗҫех вӗсен телефон вӑрланӑшӑн та суд сакки ҫине ларма тивӗ.

Сусӑра вара телефона тавӑрса панӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче залива юсама тытӑннӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе чӳк уйӑхӗн ҫуррисенче вӗҫлемелле.

Амӑшӗн палӑкӗ умӗнчи лапама тата картлашкасене ҫӗнетесси, шыв сетьне улӑштарасси халӗ малалла пырать. Строительство объекчӗн тӗп архитекторӗ – Филипп Якубчук. Заливра ҫуран тата велосипедпа ҫӳремелли зонӑсем, ача-пӑчапа спорт лапамӗсем, баскетболпа воркаут лапамӗсемпулӗҫ. Юсав ӗҫӗпе тӳре-шарапа пӗрлех паллашнӑ Андрей Михайлов журналист «Хыпар» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «залив хӗрринче пирс тунӑ, 1,5 пин тӑваткал метр брусчатка сарнӑ, дамба ҫине боллардсемпе, вырӑн-вырӑнпа асфальт сарнӑ, светильниксене улӑштарӗҫ, йывӑҫсемпе тӗмсем лартӗҫ».

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта пӗчӗк ача ӑнсӑртран хваттерте питӗрӗнсе ларнӑ. Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем 2 ҫулти пепкене пулӑшма ҫитнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав каҫхи 7 сехетре ҫитнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ачи хваттерте ӑнсӑртран питӗрӗнсе ларнӑ, аслисем алӑка хӑйсем тӗллӗн уҫайман.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» наборпа алӑка уҫма пултарнӑ. Ача пӳлӗмре ларнӑ, унпа нимӗн те пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74183
 

Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви паян республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк чӑнах та лайӑхах мар пулчӗ, ҫумӑр ҫунӑ чухне ҫил самай вӑйланчӗ.

Шупашкарта вӑйлӑ ҫил йывӑҫсене ӳкернӗ, пралуксене татнӑ. Кун пек хыпарсене «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.

Уруков урамӗнче йывӑҫсем ӳкнӗ, палуксем татӑлнӑ. 11-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йывӑҫ персе анса машинӑна лекнӗ. Ҫавӑн пекех унта электричество кабелӗ татӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74184
 

Страницӑсем: 1 ... 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, [117], 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, ...333
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи