Хулара
![]() Шупашкарта 30 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Кун пирки "Лиза Алерт" шырав хастарӗсем пӗлтереҫҫӗ. Полици те ку информацие ҫирӗплетет. Алина Александровна Маркова ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле унӑн хура рюкзак, кӗрен тӗслӗ сумка пулнӑ. Хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |